Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ ларура — Алманч тăрăхĕнче

26 ноября 2019 г.

Чỹк уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ Алманчри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкула çитрĕ. Тăван чĕлхене юратма вĕрентекенсем уçă урокра тата ачасен класс тулашĕнчи мероприятие курса тимлĕн итлесе ларчĕç. Пĕрремĕш пайĕнче уçă урока Алманч шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Татьяна Григорьева çĕнĕлле йĕркелесе пычĕ. Теми: “Çеçпĕл Мишшин "Чăваш чĕлхи" сăвви”. Ăна Çеçпĕл Мишши 120 çул тултарнине халалласа йĕркеленĕ. Уçă урокпа класс тулашĕнчи мероприяти вĕçленсен вĕрентекенсемпе пĕрле районти вĕрентỹ пайĕн информаципе методика ертỹçи Марина Фризенпа çавра сĕтел хушшинче тишкерỹ иртрĕ. Кашни вĕрентекен урока тĕплĕн тишкерсе пачĕ. Ĕçтешĕсем вĕрентекен урока лайăх йĕркеленине çирĕплетсе хăварчĕç. Иккĕмĕш пайĕнче ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Чăваш юррисемпе ташшисене юрласа, ташласа пачĕç. Паллах, Аннесен кунĕпе амăшĕсене халалласа сăвăсем каласа чуна савăнтарчĕç. Эпир пĕлетпĕр ĕнтĕ, Çеçпĕл Мишшин амăшĕ Агафья Николаевна Шывпуç тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ. Пĕр ĕмĕр ытла иртнĕ пулин те, паянхи кун та çав пултаруллă çынсем пирĕнпе юнашар пулнă пекех туйăнаççĕ. Ун чухне те чăваш чĕлхине çỹлти шая çĕклес тесе сахал мар тимленĕ пирĕн хисеплĕ çыннăмăр — Çеçпĕл Мишши. Виççĕмĕш пайĕнче Алманчран тỹрех методика пĕрлешĕвĕн ушкăнĕ Михаил Кузьмич Кузьминăн тăван ялне — Çеçпĕле çитрĕ. Поэтăмăра халалласа уçнă музея кĕрсе унти экспонатсемпе паллашрăмăр. Музее уçни самаях пулин те, унăн пỹлĕмĕсенче питех те хăтлă. Экспоначĕсене пăхнăçемĕн пăхас, тишкерес килет. Чунра çĕкленỹлĕх туйăмĕ çуратать. Хавхалантарать, малалла ăнтăлма хистет. Музей ĕçченĕсем ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Туллин кашни экспоначĕпе паллаштарчĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика