Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утакансен кунне хутшăннă

11 октября 2019 г.

Утакансен кунне хутшăннă

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Пĕтĕм Раççейри утакансен кунне паллă тунă. Олимп комитечĕ пуçарнă спорт уявне Шупашкарта та ирттернĕ. Кăçал ăна тепĕр çул Токиора ирттерме палăртнă çуллахи Олимп вăййисене халалланă.

Районти сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем те хутшăннă спорт уявне. Утакансен кунĕнче Йăнтăрчă ял тăрăхĕн территорийĕнче пысăк активлăх кăтартнă. Вĕсен йышĕнче шкулта вĕренекенсемпе ĕçлекенсем чылайăн пулнă. Çуран утни сывлăхшăн усăллă пулнă пирки калаçнă. Шкул стадионĕнче иртнĕ мероприяти. Чи кĕçĕн ÿсĕмрисен 200 метр пулнă «дистанцийĕ». Мала тухнисене ял администрацийĕ дипломсемпе парнесем парса чысланă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика