Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «РАЙХАÇАТ КАÇĔ» –ХĂВĂЛÇЫРМАРА

16 ноября 2019 г.

51 çул каялла туса лартнă культура çурчĕ умне чарăнсанах хура кĕркуннехи сÿрĕк кăмăл та часах иртсе кайрĕ. Чи малтанах кăçал çеç район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн Леонард Левыйăн тата ун пекех тăван яла пысăк тимлĕх уйăракан юлташĕсен пуçарулăхĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă ентешсене асăнса лартнă пысăк та çÿллĕ палăк куç умне пулчĕ. Культура çурчĕн умĕ чечек клумбисемпе çуталса ларать. Паллах, халĕ унта хитре чечексем ешермеççĕ, çавах шап-шурă сăрланă клумбăсем тĕттĕмре те инçетрен курăнаççĕ.

Культура çуртне улттăмĕш çул Вера Галкина ертсе пырать. Çак тапхăрта тĕксĕммĕн ларнă культура керменĕ палăрмаллах улшăнчĕ, çĕнĕ тĕспе илемленчĕ.

– Юсав ĕçĕсене хамăр вăйпа кăна мар, «АСК-Яльчики» ООО пулăшнипе те пурнăçларăмăр. Çав вăхăтрах ял халăхĕ те аякра тăмарĕ, – пĕлтерет Вера Николаевна.

Унтан вăл ялти культура вучахне тирпейлĕ тытса тăнă çĕрте хăйне пулăшу аллине тăсакан çынсене ырăпа аса илчĕ. Сахаллăн мар вĕсем, çапах Тамара Андреевăна, Зина Красновăна, Андрей, Дима, Вова Куликовсене, Алексей Трофимова, Виктор Журавлева, Андрей Купташкина палăртмасăр иртеймерĕ.

Пĕр-пĕр мероприяти хатĕрленĕ чухне вара Геннадий Ловкинпа Зинаида Михеева педагогсем клуб заведующин «сылтăм аллисем» пулнине пĕлтерчĕ.

Фойене те кăçал сăрласа илемлетнĕ. Кунтах «Ăста алăсем» кружок членĕсен ĕçĕсене вырнаçтарнă. Александрăпа Мария Григорьевасем, Светлана Волкова, Алина Трофимова тата ыттисем те ял çинче ылтăн алăллă пулнипе палăраççĕ.

Таврара кĕрхи тĕксĕм каç хуçалансан та библиотека алăкне яриех уçса хунă. Ытти чухне пит тухсах çÿреймен аслă ăру çыннисем те район хаçачĕн ĕçченĕсемпе куçа-куçăн калаçма килнĕ май çĕнĕ хаçат-журналсемпе, кĕнекесемпе паллашма май пулнишĕн хĕпĕртени курăнчĕ.

Нина Ловкина библиотекарь пĕлтернĕ тăрăх, ялта вулакансен йышĕ 500 ытла. Алевтина Воробьева, Александр Павлов, Сильвестр Кириллов, Надежда Кузьмина пенсионерсем – вулавăшăн харсăр тусĕсем.

Акă, Кÿлпуçри почта çыхăну ĕçченĕсем – Светлана Яшина начальник, Валентина Охотинăпа Елена Анисимова почтальонкăсем «райхаçат каçне» хаваспах хутшăннине пытармарĕç. Хальхи вăхăтра Хăвăлçырмасене район хаçатне 63 экземпляр валеçекен Елена Петровна 2020 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма та çырăнтарчĕ. Ял çыннисенчен ытларахăшĕ «Елчĕк ене» йÿнĕ вăхăтра çырăнма ĕлкĕрнĕ. Хăйне астума пуçланăранпах район хаçатне кăмăлласа вулакан Зинаида Михеева педагог, вăл райхаçатăн активлă ялкорĕ, Станислав Чернов пенсионер çитес çулхи çур çулта та пирĕнпе пĕрле пулнине палăртрĕç. Çавăн пекех «АСК-Яльчики» ОООн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкин культура çуртне район хаçатне çырăнса парассине маларах пĕлтерчĕ.

Çак самантра халăх майĕпен зала пуçтарăнчĕ. Кунта «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин редакцин ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ, вулакансен сĕнĕвĕсемпе кăсăкланчĕ. Владислав Сазонов, Исония Волкова /пирĕн çывăх туссен статйисем час-часах район хаçатĕнче пичетленеççĕ/ «Елчĕк ен» хальхи самана таппипе тан утса пынине, вулакансем ăна чи çывăх тус вырăнне хурса ăшшăн кĕтнине пĕлтерчĕç, хăйсен сĕнÿ-шухăшĕ çинче чарăнса тăчĕç.

Николай Малышкинпа çак йĕркесен авторĕ хăйсен кĕнекисене ял библиотекине парнелерĕç.

Унтан Юрий Кашкăр юрăç-композитор ?300 ытла юрă авторĕ/, нихăçан та фонограммăпа усă курманскер, Николай Малышкинпа Вячеслав Захаров /«Елчĕк ен» хаçатăн тусĕ, виçĕ кĕнеке авторĕ/ куракансене чуна савăнтаракан, çав вăхăтрах ытарайми çамрăклăх ытамне кĕрсе ÿкерекен илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Залри халăх арçын-юрăçсене тăвăллăн алă çупса йышăнни, хăшĕсем ура хуçсах ташша яни Хăвăлçырмасем хăнасене чăннипех те тарават пулнине çирĕплетрĕ. Залра аслă ăру çыннисем йышлă пулни уйрăмах савăнтарчĕ. Паян ватăсене каçхине культура çурчĕсенче пит кураймăн та!

– Юрать, килтĕм. Эпĕ вырăсла калаçатăп пулсан та «Елчĕк ене» кашни çулах çырăнса илетĕп, унти çĕнĕ хыпарсемпе кăсăкланса паллашатăп, статьясене тĕплĕн вуласа тухатăп. Тĕл пулу хаçат ĕçченĕсене çывăхрах пĕлме, вĕсемпе тÿррĕн калаçма май пачĕ. Питĕ ăшă тĕл пулу, кирлех вăл, – терĕ 81 çулхи Алевтина Воробьева.

Ун çумне хушса калакансем, ăшă тĕл пулушăн тав тăвакансем чылаййăн пулни кăмăлсене çĕклерĕ. Халăхпа пĕрле савăнни, куçа-куçăн тĕл пулса калаçни пирĕншĕн те çав тери паха та хаклă, усăллă.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Елена Анисимова почтальонкăпа /сылтăмран пĕрремĕшĕ/ хаçат тусĕсем

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика