Яльчикское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАЙОНТИ ТĔП ЕЛКА ÇУТАЛАТЬ

21 декабря 2019 г.

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Елчĕке Хĕл Мучипе Юр Пике çитеççĕ. Пĕрре çеç те мар – ушкăнĕпех килсе çитĕç вĕсем.

Апла пулсан, пурте шур сухаллă Хĕл Мучисемпе ытарайми Юр Пикесене курса савăнма хатĕрленер. Ирхине 10 сехетре вĕсем искусство шкулĕ умĕнчен пуçласа Тĕп лапам çумĕнчи кану паркне утса çитеççĕ. Вĕсем Çĕнĕ çулхи тĕп елкăна савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăнаççĕ.

Ун хыççăн пухăннă халăх алăкĕсене яриех уçса кĕтекен культурăпа кану центрне куçĕ. Кунта Театр çулталăкне пĕтĕмлетеççĕ. Чаршав хупăниччен «В гостях у сказки» ятпа йĕркеленĕ ачасемпе çамрăксен театр творчествин районти фестивальне йĕркелесе ирттерме палăртнă. Шупашкар артисчĕсен концертне те курăпăр, хальхинче Елчĕкре хăнара – Чăваш патшалăх академи симфони капеллин пултарулăх ушкăнĕ. Пурне те уява йыхравлатпăр!

С.АНАТОЛЬЕВА.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика