Яльчикское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇ КĂТАРТУПА ИЛЕМЛĔ

11 декабря 2019 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.

Таркăнсен йышĕ чакмасть

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен черетлĕ çар призывĕн тапхăрĕ пынине вулакан пĕлетех. Иртнĕ эрнере пĕлтерĕшлĕ кампанин çак таранчченхи ĕçĕ-хĕлне тишкерсе Чăваш Республикин çар комиссариачĕ видеоконференци ирттернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый унăн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă май, район çамрăкĕсене çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăратассипе плана пурнăçланине пĕлтерчĕ. Çав вăхăтрах медкомисси витĕр тухнă 72 каччăран 60-шĕ çара кайма юравлă пулсан, ыттисем сывлăх тĕлĕшĕнчен «пиçсе» çитеймен. Çулсерен калаçтаракан тепĕр ыйту та юлать-ха: салтак аттине тăхăнассинчен пăрăнакансен йышĕ чакмасть. Çавнашкал 9 таркăнран виççĕшĕ Яманчÿрел ялĕнчен. Япăх тĕслĕх вируса ан çаврăнтăрччĕ кăна. Лаш Таяпа тата ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çамрăксен патриотлăх туйăмне ÿстерессипе çине тăрсах ĕçлемелле.

Эх, налук…

Çапла та эхлетĕн çав. Тăтăшах проблема шутĕнче тăрать те. Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕн Ирина Теллинан кĕске отчетĕнче те паллă пулчĕ ку. Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне ял тăрăхĕсен парăмĕсем – пурлăхпа çыхăннă налук 1 миллион та 001 пин тенкĕ, çĕр налукĕ – 1 млн та 311 пин тенкĕ, транспорт налукĕ 401 пин тенкĕпе танлашнă. Кунта Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче лару-тăру уйрăмах йывăр. Курнавăшсем вара ыттисенчен ăнăçлăрах ĕçлени курăнать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин вырăнти кашни ертÿçĕне декабрĕн 25-мĕшĕччен налук парăмĕсемпе туллин татăлма тĕллев лартрĕ.

Пĕрлехи йышăну кунĕ

Ыран, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕ, пĕтĕм çĕршыв шайĕпе йышăну кунĕ иртет. Райадминистрацин организациллĕ пайĕн кадрсен ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Елена Лебедева каланă тăрăх, Раççей Президенчĕн регионсенчи йышăну пÿлĕмĕсенче йышăнăва пыракансен ыйтăвĕсене туллин татса пама видеоконференцçыхăну, видеоçыхăну, аудиоçыхăну мелĕсемпе усă курассине пăхса хунă. Палăртнă кун 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен Елчĕк район администрацийĕнче, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче тата патшалăхăн хăш-пĕр учрежденийĕсенче те халăха харпăр хăйĕн ыйтăвĕсемпе йышăнĕç. Тĕл пулăва пыраканăн çумра паспорт пулмалла.

Çĕнĕ çула – тулли кăмăлпа

Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçи Зарема Князева Çĕнĕ çулпа çыхăннă мероприятисемпе паллаштарчĕ. Унпа килĕшÿллĕн, район центрĕнчи культурăпа кану паркĕнчи уяв елкине раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хĕл Мучисемпе Юр Пикесен парачĕпе уçма палăртаççĕ. Унтах, декабрĕн 31-мĕшĕнче 22 сехет те 30 минутра, районта пурăнакансемпе хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Çĕнĕ çул ячĕпе саламлĕ.

Паллах, Çĕнĕ çул уявĕсем вĕренÿпе культура учрежденийĕсенче уйрăмах анлăн иртĕç. Вĕсенче халĕ хĕрсех хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Муниципаллă ача сачĕсенче, шкул çумĕсенчи ушкăнсенче тата Елчĕкри вăтам шкулăн 1-4 класĕсенче уява декабрĕн 27-мĕшĕнче, пĕтĕм шкулсенче декабрĕн 28-мĕшĕнче йĕркелĕç.

2019 çул хăйĕн экваторĕ патне çывхарать. Ăна тивĕçлипе ăсатса ярасси, 2020 çула тулли кăмăлпа кĕтсе илесси пĕтĕмпех хамăртан килет. Çавна май кашни организаципе учреждени çурчĕн фасачĕ тĕрлĕ çутăсен тумне тăхăнтăр, юмахсенчи илĕртÿллĕ сăнарсемпе пуянлантăр…

Николай МАЛЫШКИН.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика