Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НИКОЛАЙ МИЛЛИН: «ÇИТĔНŸСЕМ ЛАЙĂХРАН ЛАЙĂХ ĔÇЛЕМЕ ХАВХАЛАНУ КŸРЕССЕ ШАНАТПĂР»

28 декабря 2019 г.

НИКОЛАЙ МИЛЛИН: «ÇИТĔНŸСЕМ ЛАЙĂХРАН ЛАЙĂХ ĔÇЛЕМЕ ХАВХАЛАНУ КŸРЕССЕ ШАНАТПĂР»

Умра – 2020 çул. Хыçа юлакан çулталăкра палăртнă тĕллевсем епле пурнăçланнине пĕтĕмлетмелли вăхăт, район пурнăçĕпе çыхăннă ытти паллă самантсем çинчен те аса илетпĕр.

Елчĕк районĕ – экономикăн тĕп отраслĕ шутланакан ял хуçалăх производствине аталантарассине çÿллĕ шайра йĕркелесе пыракан республикăри чи лайăх муниципалитетсенчен пĕри. Чăваш Енре пĕтĕмпе туса илнĕ тыр-пулăн 10,1 проценчĕ! пирĕн районти уй-хир хуçисен тÿпи пулни хăех нумаййи çинчен калать. Ытти ял хуçалăх культурисен тухăçĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем те пысăк. Çаксене шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕпе йĕркелекен калаçăва ял хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусенчен пуçламаллине ăнлантăмăр, Николай Петрович та çакна хапăлласа йышăнчĕ.

– Производствăпа экономика кăтартăвĕсене ÿстернĕшĕн тата ĕçе тухăçлă йĕркеленĕшĕн района I степень Диплом тата укçан преми парса чыс тунă. Ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе шутлатăр?

– Çитĕнÿ хăй тĕллĕн килмен. Çакăншăн ял çыннисем вăй-халĕпе сывлăхне шеллемесĕр шанса панă ĕç вырăнĕсенче ырми-канми вăй хунă. Çак тивлете пула темиçе çултанпа район пĕр вĕçĕм малтисен ретĕнче. Хăватлă техника ĕмĕрĕнче пурăнатпăр пулсан та ăнăçу хăйсен ĕçĕнче пуян ăсталăх пухнă çынсенчен нумай килет. Вĕсем – тĕп пуянлăх.

2019 çул нихçанхинчен те ăнăçлă çулталăк пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлеме тытăннă 19 çул хушшинчи тапхăрта çакăн пек пысăк кăтартăва урăх астумастăп. Виçĕмçул 60642 тонна – 1 гектартан 28,2 центнер тыр-пул алла илме пултарнине пысăк çитĕнÿ вырăнне хурса хакларăмăр пулсан, кăçал тата ытларах – 71117 тонна! – рекордлă кăтарту. Ку чухне çур аки вăхăтĕнчи йывăрлăхсене – кĕрхи культурăсен лаптăкĕсене пăсса çĕнĕрен акмалла килсе тухнине те аса илес килмест.

«Рассвет» ЯХПКра, «АСК-Яльчики», «Авангард» ОООсенче 1 гектартан туса илнĕ вăтам тыр-пул тухăçĕ 48-43 центнерпа танлашрĕ, 7 ял хуçалăх предприятийĕпе 14 хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнче вăл 32,5 центнер е унтан та ытларах пулчĕ. «Авангард» ООО пирки каланă май, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин ертсе пыракан Тутар Республикине кĕрекен Пăва районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕ икĕ çул каялла Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнчи 1300 гектара яхăн çĕр лаптăкне арендăна илчĕ. Çĕнĕ технологисемпе малтанах анлăн усă курма хăнăхса çитнĕ, ку енĕпе АПКри нумай организацирен уйрăлса тăракан коллектив пирĕн районти çĕр лаптăкĕсемпе те тухăçлă усă курма пултарнине çирĕплетсе пачĕ.

Çак вăхăтченех пирĕн район тĕш тырă культурисене чи нумай лаптăкра акса-туса илнине те республикăра тивĕçлипе хаклаççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал 22214 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Çак ĕçе малашне те хăнăхнă пек йĕркелесе пырăпăр.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн раштав уйăхĕнчи юлашки кăтартăвĕсене татăклăн пĕтĕмлетме ĕлкĕреймен пулин те, хуçалăхсенче 2018 çулхинчен ытларах сĕт туса илесси каламасăрах паллă. Аш-какай планĕ те туллин ĕçе кĕмелле. Тепĕр тесен, умри тĕллевсене пурнăçлассипе район администрацийĕпе Ял хуçалăх министерстви хушшинче ячĕшĕн килĕшÿ çирĕплетмен. Пысăк хака тивĕçекен пахалăхлă продукци туса илни тĕп укçа çăл куçĕ пулнине асран кăларман ял хуçалăх организацийĕсем малашне те выльăхсен хисепне, вĕсен продуктивлăхне ÿстерессине тĕп вырăна хурасса шанса тăратăп.

– Унсăр пуçне, кăçалхи асра юлмалли тепĕр пулăм – 2018 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен Пуçлăхĕ муниципаллă районсен тата хула округĕсенчи хăйтытăмлăх органĕсен ăнăçлă ĕçне хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăнни. Çакăншăн 12 миллион тенкĕ, ун хыççăнах 1,6 миллион тенке яхăнлăх Грантсене тивĕçни те пысăк награда пекех.

– Çапла пулмасăр. Тăрăшса вăй хуни çĕре ÿксе çухалмасть. Эпир паян пĕрлехи вăйпа пурнăçлакан кирек хăш ĕç те – хамăршăн, хамăр ачасен малашлăхĕшĕн пулнине пурте ăнланма тивĕçлĕ.

Районти кашни ĕçчен хастарлăхне кура тивĕçнĕ çак тĕллевлĕ укçа-тенке пĕтĕмпех вырăнлă усă курнă. Унпа юлашки çулсенче район центрĕнчи самаях япăхнă çул-йĕре, пурĕ 2 çухрăм ытла, çĕнĕрен асфальт сарнă. Халĕ Елчĕкри тĕп урамсенче тап-такăр çул пулни автомобиль хуçисене анчах мар, çуран çÿрекенсене те савăнтарни, паллах.

Район центрĕнчи çĕнĕ çул-йĕр пирки чарăнса тăнă май, ытти ял тăрăхĕсенче те вырăнти пуçарусен никĕсĕ çинче обществăлла инфраструктурăна аталантарма республика бюджетĕнчен уйăракан субсиди, вырăнти бюджет укçи-тенкипе тата çынсем хăйсен ирĕкĕпе пухакан укçа-тенкĕпе усă курса юлашки çулсенче вун-вун çухрăм çула вак чул сарса хытарнă.

– Федерацин «Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тата ял-хула территорийĕсене хăтлăлатма Чăваш Енре вăй илнĕ патшалăх программисене хутшăнса пурнăçланă ытти ĕçсем те халăх куçĕ умĕнче. Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлес ĕçри çĕнĕлĕхсене алла илессипе те Елчĕксем лайăх ĕçленине палăртаççĕ.

– Чăваш Республикин Пуçлăхĕн витĕмлĕ йышăнăвне пула çирĕпленнĕ пуçару бюджечĕн программипе ял тăрăхĕсене уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса 128 вырăнта, унсăр пуçне, ял тăрăхĕсем хăйсен вăйĕпе тепĕр 14 контейнер площадки тунă. Юпа уйăхĕнче пирĕн район никĕсĕ çинче пулса иртнĕ Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен правленийĕн тата Чăваш Республикинчи район центрĕсен администраци пуçлăхĕсен палатин анлă ларăвĕнче те коммуналлă хытă каяшсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă май, пирĕн ĕçе паха опыт вырăнне хурса хакларĕç. Пĕр вĕçрен туса хатĕрленĕ площадкăсен калăпăшĕ стандарта тивĕçтернине, йĕркепе килĕшÿллĕн ыйтнă пек – унта 2 контейнер ирĕклĕн вырнаçнине пурте хăйсем курса ĕненчĕç. Хальхи вăхăтра район центрĕнчи пур площадкăра та контейнерсемпе усă кураççĕ. Малашне вĕсене ытти ял тăрăхĕсенче вырнаçтармалла.

Пур ĕçе те вăхăтра тума ĕлкĕрмелле. 2024 çулччен пурнăçа кĕртме йышăннă «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» приоритетлă проектпа килĕшÿллĕн Аслă Елчĕкри кану паркĕ пулакан вырăнта кăçал пурнăçлама палăртнă ĕçсен вĕçне тухнă – пластикран тунă çĕнĕ йышши хоккей коробки, спорт оборудованийĕсем вырнаçтарнă. Елчĕкри кану паркне хăтлăх кÿрессипе те нумай вăй хунă. Халĕ районта пурăнакансем анчах мар, хăнана килекенсем те кунти уçă пĕлĕт айĕнчи музейпа кăсăкланса паллашаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма тăрăшакансене тăтăшах унти ГТО площадкинче курма пулать. Кунти оборудованисене те района спортпа туслă пулнăшăн – ГТО нормативĕсене пурнăçлассинчи чи лайăх кăтартушăн республика хыснинчен уйăрнă укçа-тенкĕпе туяннă.

Сăмах май, Çĕнĕ çулхи асамлă симĕс чăрăш валли те кану паркĕнче меллĕ вырăн тупăнчĕ. Унăн çутисем раштав уйăхĕн пуçламăшĕнчен тытăнсах ялкăшма тытăнчĕç. Çĕнĕ, 2020 çула кĕтсе илме районта пурăнакансене çĕнелсе илемленнĕ кану паркне чĕнетпĕр.

– Эсир, Николай Петрович, коллективăн ĕçри ăнăçлăхĕ ертÿçĕсенчен нумай килнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе аса илтернине чылай тĕл пулура илтме тÿр килет. Тăрăшуллă çыншăн йывăрлăхсем чăрмав пулманни çак калаçура та уççăн йĕрленет. Хушса тата мĕн каланă пулăттăр?

– Хăюллă, ĕçе юратса тата тăрăшса пурнăçлакан çыншăн лайăхран лайăх ĕçлемелли майсем уçăлсах пыраççĕ. Ертÿçĕсен пуçарулăхне кура вырăнсенче хальхи технологисемпе тухăçлă усă курни çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума, çамрăксене производство ĕçне явăçтарма чи лайăх майсене уçать. Иртнĕ уйăхсенче Николай Головин ертсе пыракан «Победа» сахал яваплă обществăра 400 пуç ĕне выльăх вырнаçакан ку чухнехи «ăслă» ферма хута кайни те районшăн анчах мар, республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Унсăр пуçне, Александр Викторов предприниматель Кĕçĕн Таяпара ферма пулнă объекта реконструкци туса выльăх пусса тирпейлекен цех уçма пултарнине, «Труд» хуçалăхĕнчи фермăра /ертÿçи – Валерий Германов/ пысăк реконструкци ĕçĕсене пурнăçланине тивĕçлипе хаклатăп. Владимир Чернов, Геннадий Афанасьев, Александр Бикулов хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем те хăйсем суйласа илнĕ ĕçе ăнăçлă йĕркелесе пыма тăрăшаççĕ. Апла пулин те ял хуçалăх организацийĕсем АПК тытăмне тата ăнăçлăрах аталантарма майсем уçса паракан патшалăх пулăшăвĕпе хальлĕхе туллин усă курманнине йышăнма тиветех.

– Район сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿ, культура учрежденийĕсен сăн-сăпатне улăштарас, вĕсене çĕнĕ условисенче тухăçлă ĕçлеме хатĕрлесе çитерес тĕллевпе çирĕплетнĕ федераци шайĕнчи наци проекчĕсене те хутшăнмасăр юлмасть.

– Патшалăх ял территорийĕсене аталантарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрать. Çак тĕллевпе федераци хыснинчен республикăна нумаях пулмасть уйăрса панă укçа-тенкĕрен пирĕн района та сахалах мар тÿпе тивĕçрĕ. Ăна ăçта усă курассине районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсемпе канашласа татса патăмăр.

Хальхи йышши модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем /пирĕн районта вĕсем пурĕ – 12, 2-шĕ – Вырăскассипе Таяпа Энтри ялĕсенче – кăçал хута кайнă/ пурте «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ĕçе кĕнĕ. ФАПсенче районта пурăнакан çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме пĕтĕм услови çителĕклĕ.

Район больницин тĕп сиплев корпусĕсен çи виттийĕсене улăштарнă, фтизиатри тата инфекци кабинечĕсене тĕпрен юсанă, çĕнĕ оборудованисем туяннă.

Вĕренÿ, культура учрежденийĕсене çĕнĕлле ĕçлеме майсем туса парассипе те сахал мар вăй хунă. Çак тĕллевпе уйăракан укçа-тенкĕпе усă курса кăçал та Çĕнĕ Пăва, Аслă Таяпа ялĕсенчи культура çурчĕсене, Аслă Елчĕкри вăтам тата Елчĕкри искусство шкулĕсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Апла пулин те ялсенче ачасем сахалланса пыни шухăшлаттарать. Çакна кура хальхи вăхăтра Раççейĕн нумай регионĕнче шкулсем хупăнас çул çине тăни те вăрттăнлăхра мар. Иртнĕ ырă вăхăтра ача-пăчапа лăк тулнă – 610, 325 вырăнлă шкулсене 25-30 вĕренекен анчах тăрса юлнине те пытараймăн. Хальхи вăхăтра пирĕн районти шкулсенче 1681 ача ăс пухать. Вĕсен шучĕ 2001 çулхипе танлаштарсан 2 хут ытла сахалрах пулни шухăша яратех.

– Ĕмĕр чиккинчи паллă пулăмсене – Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнин юбилей уявĕсене кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Эсир хăвăр та самай пысăк тапхăр район администрацийĕн пуçлăхĕ пулса вăй хунине шута илсен, пурнăçланă ĕçсенчен хăшĕсене чи кирли тесе палăртатăр?

– 92 çул каялла йĕркеленнĕ Елчĕк районĕн кун-çулĕ анлă та пархатарлă. Утса тухнă çул-йĕре тишкерес пулсан, Елчĕксем пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркелес ĕçре, вăрçă çулĕсенче республикăри чи пуçаруллă та пултаруллă патриотсем – чăннипех те Аслă Çĕнтерĕве туптакансем пулнă. Пархатарлă ĕçшĕн Кĕçĕн Шăхалĕнчи «Новое Ищеряково» тата «Слава» колхозсене Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене, «Победа» колхоза Ленин орденне парса чыс туни ĕмĕрсем иртнĕ хыççăн та асра юлĕ.

Çак тапхăрта халăхпа пурнăçланă пĕрлехи ĕçсем çинчен те кăмăлтан аса илетĕп. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли – эпир, республикăри чи аякри район пулсан та, кашни яла çут çанталăк газĕ кĕртес ыйтăва чи малтисемпе пĕрле татса пани. Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенчи харкам хăй хваттерне уйрăммăн хутса ăшăтассине те çынсен шухăшĕсене шута илсе вĕсем майлă татса пама пултарнă. Района «кăвак çулăм» илсе çитерни, унăн ырлăхĕпе усă курма тытăннăранпа 16 çул иртрĕ.

Çак вăхăтченех ялсене хăтлăх, тирпей-илем кÿресси, çулсене вак чул сарасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ялсен ячĕпе мăнаçлă стелăсем /Аслă Елчĕк, Кавал, Патреккел, Тăрăм, Тип Тимеш, Кушкă тата ыт. те/ пĕрин хыççăн тепри çĕкленни те ялсенче пурăнакансен чун-чĕринчи çирĕп шухăш-кăмăла, вĕсен патриотла туйăмне палăртать. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ тапхăрта вĕсене кашни – 53 ялта вырнаçтарма палăртнă. Масарсене тирпейлесе йĕркене кĕртессипе юлашки вăхăтра уйрăмах Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ пуçарулăхпа палăрать. Кăçал Çирĕклĕ Шăхаль, Кармал, Тĕмер ялĕсенче ку енĕпе нумай ĕç туса ирттернĕ пулсан, çитес çул çак ĕçсене тума Хăвăлçырмапа Кÿлпуç ялĕсенче хатĕрленеççĕ. Пурнăçран уйрăлса кайнă çывăх çыннăмăрсене манманни, хисеплени – сăваплă.

Районти ялсен сăн-сăпатне лайăх енне улăштарассипе çыхăннă ытти ĕçсем те сахал мар.

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ те пĕлтерĕшлĕ. Фронта тухса кайнă районти 7124 çынран çурри – 3427-ĕн вăрçă хирне выртса юлнă. Паттăрсене, пире мирлĕ пурнăç парнелекенсене, эпир нихăçан та манмастпăр. Юлашки çулсенче вырăнсенчи пуçаруçăсен тивлечĕпе çутă пуласлăхшăн пуçĕсене хунă фронтовиксене асăнса кивĕ палăксене çĕнетес юхăм вăй илни те – ырă пулăм. Шăмалак, Тăрăм, Хăвăлçырма ялĕсенчен курса Яманчÿрел, Кĕçĕн Таяпа ялĕсен хастарĕсем те çак пархатарлă ĕçе кÿлĕнчĕç.

Çулсем хыçа юлса пынă май вăрçă ветеранĕсем сахаллансах пыраççĕ, пирĕн районта та вĕсем 10-н анчах тăрса юлчĕç. Вĕсене тимлĕх уйăрасси – пирĕн тĕп тивĕç.

Çĕнтерÿ уявне анлăн йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. Çапăçу хирĕнче пуç хунă е унтан таврăнсан вилнĕ фронтовиксен сăн ÿкерчĕкĕсене йăтса утакан район центрĕнчи «Вилĕмсĕр полк» акцие кашни ял тăрăхне явăçтарма палăртатпăр. Уяв программине ытти çĕнĕлĕхсем кĕртесси пирки те калаçса татăлнă. Тĕрлĕрен çар техникин парадне те ытти çулхисенчен мăнаçлăрах йĕркелемелле.

Унсăр пуçне, 2020 çулхи сентябрь уйăхĕнче вырăнти влаçсен суйлавĕ иртет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, район тата ял тăрăхĕсен депутачĕсене суйлатпăр. Ăна та тивĕçлĕ шайра ирттермелле, тĕрĕс суйлав тумалла.

– Эсир, Николай Петрович, ĕç çыннине хисеплетĕр, унăн тăрăшулăхне яланах малти вырăна хуратăр. Çĕнĕ çул умĕн хушса тата мĕн каланă пулăттăр; Çĕнĕ 2020 çулта мĕн кĕтетĕр?

– 2019 çула ырă улшăнусемпе вĕçлетпĕр. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн малашне те пĕрлехи вăйпа килĕштерсе ĕçлер. Черетлĕ çулталăкри çитĕнÿсем малашне тата лайăхрах ĕçлеме, чи хăюллă пуçарусене пурнăçа кĕртме хавхалану кÿрсе тăччăр. Пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем сунатăп.

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика