Отдел образования администрации Янтиковского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулта - ЗАГС ĕçченĕсем

11 октября 2019 г.

Çирĕп çемьере çитĕнекен ача активлăхпа палăрать, телейлĕ пулать. Мăшăрлану пулăмне ăнланма, çемье институтне хисеплеме хăнăхтарас тĕллевпе районти ЗАГС пайĕнче ĕçлекенсем аслă классенче вĕренекенсемпе урок ирттернĕ.

Тăвайри вăтам шкулти 9 «а» класра вĕренекенсем çемье воспитанийĕн азбукипе паллашнă. ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Новикова çемье пĕлтерĕшĕпе функцийĕсем çинчен каласа кăтартнă. Çемье пурнăçĕнче ачасене лайăх воспитани парасси тĕп тĕллев пулнине палăртнă. Вĕренекенсем ĕçлĕ вăйăра туслă тата çирĕп çемье модельне ăсталанă.

Телейлĕ çемье пурнăçне йĕркелеме нумай ĕçлемелле. Лайăх арăм е упăшка пулма çăмăл мар. Çĕршывăн çамрăк гражданĕсен шкулта вĕреннĕ чухнех çирĕп кил-йыш чăмăртас тесен мĕнле пурăнмаллине пĕлмелле тесе шутлаççĕ ЗАГС пайĕн специалисчĕсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика