Долгоостровское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹçĕсене - парнесем

20 декабря 2019 г.

Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕпе ФСКара Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Г. Араев ячĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен йăлана кĕнĕ турнирĕ иртрĕ. Спорт уявĕ республикăри спорт кунĕпе пĕр килнĕрен мероприятие хутшăнакан та йышлă пулчĕ. Турнира шкул спартакиадипе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ.

Мероприятие уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов, Ыхра Çырминчи вăтам шкул директорĕ Мансур Сайдашев, Гилачетдин Миначевичăн Радик, Равиль ывăлĕсемпе Флюра хĕрĕ, тренерсем, спорт ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Турнира 2002 çулта тата вĕсенчен кĕçĕнрех çуралнă каччăсем явăçрĕç. Вĕсем 13 виçе категорийĕпе тупăшрĕç. 1-3-мĕш вырăнсене йышăннăскерсене дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç.

Вулакана пĕлме

Гилачетдин Араев Хирти Пикшикре 1936 çулта çуралнă. 7 класс хыççăн Чкаловскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ. 1955 çулта Канашри учительсен институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен диплом илсе тухнă. Çав çулах Комсомольски районне ĕçлеме кайнă.

Ентеш Германинче Совет çарĕсен йышĕнче тăнă. Ун хыççăн Ыхра Çырминчи вăтам шкулта математика учителĕ пулса ĕçлеме пикеннĕ. Пĕрлех И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлĕвне малалла тăснă. Вĕренсе тухнă хыççăн корпус тата артиллери çарĕн взвочĕн командирĕсене хатĕрлекенсен сборĕнче пулнă. Офицер званине илнĕ. 1972 çулта Ыхра Çырминчи вăтам шкулта ачасене пуçламăш çар пĕлĕвĕсене пама пикеннĕ.

Гилачетдин Миначевич спортпа туслă пулнă. Вăл 16 çулта чухнех районти Акатуй-Сабантуйра пĕрремĕш медаль çĕнсе илнĕ. "1959 çултан эпĕ никама та выляса яман. Районти ăмăртусенче, унтан республика чемпионатĕнче, каярахпа Раççей тупăшăвĕнче çĕнтерỹçĕ пулнă",-тенĕ аса илĕвĕсенче Г. Араев. 5 ача ашшĕ спортран уйрăлма шутламан. Республика чемпионачĕсенче çеç 28 хутчен выляса илнĕ. 1973 çулта РСФСР спорт мастерĕ ятне тивĕçнĕ. 40 çул ытла шкулти пуçламăш ДОСААФ организацине ертсе пынă. 35 çул ытла ял тăрăхĕнчи ирĕклĕ халăх дружинин командирĕ пулнă.

Гилачетдин Миначевич - РСФСР, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ. Вăл 17 çул каялла вилнĕ.

Турнир кăмăла каймалла иртрĕ. Мала тухакансене хавхалантару кỹме Илшат, Илдар, Айрат, Марат, Фиргать Вахитовсем, Рустем, Ринат Даутовсем, Радик, Рустем Яббаровсем, Илсур, Мунир Сабирзяновсем, Эмиль, Рутем Зейнетдиновсем, Çĕнĕ Челнари Руслан Якушев, Менделеевскинчи Рамиль Садертдинов, Асхать Хусеинов, Хирти Пикшикри Ильмир Калмыков, Илгизер Махмутов, Раиль Закиров, Хусанти Марсель Чемеров, Илнур Карнеев, Алмаз Гайфин, Ульяновскинчи Алмаз Гисматуллин, Данияр Тазетдинов, Иршат Гайнуллов сумлă пулăшу кỹнĕ. Тавах вĕсене уншăн. .

А. ИЛЬИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429372 Чувашская Республика Батыревский район д.Долгий Остров, ул.Колхозная,д.52
Телефон: 8(83532) 64725
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика