Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналистсемпе куçа-куçăн

21 декабря 2019 г.

Журналистсемпе куçа-куçăн

РФ Президенчĕ Владимир Путин Мускавра Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ центрĕнче кăçалхипе 15-мĕш пресс-конференци ирттернĕ. Унта çĕршыври тата чикĕ леш енчи 1900 яхăн журналист хутшăннă. 4 сехет те 20 минута яхăн тăсăлнă тĕл пулура 57 çын ыйту парса ĕлкĕрнĕ.

Кăçал Владимир Владимирович хаклă вăхăта «вăрăм сăмах» каласа сая ярас темен – тÿрех журналистсен ыйтăвĕсене хуравлама пуçланă. Ыйтусем вара массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен сахал мар.

ТВ-Центр: «Раççей совет саманинче туса хăварнă ырлăхсемпе пурăнать» тесе калакансем пирки мĕн шухăшлатăр?

Владимир Путин: Совет Союзĕн çитĕнĕвĕсем чăннипех те пысăк, çапах та тирпейлекен промышленноçри производство хăвачĕсен 75 процентне Раççейре туса хунă, çĕнĕ виçĕ аэропорт хута янă, паха çулсен калăпăшĕ ÿснĕ. Çутă тĕслĕх – ял хуçалăхĕ. СССР яланах тырă туяннă. Паян вара Раççей хăй тĕнче рынокне кăларать. Эпир тулă сутас енĕпе 1-мĕш вырăнта тăратпăр. Ял хуçалăх производстви 46 процент ÿснĕ, экспорт 2,6 хут хăпарнă. Кайăк-кĕшĕк, сысна какайĕ туса илесси лайăхланнă. Совет Союзĕнчи портсем çулталăкра 600 млн тонна ăсатнă пулсан, Раççей – 1 млрд та 104 млн. Атом энергетикине 8 блок ĕçе кĕртнĕ. Çакă пĕтĕмпех юлашки 10 çулхи çитĕнÿсем. Çавăнпа кивĕ ырлăхсемпе пурăнатпăр тесе калама юрамасть.

МАТЧ ТВ: Раççей спортсменĕсене ăмăртусене хутшăнма чарни пирки мĕн шухăшлатăр?

Владимир Путин: Тĕрĕс мар йышăну. Кунашкалли тĕнче историйĕнче пулманччĕ-ха. Кам та пулсан, чăнах та, «таса мар-тăк», явап тыттармалла. Спортсменсенчен чылайăшĕ «таса» тăк, пурне те айăплани вырăнсăр.

ТАСС: Наци проекчĕсене пурнăçласси «чăхăмламасть-и?» Регионсене пулăшмалла мар-и?

Владимир Путин: Наци проекчĕсем ятарлă тĕллевсемпе çыхăннă, вĕсене ĕçе кĕртме укçа-тенкĕ уйăрнă, яваплисене çирĕплетнĕ. Кăçал пурнăçлама палăртнă 38 тĕллеврен 26-шне ĕçе кĕртнĕ.

Интерфакс: Конституцие улшăнусем кĕртме май пур-и?

Владимир Путин: Конституци – чĕрĕ организм. Анчах ăна халĕ улăштармалла мар.

Крым журналисчĕ: Раççей ачисене тÿлевсĕр сиплеме çук-и; Йывăр чирлисене пулăшма вĕçĕмсĕр укçа пуçтараççĕ…

Владимир Путин: Пирĕн медицина тÿлевсĕр. Хăш-пĕр сегментра уйрăм çынсем тытса тăракан сиплев учрежденийĕсем ĕçлеççĕ. Тĕпрен илсен, çынсене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелле. Пирĕн çĕршывра ачасем вилесси палăрмаллах чакнă. Эсир 1999 çула аса илтĕр. Демографи кăтартăвĕсем икĕ хутчен: пĕрремĕшĕнче 1943-1944 çулсенче, иккĕмĕшĕнче 1999 çулта – чакнă. 2-мĕш тĕслĕхре те вăрçă пулнă тейĕн! Юлашки вăхăтри кăтартусем çапларах: пирĕн 20-29 çулсенчи хĕрарăмсем сахал, çавна май демографие иккĕмĕш, виççĕмĕш ачасен шучĕпе лайăхлатма тивет. Эпир амăшĕн капиталĕпе ĕçлетпĕр. Ипотека парăмĕсене татма патшалăх нумай ачаллисене 450 пин тенкĕ парать. Паллах, пирĕн ачасене ытларах тимлĕх уйăрмалла. Телеканалсем урлă пулăшу ыйтса укçа пухакан ырă çынсене çак ĕçе тума та чараймăн. Пĕр-икĕ ачана пулăшни те – питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

РЕН.Граждансен ырлăхĕ ÿсесси пирки вĕçĕмсĕр калаçаççĕ. Çав вăхăта хăçан кĕтсе илĕпĕр?

Владимир Путин: Юлашки çулсенче граждансен тупăшĕ чакнине куратпăр. Ку ыйтăва ĕç тухăçлăхĕн тата ВВП шутĕнчен татса памалла. Резерв фондĕнчен укçа валеçни тата ытти çул-йĕр – çăлăнăç мар. Нефть рынокĕнчи лару-тăру улшăнсан çак çăл куçсем «тапма чарăнĕç». Çавăнпа çĕршыв экономикине çĕклеме пулăшакан мерăсем йышăнăпăр.

Анлă пресс-конференци вăхăтĕнче Владимир Путин халăха пăлхантаракан чылай ыйту вĕçне «пăнчă» лартрĕ. Тĕслĕхрен, пенси. «Раççейре ку енĕпе урăх нимĕнле реформа та ирттерме хатĕрленмеççĕ, Правительствăра та, администрацире те ку ыйтăва сÿтсе явмаççĕ», – çирĕплетнĕ Президент. Çавăн пекех пенсие тухмалли вăхăт та урăх ÿсмест. Ленин та çĕршывăн тĕп хулинчи хĕрлĕ тÿремри мавзолейрах выртĕ.

Пресс-конференцире 30 çул çивĕч тăнă Алтай чĕлхи пирки ыйтăва татса пама май пурри те çирĕпленнĕ.

Владимир Путин наци ыйтăвĕсене хускатнă, халăхсен хутшăнăвĕсене çирĕплетессине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. Çак ĕç-хĕле тĕрĕс мар йĕркелени мĕн патне çитерессине кăтартаканни – иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи лару-тăру. «Ун чухне, тĕрĕссипе, граждан вăрçи пынă. Çакнашкал тепĕр хут сиксе ан тухтăр тесен хамăртан мĕн килнине йăлт тумалла. Кашни çын Раççей унăн тăван килĕ пулнине туйтăр», – тенĕ Президент.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика