Яльчикское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АТАЛАНУ ÇУЛ-ЙĔРНЕ ПАЛĂРТНĂ

11 декабря 2019 г.

АТАЛАНУ ÇУЛ-ЙĔРНЕ ПАЛĂРТНĂ

Декабрĕн 5-6-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен VII съезчĕ иртнĕ.

Пĕрремĕш кунĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсем Красноармейски ялĕнче пухăннă, республикăри муниципалитет пĕрлĕхĕсенче наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçри çивĕч ыйтусем тавра калаçу пуçарнă, кунти ял тăрăхĕсен ĕç опычĕпе паллашнă.

Съездăн иккĕмĕш кунĕнче Шупашкарта пленарлă лару иртнĕ, унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Регион Пуçлăхĕ чи малтанах республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки сăмах илнĕ, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ĕç-хĕлне лайăхлатас енĕпе çыхăннă ыйтусене хускатнă, аталану çул-йĕрне палăртнă.

Унтах ĕçлекенсене наградăсемпе хавхалантарнă. Вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина «Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен /Конгресс/ Пĕтĕм Раççейри пĕрлĕхĕ» ассоциацин Хисеп паллине парса чысланине палăртма кăмăллă.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Николай Миллина чысланă самант.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика