Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне ăнланакансем ватăлмаççĕ

26 ноября 2019 г.

Алманч тăрăхĕнчи Нимĕчкасси ялĕнчи Николайпа Лидия Ивановсем 50 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем хăйсен ылтăн туйне паллă турĕç. Çур ĕмĕр пĕрле пурăнни — мăшăрсемшĕн пысăк пулăн. Паянхи кун та пĕр-пĕрин çине юратуллă куçсемпе тишкерни мĕне тăрать тата. Ахальтен ылтăнпа танлаштарман ĕнтĕ çав туя. Пилĕк теçеткене çитнине паллă тума Ивановсем мĕнпур тус-тăвана пуçтарнă. Кил хуçи хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Юратнă мăшăрĕ вара вĕрентỹ тытăмĕнче вăй хунă. Ылтăн юбилярсене саламлама район администрацийĕн ЗАГС пайĕн заведующийĕ Е. Павловăпа Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов та çитнĕ. Вĕсем “каччăпа хĕре” ăшшăн саламларĕç, хаклă парнесем тата Тав çырăвĕсем парса чыс турĕç. Ял старостин В. Аврамовăн тата çак йĕркесен авторĕн те саламлама ăшă сăмахсем тупăнчĕç. Ĕлĕкхи йăлапа ирттернĕ туй паянхи кун сайра тĕл пулать. Анчах аслă ăрури çынсем ăна аванах астăваççĕ. Çавăнпах Ивановсене хĕрпе каччă чухнехи вăхăтсене аса илтерес тĕллевпе Алманчри Культура çурчĕ çумĕнчи “Мерчен” фольклор ушкăнĕ туй йăлипех саламларĕ. Культура çурчĕн илем-лĕхĕн çĕнĕ ертỹçи А. Григорьева ертсе пыракан коллектив ĕлĕкхи туй арăмĕсен çи-пуçĕпе, хушпу-тенкисемпех килнĕ. Такмаксем, юрри-ташши те туллиех пулчĕ вĕсен. Ăста купăсçă В. Ильин чылай кĕвĕсем каласа савăнтарчĕ, туй илемне параппан сасси те пуянлатрĕ. Туйра “йỹçĕ, йỹçĕ” сăмахсем час-часах илтĕнчĕç, çулланă мăшăра çамрăк сăн кĕртрĕç. Николай Иванов йывăр вăхăтра, çĕршывра вăрçă пынă тапхăрта, 1943 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ, Александр Иванович 1913 çулта çĕр çине килнĕскер, ача чухнех хăрах хулне амантнă, вăрçа хутшăнайман. Хуçалăхра чылай яваплă ĕçсенче “тар” тăкнă. Пĕр хушă колхоз председателĕнче те вăй хума тивнĕ ăна. Ветеринар ĕçне кăмăлланă, выльăх-чĕрлĕхе сыватас ĕçре тимленĕ. Амăшĕ, Вера Степанова 1915 çулта çуралнăскер, хуçалăхра тĕрлĕрен ĕçсене хутшăннă. Паллă ĕнтĕ, вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăнхи вăхăтра пурнăç условийĕсем çăмăл пулман. Çемьере 11 ача пулнă, виççĕшĕ пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Шутласан тĕлĕнмелле, çавăн чухлĕ ачана пăхса çитĕнтерме укçи-тенки çитмен. Пĕрре сĕтел хушшине ларсан та мĕн чухлĕ çимелли кирлĕ. Шкула кайма тăхăнмаллисем те туянмалла пулнă-çке. Хальхи пек пособисем те пулман ун чухне. Арçын ачасенчен Кольăпа Ваня, ыттисем хĕрсем пулнă. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, ачи-пăчисем те ỹссе çитĕннĕ, хăйсем те ашшĕ-амăшĕ ятне илтнĕ. Коля ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Ача чухне çăпата сырса çỹренине паянхи кун та манаймасть, ăна вулама-çырма вĕрентнĕ юратнă учителе Никифор Ивановича ырăпа асăнать. Супарти 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпỹ районĕнчи Метикасси вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухнă. Ашшĕ-амăшне вĕренỹре лайăх паллăсем кăна илнипе савăнтарнă. Ỹркенмен, пултаруллă вĕренекен шкулти тĕрлĕрен мероприятисене активлă хутшăннă, класс старости пулнă. Вăтам шкултан 1960 çулта вĕренсе тухнă хыççăн, Хусан çывăхĕнчи Васильково поселокĕнчи автотранспорт техникумне вĕренме кĕнĕ, унтанах 1962 çулта Совет Çарне кайнă. Çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе Липецк облаçĕнче ирттернĕ. Кунта вăл 3 çул службăра тăнă. Малтанхи вăхăтра çыхăнуçă, каярахпа вĕсен кĕçĕн командирĕ пулнă. Служба хыççăн салтак малтанхи вĕренỹ учрежденинех таврăннă. Алла Диплом илнĕ хыççăн ăна направленипе Магадан облаçне ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл 3 çул хушши вăй хурать. Ял сывлăшĕ çамрăк каччăна хăй патнеллех туртнă пулас, çуралнă тăван тăрăха 1965 çулта таврăнать, колхозра тĕрлĕрен ĕçсене хутшăнать. Çав çулхинех ялти пуçламăш шкула Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă çамрăк хĕр Лидия Илларионова килет. Вĕренỹ çулĕ пуçланнă хыççăнах Лида ял хушшинче хăйне лайăх енĕпе кăтартать, художество пултарулăх ушкăнне хутшăнать, клубра лекцисем вулать. Хитре те ăслă, пултаруллă, сăпайлă пикене Коля килĕштерет, часах унпа çывăхланать. 4 çул хушши пĕр-пĕринпе çывăх çыхăну тытнă çамрăк чĕресем пĕрлешес ыйтăва хускатаççĕ. Хĕрĕн тăван ялне — Анатри Типçырмана çураçма лашапах кайса килеççĕ. Лидăн ашшĕ, Илларион Владимирович, вăрçă хирĕнчен таврăнайман, “хĕр пĕрчи” ăна астумасть, кил хуçи фронта тухса кайнă чухне вăл виçĕ уйăхра кăна пулнă, çурма тăлăххăн ỹссе çитĕнсе хĕр шутне кĕнĕ. Коля Лидăн амăшне тата тăванĕсене килĕшнĕ. Çураçу ăнăçлă вĕçленнĕ. Унтанпа шăпах 50 çул çитрĕ ĕнтĕ. Çамрăк мăшăр тĕп килтен 1972 çулта уйрăлса тухать. Ивановсем Лесная урам вĕçĕнче, питех те илемлĕ вырăнта, кирпĕчрен капмар пысăк çурт, выльăх-чĕрлĕх валли вите-сарайсем лартаççĕ. Тимлĕхсĕр, вăй хумасăр мĕн пултăр? Анкарти хыçĕнче пысăк пĕве пур, вăрманĕ те юнашарах. Çын епле пурăнни алăк умĕнченех паллă теççĕ. Тăрăшни, вăй хунине ахальлĕнех ирттермен Ивановсем. Хура-шурне те пайтах тỹссе ирттернĕ “вăрçă ачисем”. Коля 1975 çултанпа колхозра машинăпа трактор паркĕнче вăй хурать. Малтанхи çулсенче автомеханикре, каярах ăна трактор бригадин бригадирĕн ĕçне шанса параççĕ. Хушнине тỹрĕ кăмăлпа туса пырать, ку вăл çемьери архивра упранакан Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсенчен те палăрать. “Ĕç ветеранĕ” ята та тивĕçнĕ вăл. Мăшăрĕ, Лида, пĕр улшăнмасăр, пенсие тухичченех кĕçĕн класри ачасенчен уйрăлмасть, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тата 3 çул хушши вĕрентỹ тытăмĕнче ĕçлет. Ĕç ветеранĕн, вĕрентỹ отличникĕн ĕç стажĕ 38 çулпа танлашать. Хастар мăшăр 2 ывăлпа 1 хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Таня, 1972 çулта çуралнă. Çемьеллĕ. Амăшĕ пекех учитель профессине суйласа илнĕ. Чылай çул хушши чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ирттернĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче ăна кĕçĕн класри ачасене вĕрентме шанса панă. Шупашкарта пурăнать. 2 хĕр пăхса çитĕнтереççĕ. Саша ывăлĕ 1974 çулта çуралнăскер, тĕп хулара пурăнать. Çемьеллĕ, ывăл çитĕнтереççĕ. Онкологи врачĕ вăл. Кĕçĕн ывăлĕ — Владик. Авланман-ха. Ăста купăсçă. Шупашкар хулинче тĕпленнĕ, тĕрлĕрен ĕçсене хутшăнать. Кольăпа Лида ялта хисеплĕ çынсем шутланаççĕ, общество ĕçĕсенчен те пăрăнмаççĕ. Вĕсене субботниксенче те час-часах курма пулать. Н. Иванов тата район Совечĕн депутачĕ те пулнă. Халĕ те тĕрлĕрен мероприятисене активлă хутшăнать. Пушă вăхăтра “вăрçă ачисем” хаçат-журнал, кĕнекесем вулама юратаççĕ. Чылай çул хушши район хаçатне те çырăнса илеççĕ. Килте библиотека та пур. Унта 300-е яхăн кĕнеке упранать. Хур-кăвакал, чăх-чĕп, сурăхсем усраççĕ. Кăçалччен ĕне-выльăх та тытнă. Юлашкинчен çакна каламалла: пĕрле 50 çул кун-кунлама пурин те вăй-халпа тỹсĕмлĕх çитмест-ха. Çур ĕмĕр пĕрле пурăннин сăлтавĕсен шутне Лидия Илларионовна пĕр-пĕрне юратнине, пĕр-пĕриншĕн тăрăшнине, хисепленине, сăра-эрехпе иртĕхменнине кĕртет, кирек хăçан та каçармаллине асăрхаттарать. Паян та хисеплĕ мăшăр хушшинче çак туйăм сĕвĕрĕлменни сисĕнет. Чăн та, çемьере хăтлăхпа лăпкăлăх, илемлĕх, ăнлану хуçаланнине кил хуçисемпе курнăçнă хыççăнах туйса илтĕм. — “Ваттисем каланине пĕтĕмĕшле пурнăçларăмăр ĕнтĕ. Пỹрт-çурт çавăрнă, йывăç лартнă, 2 ывăлпа 1 хĕр ỹстернĕ, — терĕ кил хуçи манпа сывпуллашнă май. Кун çумне манăн татах хушса калас килет. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене çеç ура çине тăратман-ха вĕсем, мăшăрĕ Лидия Илларионовна учитель тата çĕршер-çĕршер çамрăка тивĕçлĕ пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕт-ха. 76 çултан иртнĕ “вăрçă ачисем” ватăлмаççĕ-ха. Сывлăхĕсем çирĕп, çамрăк сăнлă курăнаççĕ. Эпĕ те вĕсене татах та нумай-нумай çулсем пурăнма çирĕп сывлăх, телей сунатăп. А. Николаев.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика