Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марина Карягина вулавĕсем

24 декабря 2019 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче республикипе, çĕр-шывĕпе, тĕнчипе паллă çыравçăсем чылай. Вĕсенчен пĕри - Мария Карягина. Çыравçа, тележурналиста халалласа Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта "Марина Карягина вулавĕсем" конкурс иртрĕ. Кăçалхипе вăл вуннăмĕш хут пулчĕ. Марина Федоровнăпа пĕрле Шупашкартан сумлă хăнасем те килнĕ: Василий Кервен поэт, Василий Пушкин литературовед, Владимир Синдеев телеоператор.

Конкурс пуçланиччен тĕрлĕ шкултан килнĕ ачасемпе вĕрентекенсем шкулпа, музейпа, кĕнеке куравĕпе, Марина Карягина хайлавĕсем тăрăх вĕренекенсем йĕркеленĕ ỹкерчĕксемпе паллашрĕç.

Мероприятие чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М. Табакова ертсе пычĕ. Уява пуçтарăннă çынсене шкул директорĕ А. Логунов, районти вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Е. Перепелкина, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи С. Кулакова саламларĕç. Марина Федоровнăн кун-çулĕ, пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентацие пăхрĕç, иртнĕ çулсенчи конкурс саманчĕсене курса киленчĕç, шкул ачисем хатĕрленĕ концертпа савăнчĕç.

Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем йышланса пыни, паллах, савăнтарать. 14 шкултан аллă ытла ача явăçрĕ. Вăл 3 номинаципе иртрĕ: "Тĕнче сăнне илсе хам витĕр кăтартап…", "Палиндромсен асамлă тĕнчи", "Сăвă çыртăм васкаса…". Марина Карягина сăввисене вулассипе кĕçĕннисен хушшинчи çĕнтерỹçĕ Анат Туçари пуçламăш шкул-ача садĕнче 4 класра вĕренекен Даниил Горшков пулчĕ (вĕрентекенĕ Л. Маркова).

5-7-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче те хĕрỹ тупăшу пычĕ. Пурте чĕререн, хавхаланса вуларĕç, пĕри тепринчен маттур. Çĕнтерỹçĕ ята Кивĕ Ахпỹртсем тивĕçрĕç. 5-мĕш класра вĕренекен Арина Каргина "Çĕтĕк ача" сăвăпа пурне те тыткăнларĕ (М. Табакова). 8-9-мĕш класра вĕренекенсенчен чи маттурри Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 8а класра вĕренекен Карина Кошкина пулчĕ (М. Иванова). Палиндромсен номинацийĕнче Сăкăтри вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Евгения Мердина палăрчĕ (Е. Анюрова) 5-9-мĕш класра вĕренекенсем хăйсем çырнă сăввисене вуласа та ăмăртрĕç. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекен Анастасия Бахитовăна çитекенни пулмарĕ. Вăл хăйĕн сăввине Марина Федоровнăна халалласа çырнă (С.Никитина).

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Хисеп хучĕсемпе, дипломсемпе чысларĕç. Хăнасем ачасене хăйсен кĕнекисене парнелерĕç.

М. ИЛЬИНА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика