Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔ ÇУЛА – ÇĔНĔ ВĂЙПА

25 декабря 2019 г.

ÇĔНĔ ÇУЛА – ÇĔНĔ ВĂЙПА

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен тата район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, ветеринари станцийĕн, «Россельхозцентрăн» районти уйрăмĕн специалисчĕсем хутшăннипе тунтикун пулса иртнĕ канашлура выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 11 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси тĕп вырăнта пулчĕ, 2020 çулта пурнăçлама палăртакан инвестици проекчĕсене те сÿтсе яврĕç.

Канашлу ĕçне ертсе пынă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин черетлĕ ял хуçалăх çулталăкĕн юлашки кунĕсенче пĕрле пухăннă май, уй-хирти ĕçсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварма, нихçанхинчен те тухăçлăрах тыр-пул пухса кĕртме пултарнăшăн ял çыннине тепĕр хутчен чĕререн тав тунине палăртрĕ, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

Отчетлă тапхăрти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсемпе ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов паллаштарчĕ. Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче пурĕ 2857,8 тонна /иртнĕ çулхинчен 55 тонна ытларах/ аш-какай, 31490,2 тонна /58 тонна ытларах/ сĕт туса илнĕ. Апла пулин те, хуçалăхсемпе уйрăммăн илсен, хăш-пĕри кăтартăвĕсене чакарнине йышăнма тиветех. «Эмметево» ООО, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 21 тонна, «Колос» ЯХПК – 17, «Прогресс» АХО – 12, «Урожай» ООО 9 тонна каярах аш-какай, «Колос» ЯХПК – 303, «Прогресс» АХО – 13, «Кушка» ЯХПК 8 тонна сахалтарах сĕт туса илнине ăçта пытарăн?

Районĕпе пĕр ĕнерен – 5558, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 208 килограмм ытларах сĕт сунă. Çулталăкра кĕтекен кăтарту 6325 килограмран кая мар пулмалла. 11 уйăхри тапхăрта пĕр ĕнерен 7915 килограмм сĕт сунă «Победа» ООО коллективĕ кăтартăва 8600 килограма çитерме çирĕп тĕллев илнĕ. «Эмметево» ООО та çулталăк вĕçлениччен пĕр ĕнерен вăтамран – 8600, «Сатурн», «Рассвет» ЯХПКсем – 6900 килограмм сĕт сума шантараççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни, унран тивĕçлĕ шайри продукци туса илни çулталăк тăршшĕпех укçа-тенкĕллĕ пулма май парать. Ку чухне выльăхсен хисепне кирлĕ шайра тытни пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи 11 уйăхра мăйракаллă шултăра выльăхсем, çав шутран сăвăнакан ĕнесем мĕн чухлĕ пулнине тишкерес пулсан, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче вĕсем ытларах пулнине куратпăр. Апла пулин те ял хуçалăх предприятийĕсенче, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, мăйракаллă шултăра выльăхсем – 149, çав шутран сăвăнакан ĕнесем 43 пуç сахалрах пулнине курмăш пулма çук. Калаçу çак енне куçни – продукци туса илесси тата ĕне выльăхсен хисепĕ чакни, паллах, район администрацийĕн пуçлăхĕн кăмăлне тивĕçтерме пултараймастех.

– Çĕнĕ çулта çитменлĕхсем пирки урăх аса илмелле ан пултăр, çĕнĕ вăйпа ĕçе пикенер. Пур хуçалăхра та ĕне выльăхсен хисепне май пур таран ÿстермелле, продукци туса илессине тивĕçлĕ шая çитермелле, – терĕ вăл.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче санитарипе ветеринари требованийĕсене пурнăçласси çинчен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Денис Баймушкин чарăнса тăчĕ.

Ял хуçалăх производствинчи кашни ыйту пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çĕнĕ инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртни экономикăна аталантарма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшмалла. Çур акине хатĕрленсе пахалăхлă вăрлăхпа саппасланасси, минераллă удобренисемпе, ÿсен-тăрана хурт-кăпшанкăран, çум курăкран хÿтĕлемелли хими препарачĕсене туянасси пирки калаçнă май тăпрари йÿçĕклĕхе пĕтерес тĕллевпе извеç çăнăхĕпе усă курасси пирки те сăмах пулчĕ. 2020 çултан пуçласа извеç çăнăхĕ туяннин 90 процентне патшалăх енчен саплаштарма пулни – ырă хыпар. Кăçал кĕркунне ăна туянса ĕçре усă курма ĕлкĕрнĕ Ленин ячĕллĕ, «Рассвет» ЯХПКсем тата «Авангард» ООО /пурĕ 865 гектар/ патшалăх пулăшăвне илме тивĕçлĕ пулĕç.

Тĕш тырă вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен «Авангард» ОООри тĕп агроном Хамит Гиматдинов, Курнавăшри Юрий Цветков фермер тата «Комбайн» ЯХПК председателĕн çумĕ Олег Карсаков районти хуçалăхсене сутма пултаракан вăрлăхсен сорчĕсем пирки чарăнса тăчĕç, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелли меллĕ условисене те палăртрĕç вĕсем. Сăмах май, ял хуçалăх предприятийĕсем çур акине хатĕрленсе хальччен инспекцире тĕрĕслеттернĕ вăрлăхăн 2050 тонни е 71 проценчĕ ака кондицине тивĕçнĕ пулин те, кашни çул супер элита, элита репродукцири вăрлăхсемпе май пур таран ытларах усă курма кирли, паллах. Вĕсене маларах асăннă хуçалăхсенчен туянни шанчăклăрах пулмĕ-и?

Светлана АРХИПОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика