Комсомольский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хăтлă, тирпейлĕ вырăнта пурăнма кăмăллă

06 декабря 2019 г.

«Каçал ен» хаçатăн иртнĕ номерĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнмалли вырăнсен хăтлăлăхне лайăхлатмалли хушма мерăсене пурнăçа кĕртме 1,5 миллиард тенкĕ уйăрма йышăнни пирки вулакансене пĕлтернĕччĕ. Республика Пуçлăхĕн çĕнĕ Указĕ малашлăха ырăпа пăхма хистет. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн районта та хăш урамри патшалăх çурчĕ таврашĕнчи çулсене юсаса çĕнетмеллине, ăçта хунарсем вырнаçтармаллине е спорт, ача-пăча лапамĕ тумаллине тата ыттине те — пĕтĕмпех халăх сĕнĕвĕсене шута илсе йĕркелĕç. Патшалăх укçи-тенкипех социаллă пĕлтерĕшлĕ çуртсем патне пыракан тротуарсене те хута яма май килĕ.
Паянхи куна илес пулсассăн вара республикăн «Инициативлă бюджет» программине хутшăнса чылай ĕç пурнăçлама май килнĕ. Ялсенче ача-пăча площадкисем хута кайрĕç, урамсенче лампочкăсем вырнаçтарчĕç, çÿп-çап пуçтармалли вырăнсене хăтлăлатрĕç, тротуарсем, çулсем сахал мар турĕç. Тавралăха хăтлăрах, илемлĕрех тăвас ĕмĕт-шухăша чылай пурнăçлама май килчĕ. Акă, сăмахран, Комсомольски ял тăрăхĕнче пурнăçланă хăш-пĕр ĕçсенех илер-ха. Паянхи кун К.Антонов микрорайонĕнче пурăнакансем чăннипех те савăнаççĕ. Сăмахран, автоçул айккипе сарнă тротуар мĕнле тикĕс. Халĕ çуран çÿрекенсем автоçулпа мар, тротуарпа утса савăнаççĕ. Микрорайонта пурăнакансем çеç мар, пурте савăннă çак пĕлтерĕшлĕ ĕçшĕн. Ачасемпе шкула, ача садне, центра утса тухма епле лайăх. Çавăн пекех микрорайонта хăпартнă ача-пăча площадки те пăхса ытармалла мар. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен канăвне йĕркелеме, спортпа туслă пулма кунта пĕтĕмпех пур. Площадкăна шăпах вырăнти çынсен пуçарулăхне тĕпе хурса хута янă. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова пĕлтернĕ тăрăх, объекта «Эконика» ООО пурнăçланă, унăн смета хакĕ 1 миллион тенкĕ ытла. Объект хакĕ самаях пысăк пулсассăн та пуçаруллă çынсем тăрăшнипе ача-пăча площадки тума вăй çитернех. Çавăн пекех çитес вăхăтра çак микрорайонтах тепĕр лапам хута каймалла. Кунта та ачасемпе аслисем валли ятарлă тренажерсем тата ярăнмалли, вылямалли хатĕрсем пулмалла. Ĕçе «Стройсервис» АХО пурнăçлать.
Паян кашни çын хăй пурăнакан вырăна хăтлăрах курасшăн. Ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме кăмăл пур пулсассăн питĕ аван. Вырăнти пуçарусене вăя кĕртме «Инициативлă бюджет» программа пулăшать. Çитес çул вара ку енĕпе татах та вăйлăрах ĕçлемелле. Конкурсра çĕнтернĕ проектсем пĕтĕмпех ĕçе кĕрсессĕн епле аван.
Кунта, паллах, проектсене ĕçе кĕртессине ял çыннисем тÿпе хывни пысăк вырăн йышăнать. Мĕншĕн тесессĕн республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕ çумне тата ял тăрăхĕн бюджетĕнчен, çынсенчен пуçтарнă укçа-тенке хывмалла. Çавăнпа та ял-сала хăтлăхĕ кашнинчен килнине асра тытса укçа-тенке çийĕнчех пуçтармалла. «Пĕр çын сурать — типсе пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать» каларăш вăхăт иртнĕçемĕн те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев
ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран:
«…Хула хутлăхĕн пахалăхне тата хăтлăлăхне тытăмлăн ÿстермелли майсем туса хурас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн стратегиллĕ аталанăвĕн «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» приоритетлă проектне пурнăçлас ĕç малалла тăсăлать. Картиш территорийĕсене Çул-йĕр фончĕн укçи-тенки шучĕпе, çавăн пекех пуçаруллă бюджет майĕпе тирпей-илем кĕртетпĕр. Çакнашкал калăпăшлă обществăлла территорисене тирпей-илем кĕртессине тĕпрен улăштаракан ĕçсене халиччен нихăçан та туман. Çакă пирĕн çынсемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ. 2024 çулччен тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ыйтусене татса пама 300 пине яхăн çынна явăçтарма, 138-тан кая мар обществăлла хутлăха тирпей-илем кĕртме, хула хутлăхĕн пахалăх индексне 30 процента çити пысăклатма палăртнă».
Хаклав
Александр Осипов,
район администрацийĕн пуçлăхĕ:
«Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна нумаях пулмасть йышăннă çĕнĕ Указ та çирĕплетет. Тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕллевпе чылай ĕç туса ирттернĕшĕн районта пурăнакансен ячĕпе республика Пуçлăхне пысăк тав сăмахĕ калатăп. Хамăр пурăнакан вырăн илемлĕ те хăтлă пулни чи малтанах хамăршăн лайăх-çке.
Ку енĕпе пирĕн районта та тумалли ĕçсем сахал мар. Республика бюджетĕнчен уйăракан укçапа усă курса ял урамĕсене тирпей-илем кĕртес, хăтлăлатас ĕçе районта пурăнакансемпе пĕрле çанă тавăрса пикенĕпĕр. Кăтартусем район çыннисене савăнтарасса шанатăп».

Мария Илларионова,
Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
«Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнмалли вырăнсен хăтлăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен Указа алă пуснине, çавна май ялсемпе хуласене тирпей-илем кĕртме 1,5 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнине хапăлласа йышăнтăмăр. Эпир ялсене хăтлăх кĕртес ыйтупа начар мар ĕçлесе пыратпăр-ха. Комсомольскине хăнана килекенсем район центрĕн илемĕпе хавхаланса паллашаççĕ. Çапах та мĕн тунипе лăпланса ларасшăн мар, 2020 çулта та И.Кабалин микрорайонĕнче, Завод урамĕнче, СХТ территорийĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхне, картишсене, социаллă объектсемпе çыхăнтаракан тротуарсене, кану вырăнĕсене хăтлăлатма, спорт площадкисем тума палăртнă. Çавăнпа та муниципалитет умĕнчи ĕç кăçалхинчен пысăкрах».
А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429140, Чувашская Республика, с. Комсомольское, ул. Канашская, д. 22
Телефон: 8(83539) 5-22-74, 5-22-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика