Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔРЕНЕКЕНСЕМПЕ НАЛУК ПИРКИ

30 ноября 2019 г.

ВĔРЕНЕКЕНСЕМПЕ НАЛУК ПИРКИ

Елчĕкри вăтам шкулта «Налук пĕлÿлĕхĕн кунĕ» иртрĕ, унта районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ Вячеслав Антонов 10-мĕш классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ.

Вĕренекенсене налук пĕлÿлĕхĕпе паллаштарасси – паянхи кун тĕп вырăнта. Налуксене мĕншĕн тата мĕн чухлĕ тÿленине кашни çыннăн лайăх пĕлмелле. Çитес вăхăтра професси суйласа илес текенсен вара пушшех те. Тен, хăшĕ-пĕри шăпах налук службинче ĕçлес тĕллевлĕ.

Вячеслав Александрович чи малтанах районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Инспекци специалисчĕсем Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсемпе ĕçлеççĕ, вĕсенчи организацисемпе учрежденисем, уйрăм предпринимательсемпе çынсем налук епле хывнине тĕрĕслеççĕ, налук тÿлессинчен пăрăнакансене вырăна çитсе тупса палăртаççĕ. Хăшĕ-пĕри вăрттăн ĕçлет, саккуна пăхăнмасть.

– Налуксене вара палăртнă вăхăтра тÿлемелле. Тĕслĕхрен, граждансен транспортшăн, пурлăхшăн налука декабрĕн 1-мĕшĕччен хывмалла. Уйрăм предпринимательсен, организацисемпе предприятисен налук тÿленипе пĕрлех, декларацисене те вăхăтра тăратмалла. Саккуна пăхăнса пурăнмалла, унсăрăн явап тыттараççĕ, – каласа пачĕ налук инспекцийĕн начальникĕ.

Вячеслав Александрович налук пĕлÿлĕхĕн кунне кашни çулах хăй хутшăнать, ачасене кирлĕ информаципе паллаштарма вăл яланах хавас.

– Налук пирки мĕн ачаран пĕлсе ÿсмелле. Ĕçре кирлĕ мар пулсассăн та, вăл кулленхи пурнăçра пырса тивекен ыйту. Налуксене хăçан тата мĕн чухлĕ тÿлемеллине пĕлсе тăмалла. Халĕ, информаци технологийĕсем пысăк хăвăртлăхпа аталаннă саманара, тĕрлĕ информаципе паллашма тата налука тÿлеме те çăмăл. Порталти харпăр хăй пÿлĕмне çеç кĕмелле, – пĕлтерчĕ Вячеслав Александрович.

В.ОСИПОВ,
налук инспекцийĕн пай пуçлăхĕ.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика