Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пачăшкăсемпе тĕл пулнă

18 октября 2019 г.

Пачăшкăсемпе тĕл пулнă

Иртнĕ юнкун «Основы религиозных культур и светской этики» предметпа вĕрентекенсем Тăвайри вăтам шкулта пачăшкăсемпе тĕл пулнă. Наци ĕçĕсен тата тĕн пĕрлĕхĕсен çыхăнăвĕсен канашĕсем йĕркеленĕ ăна. Семинара Тăвайри округăн протоиерейĕ Александр (Ермолаев), Енĕш Нăрвашри чиркÿре ĕçлекен Георгий (Петров) протоиерей, Мучарти храмри Роман (Соловьев) настоятель, Тушкилти чиркÿри Владимирпа (Краснов) Тăрмăшри чиркÿри Леонид (Бараматов) иерейсем, Сергий Скворцов настоятель (Вăрманхĕрри), район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, шкул директорĕ Вера Кириллова, Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова тата педагогсем хутшăннă.

Тăвайри Михаил Архангел ячĕллĕ храмăн «Благовест» вырсарни тата ача-пăча искусствисен шкулĕсене çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕ-пе паллаштарнă. Вырсарни шкулĕ çак кунсенче 10 çулхи юбилейне уявлать.

Владимир Алексеевич, Вера Михайловна, Ирина Петровна, Александр атте сăмах тухса каланă, ачасене православи культурин тата этикăн никĕсĕсене вĕрентнĕ чухне усă курмалли сĕнÿсемпе паллаштарнă, ĕçре ăнăçусем суннă.

Тăвайри вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекен В.Шакровапа Л.Ильина «Покров Пресвятой Богородицы» темăпа уроксем ирттернĕ.

Н.Ильина (Элпуç), А.Павлова (Çĕнĕ Пуянкасси), Р.Иванова (Тĕмер) учительницăсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ.

Наци ĕçĕсен тата тĕн пĕрлĕхĕсен çыхăнăвĕсен канашĕсен секретарĕ О.Кириллова тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ юлашкинчен, ытти мероприятисем çинчен каласа кăтартнă, активлă пулма сĕннĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика