Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявсем инкексĕр иртчĕр

24 декабря 2019 г.

Çăлавçăсем Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен вăхăтĕнче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме хатĕр-и? Уяв мероприятийĕсене йĕркелеме палăртнă учрежденисенче ирттернĕ тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсем мĕнлерех?

Çак тата ытти ыйтăва хуравларĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор паян иртнĕ пресс-конференцире. Унсăр пуçне вăл çулсеренех йĕркелекен «Çĕнĕ çул» профилактика операцийĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. МЧС ĕçченĕсем ШĔМ представителĕсемпе пĕрле пиротехника изделийĕсем сутакан вырăнсене тĕрĕсленине пĕлтерчĕ. «Фейерверкпа салют таврашне çакăн валли ятарласа уйăрнă вырăнта çеç яма юрать. Асăннă лаптăксене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем палăртаççĕ. Кăçал республикăра пиротехникăпа усă курмашкăн 119 вырăн уйăрнă, пĕлтĕр — 58. Çĕнĕ çулччен тата пĕр эрне, çав хушăра вĕсен шучĕ тата пысăкланасса шанатпăр», — терĕ Станислав Антонов. Генерал-майор çавăн пекех шыв объекчĕсенчи лару-тăру пирки каласа кăтартрĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика