Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹпе таврăннă

03 декабря 2019 г.

Çĕнтерỹпе таврăннă

Чỹк уйăхĕн 18—22-мĕшĕсенче çĕршывăн тĕп хулинче, Мускавра, федерацин ача-пăчасемпе çамрăксен туризмĕн тата тавра пĕлỹçĕсен центрĕн никĕсĕ çинче çамрăк тавра пĕлỹçĕсемпе туристсен Пĕтĕм Раççейри краеведени вулавĕсем иртнĕ. Асăннă центр тавра пĕлỹçĕсен юхăмĕнчи ишевре пыракан пирĕн çĕршывăн кашни кĕтесĕнчи çĕршер вĕренекене хăй патне пухнă. Асăннă мероприятинче çак номинацисемпе секцисем ĕçленĕ: “Çар историйĕ” (çав шутра “Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи”, “Шырав”, “Вăрçă ачисем”, “Раççейĕн çар историйĕ” çум программăсем); “Ентешсем” (çав шутра “Йăх-несĕлсем”, “Исторический некрополь России” çум программăсем); “Культурăра юлнă пуянлăх” (“Литературное краеведение”, “Раççейĕн çухалнă палăкĕсем”); “Тăван тăрăхăн çут çанталăк пуянлăхĕсем” (“Экологи”, “Çамрăк геологсем”); “Этнографи” (“Археологи”). Конкурс мероприятийĕсемпе килĕшỹллĕн, тупăшăва хутшăнакансем хăйсен ĕçĕсене хỹтĕленĕ, краеведени музейĕсене çитсе курнă, Мускав тăрăх экскурсире пулнă, туслăх каçĕсенче савăннă... Çамрăк тавра пĕлỹçĕсем çĕршывăн ытти çĕрти тусĕсемпе паллашнă. Федерацин ача-пăчасемпе çамрăксен туризмĕн тата тавра пĕлỹçĕсен центрĕ яш-кĕрĕмшĕн чăн-чăн пултарулăх тĕнчи пулса тăрать, кунта мĕн палăртнине туллин ĕçе кĕртме май пур. Краеведени вулавĕсене Раççей Федерацийĕнчи 23 регионти яш-кĕрĕм хутшăннă. Çак конкурсра Чăваш Ен чысне Пĕтĕм Раççейри çамрăк краевед-туристсен республикăри тапхăрĕн çĕнтерỹçи, Алманч вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Татьяна Федорова хỹтĕленĕ. Вăл районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнчи “Çамрăк тĕпчевçĕ” вĕренỹ пĕрлешĕвĕнче ăсталăхне ỹстерет. Татьяна тупăшу валли “Языческие обряды чувашей, посвященные Духу плодородия Земли” ĕç хатĕрленĕ. Ăна вăл “Этнография” номинацире туллин хỹтĕленĕ. Ăна жюри лайăх енчен хакланă. Унăн йышăнăвĕпе Т. Федорова Диплома, художество пултарулăх, видеофильмсен, сăн ỹкерчĕксен, декораципе алă ĕçĕсен конкурсĕсенче Хисеп хучĕсене тата хаклă парнесене тивĕçнĕ. Унăн ертỹçи _ Алманч вăтам шкул вĕрентекенĕ Г.Н. Димитриева. Галина Николаевнăна конкурс валли пултаруллă вĕренекен хатĕрленĕшĕн РФ Вĕрентỹ министерствипе ачасене хушма пĕлỹ паракан “Яш-кĕрĕмĕн туризмпа краеведенин федераци центрĕ” ФГБОУн Хисеп грамотипе наградăланă.

А. Клементьева.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика