Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿлевсĕр концерт

27 ноября 2019 г.

Культура çурчĕ – ял çынннисен пушă вăхăтне усăллă ирттермелли кану вырăнĕ.

Акчелти культура çуртне Владимир Карсаков ертсе пыма пуçланăранпа кунта палăрмаллах улшăнусем пулса иртрĕç. Унăн тата ял çыннисен пысăк тăрăшулăхне пула клуба çĕнĕ сăн кĕчĕ. Çĕнетнĕ культура çуртĕнче çак кунсенче клуб ертÿçи йĕркеленипе Амăшĕн кунне халалласа эстрада артисчĕсен ушкăнĕ пысăк концерт лартса пачĕ. Çак ялта çуралса ÿссе Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Алексей Московские тата унăн юлташĕсене – Алина Федорова, Денис Пугач, Кирилл Рыбаков юрăçсене Акчелсем пысăк парнешĕн тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

Концерт хыççăн пурте çавра сĕтел хушшине ларса вĕри шÿрпепе тата чейпе сăйланчĕç.

Çак пысăк мероприятие йĕркелесе ирттерме хутшăннă спонсорсене – В.Карсакова, А.Московские, А.Лазарева, В.Кудрявцева, А.Владимирова, Л.Кудрявцевăна, «Прогресс» АХО дирекцине ял халăхĕ тав сăмахĕ калать.

Т.ЗАХАРОВА

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика