Шераутский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аякранах илемлĕн курăнать

24 декабря 2019 г.

Нумай çул ĕмĕтленнĕ çакăн пирки Шурут ялĕнче пурăнакансем. Вĕсем çеç-и? Таврари ялсенче пурăнакансем те культура çурчĕ хута каясса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Хăй вăхăтĕнче пулнă-ха кунта клуб, каçсерен вăл ял çыннисене кинона, спектакльсене, концерта пуçтарнă. Анчах та вăл кивелнĕ, хупăннă. Унтанпа вара ялти мероприятисем ытларах вăтам шкулта иртнĕ. Çакă, паллах, меллех мар. Ял çыннисем яланах шаннă, Шурутра культура çурчĕ пулатех.
Декабрĕн 20-мĕшĕнче хăтлă, илемлĕ культура çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ял çыннисен савăнăçне пĕрле пайлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин культура, архив тата национальноç ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, паллă ентеш, Владислав Ильин вице-адмирал тата ытти сумлă хăнасем килсе çитрĕç.
Михаил Игнатьев пухăннисене çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе тата культура çуртне хута кайнă ятпа саламларĕ.
— Ял тăрăхĕсенче пурăнакансемшĕн культура çурчĕсем çĕкленни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх пĕр чăмăра пухăнса хăйсен тавракурăмлăхне ÿстерме пултарать, пултарулăх тĕнчине те аталантарса пыма меллĕ. Ахальтен мар пулĕ, Чăваш Ен Правительстви культура çине кулленех сахал мар тимлĕх уйăрать. Культура тытăмĕ валли уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ çулсерен ÿссе пырать. Культурăпа кану учрежденийĕсен тытăмне аталантарассипе тата культурăпа искусство учрежденийĕсен пурлăхпа техника ни-кĕсне çирĕплетессипе çыхăннă анлă ĕç малалла та вăй илсех пырĕ, — терĕ вăл Шурутсене саламласа.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов культура çурчĕ уçăлнă ятпа пурне те саламларĕ, малашне тĕрлĕ енлĕн аталанма ăнăçу сунчĕ, ялта культура вучахне хута яма пулăшнăшăн Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, пурне те чĕререн тав турĕ.
Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пурте культура çуртне кĕчĕç. Ял çыннисем зала вырнаçрĕç, хăнасем унти пÿлĕмсемпе паллашрĕç. Кунтах вулавăш вырнаçнă, пĕр пÿлĕмре уяв концертне хутшăнакансем пуçтарăннă, тепринче пултаруллă ачасем алă ĕçĕсемпе аппаланаççĕ: тĕрлеççĕ, çыхаççĕ, çĕлеççĕ…
Чăннипех те, культура çурчĕ — ял çыннисемшĕн пысăк парне. Ахальтен мар пулĕ уява пĕчĕккисем те, шкул ачисем те, аслăрах çулхисем те килсе çитнĕ. Пурин сăн-сăпатĕнче те йăл кулă çиçет. Епле савăнмăн! Таçтанах курăнса ларакан клубра халĕ тĕрлĕ енлĕ аталанма, концерт е спектакль курса савăнма, вулавăша çÿреме пулать. Залра илемлĕ те хăтлă, 100 çын вырнаçма пултарать. «Вăл хуларинчен те кая мар, кунта балкон та пур, иикĕмĕш хутран пăхса ларма пулать. Кун пек зал тата ăçта пур-ши?» — пăшăлтатаççĕ пухăннисем. Ял çыннисене тата мĕн кирлĕ; Темрен пахи — пушă вăхăта усăллă ирттерни, пĕрле пухăнса савăнни.
Культура çурчĕ уçăлнă май салам сăмахĕсем чылай пулчĕç. Акă, Шурут-Нурăс ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемьене — Маковсене — Михаил Игнатьев çĕнĕ çурт уççине парнелерĕ. «Промэнерго» АХО директорне Анатолий Иванова Раççей Федерацийĕн Энергетика министерствин «Хисеплĕ энергетик» хисеп паллипе чысларĕç. Культура керменĕ уçăлнă ятпа пултарулăх коллективĕ çĕнĕ параппанлă пулчĕ.
Вăрăм çула кĕскетсе ентешсене саламлама Владислав Ильин вице-адмирал та килсе çитнĕ. Вăл Шурут ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн чунтан савăннине, тăван тăрăх çитĕнĕвĕсемпе мухтаннине пĕлтерчĕ. Ял çыннисене Константин Яковлевпа Сергей Артамонов, Петр Краснов, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай саламларĕç.
Çĕнĕ клуб хута кайни Çĕнĕ çул умĕнхи пысăк парне пулчĕ. Малашне вара культура çуртне илсе çитерекен çула кашниех такăрлаттăр, кунтан çын ан татăлтăр. Ватти-вĕтти пĕрле пуçтарăнса кашни уява хаваслă ирттертĕр тата пур мероприятие те тулли кăмăлпа хутшăнтăр.
Михаил Игнатьев:
«Юлашки çулсенче республикăра 18 çĕнĕ клуб хута янă. Çитес çул тата 7 клуб хăпартса лартма планра пур. Иккĕмĕш тапхăрпа регионта тата 25 культура çурчĕ çĕкленесси паллă».
А.МАРИЯН

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429147, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Шерауты, ул. Больничная, д.17
Телефон: 8(83539) 36-4-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика