Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Комсомольском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçсĕррисем – камсем вĕсем? Ĕçсĕррисем – камсем вĕсем?

06 декабря 2019 г.

Ĕçсĕррисен шутне палăртас тесе статистика органĕсем Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕ сĕнекен методологи тăрăх кашни уйăхра ĕçсĕрлĕхпе çыхăннă ыйтусем тăрăх халăх хушшинче ыйтăмсем ирттереççĕ. Ĕçсĕрлĕх шайне тупма палăртнă ÿсĕмри ĕçсĕррисен шутне ĕçлекенсен шучĕ çине пайлаççĕ. Ку ыйтăма 15—72 çулсенчи çынсем хушшинче ирттереççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕ палăртнă тăрăх, ĕçлĕ çынсем шутне çаксем кĕреççĕ:
— килĕшÿ тăрăх эрнере пĕр сехет те пулин ĕçлекенсем /куншăн вĕсене укçан е таварпа тÿлеççĕ/;
— хăйсен предприятийĕнче е тăванĕсем патĕнче ĕçлекенсем /çав шутра килĕшÿ çырмасăр ĕçлекенсем те/, ĕç паракансем, хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем, производство кооперативĕсен членĕсем, çемье предприятийĕсенче пулăшакансем;
— килти хуçалăхра сутас е ылмаштарса илес тĕллевпе ял хуçалăх, вăрман продукцине туса илекенсем, сунара çÿресе, пулă тытса тупăш тăвакансем;
— чире пула е йывăр чирлĕ çынна пăхса вăхăтлăх ĕçе çÿремен çынсем, отпускри çынсем /6 уйăхран ытла мар/;
— ача виçĕ çул тултариччен ăна пăхакансем;
— çар е урăх патшалăх службинчи çынсем.
Ĕçсĕррисен шутне вара çакăн пек граждансем кĕреççĕ:
— ĕçлемеççĕ /нимрен те тупăш илмеççĕ/;
— е ĕçпе тивĕçтерекен служба урлă, е пĕлтерÿ парса, е тÿрех ĕç паракансем патне пырса ĕç шыраççĕ, е хăйсен ĕçне йĕркелесе ярас тĕллевпе утăмсем тăваççĕ;
— халех ĕçе пикенме хатĕр.
Ĕçпе тивĕçтерекен службăра регистрациленмен граждансем социологсен ыйтăвĕсем çине хуравланă чухне хăйсен тупăшне пытарма тăрăшаççĕ. Çынсем пĕр-пĕр организацире ĕçлемеççĕ пулсан, хăйсене ĕçсĕррисен шутне кĕртеççĕ. Анчах та ку тĕрĕс мар. Ĕçе çÿремеççĕ пулсан та, çак çынсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ ĕçпе тупăш тăвать: хуçалăхне ертсе пырать, тĕрлĕ пулăшусем кÿрет, республика тулашне ĕçлеме тухса каять е ĕç параканпа официаллă килĕшÿ çырмасăр ĕçлет. Апла пулсан, ку граждансене ĕçсĕррисен шутне кĕртмелле мар.
Т.ВОЛКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика