ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çĕнĕ профессисен тĕнчи

06 декабря 2019 г.

Çĕнĕ профессисен тĕнчи

Республикăри волонтерсен-профориентаторсен «Эсĕ професси суйлатăн» акци шучĕпе Тĕрлемесри вăтам шкулта 5-7 классем хушшинче профориентаци квест-вăййи иртрĕ. Аслă классенче вĕренекенсен «Ырă чĕресем» волонтерсен отрячĕ вĕсем валли «Профессисен хулин» пилĕк станцийĕ тăрăх интереслĕ заданисем хатĕрлерĕ.    

Кашни команда тĕрлĕрен станцисем-тапхăрсем тăрăх тухрĕ, волонтерсем унта вĕсене заданисем пачĕç. Вĕсемех ĕçсене хакларĕç, маршрут хучĕ çине баллсем лартрĕç. Командăсем çак маршрутсемпе тухрĕç, «Тĕп сăмахсем», «Профессие пĕл», «Профессисен азбуки», «Профессисем ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсенче», «Эрешмен карти», «Аукцион». Пĕтĕм тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухса, 7 класс команди çĕнтерчĕ, 5 классем призерсем пулса тăчĕç, виççĕмĕш вырăна 6 «а» класс команди йышăнчĕ.

Волонтерсем 1-4 классенче вĕренекенсем валли те «Профессисен тĕнчинче» вăйă йĕркелерĕç    (ÿкерчĕк çинче). Классене ушкăнсем çине пайласа, аслăраххисем вĕсемпе пĕрле «Профессисемпе паллашатпăр», «Питĕ кирли», «Детективсем», «Профессионалсем», «Тимлĕр», «Чи-чи» станцисем тăрăх çулçÿреве тухрĕç.

Кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулнăшăн питĕ савăнчĕç, мĕншĕн тесен вĕсем ĕç çинчен, профессисем çинчен нумай интереслине пĕлчĕç.

«Эсĕ професси суйлатăн» акци шучĕпе Карачри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн 6 класĕнче те «Çĕнĕ профессисен тĕнчинче» класс сехечĕ пулчĕ. Ăна ачасене професси тĕрĕс суйласа илме пулăшас, тĕрлĕрен профессисемпе паллаштарас тĕллевпе ирттерчĕç.

Вĕренекенсем профессисен тĕнчине çулçÿреве кайрĕç, мĕншĕн тесен професси суйласси – пуласлăха суйласа илесси вĕт. Ачасем тĕрлĕрен профессисем мĕнле пулса кайни çинчен итлесе пĕлчĕç, сайра тĕл пулаканнисемпе тата хăрушă профессисемпе паллашрĕç. Мероприяти вăхăтĕнче вĕсем хăйсен ашшĕ-амăшĕсен специальноçĕсем çинчен те каласа пачĕç, вăйăсене те хастар хутшăнчĕç.

Елчĕкри вăтам шкулта та çак акци ăнăçлă иртрĕ. Çĕнĕ профессисен вăхăчĕ çинчен 8 класра ятарлă мероприяти пулчĕ. Волонтерсем-профориентаторсем ачасене 21-мĕш ĕмĕрĕн профессийĕсем çинчен каласа пачĕç, Чăваш Республикинчи аслă шкулсемпе тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсемпе паллаштарчĕç. Аслă классенче вĕренекенсем çавăн пекех ятарлă упражненисем ирттерсе ачасене хăйсен пултарулăхĕпе майĕсем çинчен ытларах пĕлме пулăшрĕç.

Юлашкинчен Е. Юсова педагог-психолог вĕренекенсене професси тĕрĕс суйласа илме пулăшас тĕллевпе  тест ирттерчĕ.  

К. ГУРЕНЬКОВА, С. ТУШНИКОВА. 

Первоисточник: Районная газета "Ялав" ("Знамя")

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика