Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Финала çитни - хăех çитĕнÿ

15 ноября 2019 г.

Финала çитни - хăех çитĕнÿ

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 3-мĕ-шĕччен Мускавра ача-пăча футболĕн картиш командисен (6х6) Пĕтĕм Раççейри фестивалĕн финалĕ иртнĕ. Финал тапхăрне 61 регион команди хутшăнма тивĕçнĕ. Чăваш Республикин чысне регион çĕнтерÿçисем - Шупашкар хулинчи 61-мĕш номерлĕ вăтам шкул хĕрачисен «Профсоюз-61» тата арçын ачасен Тăвай районĕнчи «Тăвай» командисем - хÿтĕленĕ.

Командăра 14 çултан аслă мар 10 çамрăк футболист. Вĕсем Тăвай ял тăрăхĕнче пурăнаççĕ, кунти вăтам шкулта вĕренеççĕ. Çав шутра йĕкĕрешсем Дениспа (вратарь) Дима (хÿтĕлевçĕ) Лисовсем, тапăнакан линире - Николай Обаськин, Святослав Толков, Максим Иванов, Глеб Новиков, Илья Воронцов хÿтĕленекен линире - Максим Лапин, Игорь Кириллов, Яков Никонов. Ял ачисем çавăн пек çÿллĕ шайри ăмăртусен финалне хутшăнмалли тивĕçе çĕнсе илни хăех пысăк çитĕнÿ.

Вĕсем çухалса кайман. Смоленск тата Свердловск облаçĕсен çамрăк футболисчĕсемпе вăйăсем 0:0 шутпа вĕçленнĕ пулсан, тăвайсем Ярослав облаçĕн командине 5:1, Пенза облаçĕн командине 3:0, Тутар республикинчине 1:0 шутпа парăнтарма пултарнă, Орел облаçĕпе Мари Эл командисенчен 0:1 шутсемпе çухату тÿснĕ.

Тăвайсем 61 команда хушшинче 21-мĕш вырăн йышăннă.

Ăмăртусене «Ача-пăча спорчĕ» проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Мускавран таврăннă хыççăн Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă командăсене «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче чысланă (сăн ÿкерчĕкре: тăвайсем малти ретре). Çавра сĕтел хушшинчи тĕлпулура ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Михаил Богаратов, «Единая Россия» политика партийĕн регион уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ Николай Владимиров пулнă, вĕсем çамрăк спортсменсене ăшшăн саламланă, малашлăхра ăнăçу суннă. ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Енĕн 2020 çулхи аталанăвĕн çул-йĕрне палăртнă май, указра физкультурăпа спортпа туслисен йышне ÿстерсе пымалли, çынсем пурăнакан вырăнти спорт инфраструктурине аталантарма 500 млн тенкĕ уйăрма пăхни çинчен каланă. Республикăра çамрăксен активлă канăвне йĕркелессипе мĕнле мерăсем йышăнни çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика