Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марина Карягина вулавĕсем

24 декабря 2019 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче республикипе, çĕр-шывĕпе, тĕнчипе паллă çыравçăсем чылай. Вĕсенчен пĕри - Мария Карягина. Çыравçа, тележурналиста халалласа Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта "Марина Карягина вулавĕсем" конкурс иртрĕ. Кăçалхипе вăл вуннăмĕш хут пулчĕ. Марина Федоровнăпа пĕрле Шупашкартан сумлă хăнасем те килнĕ: Василий Кервен поэт, Василий Пушкин литературовед, Владимир Синдеев телеоператор.

Конкурс пуçланиччен тĕрлĕ шкултан килнĕ ачасемпе вĕрентекенсем шкулпа, музейпа, кĕнеке куравĕпе, Марина Карягина хайлавĕсем тăрăх вĕренекенсем йĕркеленĕ ỹкерчĕксемпе паллашрĕç.

Мероприятие чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М. Табакова ертсе пычĕ. Уява пуçтарăннă çынсене шкул директорĕ А. Логунов, районти вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Е. Перепелкина, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи С. Кулакова саламларĕç. Марина Федоровнăн кун-çулĕ, пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентацие пăхрĕç, иртнĕ çулсенчи конкурс саманчĕсене курса киленчĕç, шкул ачисем хатĕрленĕ концертпа савăнчĕç.

Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем йышланса пыни, паллах, савăнтарать. 14 шкултан аллă ытла ача явăçрĕ. Вăл 3 номинаципе иртрĕ: "Тĕнче сăнне илсе хам витĕр кăтартап…", "Палиндромсен асамлă тĕнчи", "Сăвă çыртăм васкаса…". Марина Карягина сăввисене вулассипе кĕçĕннисен хушшинчи çĕнтерỹçĕ Анат Туçари пуçламăш шкул-ача садĕнче 4 класра вĕренекен Даниил Горшков пулчĕ (вĕрентекенĕ Л. Маркова).

5-7-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче те хĕрỹ тупăшу пычĕ. Пурте чĕререн, хавхаланса вуларĕç, пĕри тепринчен маттур. Çĕнтерỹçĕ ята Кивĕ Ахпỹртсем тивĕçрĕç. 5-мĕш класра вĕренекен Арина Каргина "Çĕтĕк ача" сăвăпа пурне те тыткăнларĕ (М. Табакова). 8-9-мĕш класра вĕренекенсенчен чи маттурри Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 8а класра вĕренекен Карина Кошкина пулчĕ (М. Иванова). Палиндромсен номинацийĕнче Сăкăтри вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Евгения Мердина палăрчĕ (Е. Анюрова) 5-9-мĕш класра вĕренекенсем хăйсем çырнă сăввисене вуласа та ăмăртрĕç. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекен Анастасия Бахитовăна çитекенни пулмарĕ. Вăл хăйĕн сăввине Марина Федоровнăна халалласа çырнă (С.Никитина).

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Хисеп хучĕсемпе, дипломсемпе чысларĕç. Хăнасем ачасене хăйсен кĕнекисене парнелерĕç.

М. ИЛЬИНА

Видеоконкурс çĕнтерỹçисем Раççейре Театр çулталăкĕ пулнă май "Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ "Театр _ манăн пурнăçра" видеоконкурс ирттерчĕ. Унăн тĕллевĕ _ артист пултаруллăхĕллĕ ачасене тупса палăртасси, аталанма хавхалантарасси пулчĕ. Конкурса 1-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Видеоĕçре чăвашла е вырăсла пĕр-пĕр юптарăва, е пьеса сыпăкне выляса кăтартса памаллаччĕ. Ĕçсене вара электрон почтипе ямаллаччĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4б класра вĕренекенсем тупăшăва хаваспах хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен видеоĕçĕнче Н. Куракова тата Л. Сорокина вĕрентекенсем тăрăшнипе Раиса Сарпин "Пукане" юмахĕ тăрăх çырнă пьеса сыпăкне выляса кăтартрĕç. Инесса Анисимова, Тимофей Шекеев, Виолетта Хитрова, Максим Иванов, Дина Хафизова, Анна Портнова, Злата Субботина хăйсене сцена çинче чăн-чăн артистсем пек тытрĕç. Редакцие çитнĕ ĕçсем пĕри тепринчен кăсăклăрах пулчĕç. Вĕсене Валерий Карпов (К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ), Юрий Филиппов (Чăваш патшалăх пукане театрĕн илемлĕх ертỹçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ) тата Дмитрий Перов (Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ) хакланă. Ушкăнсем хушшинчи ăмăртура 4б класра вĕренекенсен видеоĕçĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. А. ИВАНОВА. Юр çутипе инçех каяймăн 2020 çулта çĕршывра халăхшăн яваплă та пĕлтерĕшлĕ тапхăр _ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ _ иртет. Ун пирки массăллă информаци хатĕрĕсем аса илтерсех тăраççĕ. Урамсенче çутă, çуртсем çинче паллăсем пулмалли пирки те час-часах калаççĕ. Шел пулин те, Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Именкасси ялĕнче çырава хатĕрленме пуçланни сисĕнмест-ха. Акă, Шигабетдиновсен, Зеленая урамсенче çутă çукпа пĕрех. Ленин ячĕллинче те çак ỹкерчĕкех. Ирхине ял-йыш, шкул ачисем аслă çул çине автобус патне тухнă чухне аллине хунар тытаççĕ, унсăрăн нимĕн те курмастăн. Пикшик ял тăрăх администрацинче те, депутатсем те урамсенче çутă çукки пирки питĕ лайăх пĕлеççĕ, вĕсене темиçе хутчен те тархасласа тенĕ пек каланă. Халăх ыйтнине илтекен çук. Ирĕксĕрех Именкассисем юр çăвасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, ун чухне тавралăха шурă тĕс çапсан çутăрах пулĕ. Ял халăхĕ ыйтнипе

П. ЦЫГАНОВ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика