Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĔРЕРЕ ШАНĂÇ ПУРРИ ХАВХАЛАНУ КŸРЕТ

30 ноября 2019 г.

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти халăхпа тачă çыхăнса ĕçлет. Кунти специалистсем уйрăм ушкăнри çынсене тимлĕх уйăрма – сĕтел хушшине чĕнме, калаçса ларма та вăхăт тупаççĕ. Иртнĕ кунсенче тĕрлĕ сăлтава пула инвалида тухнă çынсемпе ăш пиллĕ тĕл пулу йĕркелени те çакна тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ.

Йыхрав илнисенчен ытларахăшĕ килнĕ клуба. Кашнийĕ юлташĕсене курнăшăн савăннă. Вĕсенчен чылайăшĕ ял хуçалăх производствинче вăй хунă. Акă, механизаторта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Çирĕклĕ Шăхальти Венарий Федоров механизатор ялан малтисен ретĕнче пулнă. Вăл тырă акнă, вырнă, хĕлле те трактор çинчен анма пĕлмен. Юн пусăмĕ ÿссе тăнине пула инвалида тухнă. Сильвестр Краснов – Мучар ялĕнчен. Çамрăкран ĕçе кÿлĕннĕ те пенсие тухичченех колхозра тăрăшнă. Нумай вăхăт ĕне фермин заведующийĕнче вăй хунă. Валерий Иванов колхозра шофер пулса ĕçленĕ. Техника юсанă чухне куçне тимĕр ванчăкĕ лексе суккăрланнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Василий Муравьев шофер пулнă, пысăк ĕç стажĕ пуçтарнă, халĕ – инвалид. Мĕн тăвăн? София Петрова та ĕç стажне фермăра пуçланă та унтанах пенсие тухнă. Хĕлĕн-çăвĕн резина атă ураран кайман. Çавна пулах инвалида тухма тивнĕ. Апполинария Андреева колхоз ферминче сурăх, пăрусем пăхнă. Мăшăрĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайсан ачисене пĕччен пăхса ÿстернĕ. Тĕмер ялĕнчи Валерий Жуков нумай çул тракторист пулса тăрăшнă. Çав çулсенчи ĕç условийĕсене паянхипе танлаштараймăн: кивĕ трактор, уçă кабина. Хĕллехи вăхăтра тăтăшах вăрман турттарнă. Йывăр ĕç сывлăха хавшатнă, паллах. Анатолий Козлов шкул хыççăн шофера вĕренсе тухнă та пенсие тухичченех автомашина рульне алăран яман. Малтан райпора, кайран колхозра ĕçленĕ. Петр Козлов хăй астăвасса колхозри пĕр ĕçрен те юлман. Хăвăлçырма ялĕнчи Сергей Чернов çамрăкранах инвалид. Апла пулин те пурнăçра хăй вырăнне тупнă. Ниçта вĕренмен пулсан та алă усса лармасть, вăл килти хуçалăхра усă куракан техника хатĕрĕсене юсать, вĕсене çĕнĕ ĕмĕр парать.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Анатолий Краснов, Кармалти Надежда Алексеева çав вăхăтри йывăр условире фермăра ĕçлесе сывлăх енчен хавшанă. Сергей Архипов хулари стройкăра ĕçленĕ, инсультпа чирлесе сусăра тухнă.

Çак çынсенчен кашнийĕн пурнăçăн йывăр условийĕсене ÿпкелешме май пур. Анчах вĕсен куçĕсенче хурланни, тарăхни курăнмасть. Вĕсем пурте вăй çитнĕ таран килти хуçалăхра тăрăшаççĕ.

Пухăннисен умĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Солин тухса калаçрĕ, вырăнти çак вăхăтчен пурнăçланă тата малашнехи ĕçсем çинчен чарăнса тăчĕ.

Инвалидсем спорт ăмăртăвĕсене те хаваспах хутшăнчĕç, мала тухнисене палăртрĕç. Дартс енĕпе арçынсенчен пĕрремĕш вырăна Сергей Чернов, хĕрарăмсенчен София Петрова йышăнчĕç. Джаколло енĕпе Алексей Баринов /ваттисен çурчĕ/, Марина Алексеева /Хăвăлçырма/, шаффеборд енĕпе Сергей Чернов, Апполинария Андреева чи малтисем пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене дипломсем парса чыс турĕç.

Инвалидсем хушшинче «Хама шанатăп» девизпа иртнĕ спорт уявне социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи И. Аникина, РФ Пенси фончĕн районти клиент службин ертÿçи З.Яковлева, районти инвалидсен обществин председателĕ Л.Анисимова хутшăнчĕç. «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕн инструкторĕ П.Смирнов ăмăртусене йĕркелесе ертсе пырассине хăй çине илчĕ.

Пухăннисене культура керменĕн хастарĕсем савăнăçлă юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Юлашкинчен чĕннĕ хăнасем сĕтел хушшине ларчĕç, пĕр-пĕрне саламларĕç. Вĕсем хăйсене шаннине, йывăрлăхсенчен хăраманнине тепĕр хут кăтартса пачĕç.

И.ЛЕВЫЙ,
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăрçă тата ĕç ветеранĕсен организацийĕн председателĕ

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика