Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айхи куравĕ ентешсен асĕнче юлĕ

10 декабря 2019 г.

ТĔНЧЕ шайĕнче хăйĕн ятне çĕкленĕ поэт-куçаруçă Геннадий Николаевич Айхи çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа кăçал районта чылай мероприяти йĕркелерĕç. Иртнĕ эрнекун çеç Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн иккĕмĕш хучĕн фойинче ентешĕмĕр ячĕпе "Отмеченная зима. 1982" курав уçăлчĕ. Мероприятие район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Алевтина Куданова, Чăваш куравĕн музей заведующийĕ Надежда Сильвестрова, литература критикĕ, публицист, филологи наукисен кандидачĕ, асăннă куравăн проект авторĕ Атнер Хусанкай хутшăнчĕç, Геннадий Айхин тĕнче шайне çĕкленнĕ творчествине хак пачĕç, вăл хăйĕн анлă творчествипе ỹнерçĕсемпе поэтсене, композиторсене пĕр тĕвре тытнине палăртрĕç. Экспозици материалĕсем Чăваш наци музейĕн фондĕнчен. 12 пайран тăракан курав пуян та тулли содержаниллĕ. Вăл декабрĕн 18-мĕшĕчченех ĕçлет. Çавăнпа та куравпа уйрăм çынсем те, шкул ачисем те туллин паллашма пултараççĕ.

 

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика