Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне - пурнăç илемĕ

22 ноября 2019 г.

Пултаруллă та маттур аннесене хисеплесе Сител ялĕн клубĕнче "Чи лайăх анне-2019" шоу-конкурс иртнĕ. Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь йĕркеленĕ мероприятие Анне кунне тата Раççейри Театр çулталăкне халалланă. Конкурса хутшăнма хапăл тунăскерсем халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Тĕрлĕ тупăшура чăннипех пурте маттуртан та маттур пулнипе тĕлĕнтернĕ. Çакна курма килнисем пĕр чарăнмасăр алă çупни те палăртнă.

Валентина Васильева "Сăпайлă анне", Раиса Матюшкина "Хастар анне", Зоя Соколова "Пултаруллă анне" номинацисене тивĕçнĕ. "Чи лайăх анне" хисепе вара Лидия Лисицына алран вĕçертмен.

Куракансемпе конкурса хаваспах хутшăннă аннесене уяв ячĕпе Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров ăшă та чĕрене çывăх сăмахсемпе саламланă. Çавăн пекех жюри тивĕçĕсене пурнăçланă ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов тата Первомайскинчи культура çурчĕн ертỹçи Розалия Ефимова ăнăçусем суннă, парнесемпе чысланă.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика