Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ сехете яхăн – актуаллă ыйтусем тавра

18 ноября 2019 г.

Кĕçнерникун Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕнче регион ертÿçи Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе тĕл пулчĕ. Унта тĕрлĕ темăна хускатрĕç: социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчен пуçласа хула инфратытăмне тата республика пурнăçне çĕнетесси таранах.

Тĕлпулура Чăваш Ен Пуçлăхне 20 ытла ыйту пачĕç. Вĕсенчен чи çивĕччи, ахăртнех, республикăра экономика тĕлĕшĕнчен кăткăс лару-тăру пулса тăни. Тĕслĕхрен, пысăк предприятисемех – Шупашкарти агрегат завочĕ тата «Чăвашкредитпромбанк» - панкрута тухнă. Ĕçтешсенчен ытларахăшне асăннă банка хывнă укçа-тенкĕ çухалма тата ĕç вырăнĕсем сахалланса юлма пултарни шиклентерет. Михаил Васильевич пухăннисене лăплантарма васкарĕ: «Производство предприятийĕсене уйрăм çынсен аллине куçарни вĕсене çĕнетме май парĕ. Укçа хывакансен ыйтăвне илес пулсан, кунта та пăшăрханма кирлĕ мар: граждансен укçи-тенки те, пенси укçи те сыхланса юлаççĕ, - терĕ Михаил Васильевич. – Раççей Федерацийĕн Тĕп банкĕ «Чăвашкредитпромбанк» лицензине туртса илнĕ хыççăн эпир тÿрех ĕçе тытăнтăмăр. Унта нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа вăйра тăракан законодательствăпа килĕшÿллĕн, хушса панă процентсене шута илсе, 1 миллион та 400 тенкĕ таран тÿлеме тытăнĕç», - пĕлтерчĕ регион Пуçлăхĕ.

Тĕлпулура республикăри вулавăшсен учрежденийĕсене оптимизацилес ыйтăва та хускатрĕç. М. Игнатьев вĕсене упраса хăварас тата çĕнетес ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сÿтсе явнине палăртрĕ. Ку енĕпе май пур таран пурне те тума шантарчĕ.

Çавăн пекех сывлăх сыхлавне аталантарас ыйтăва та тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Пухăннисем ăна тĕрлĕ енчен тишкерчĕç: проектсене пурнăçа кĕртессине те, республикăра çĕнĕ медицина специалисчĕсем хатĕрлессине те. «Хальхи вăхăтра Чăваш Енри медицина организацийĕ-сене 76,1 процент чухлĕ врачсемпе тивĕçтернĕ. Халĕ çак кăтарту малтанхи çулсенчи шайрах тăрать. 2019 çулăн чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 385 врач кирлĕ пулнă. Çамрăк специалистсене явăçтарас тĕллевпе республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерстви педиатри службипе тĕллевлĕ вĕренÿ енĕпе 70 студентпа килĕшÿ тунă», - ăнлантарса пачĕ пухăннисене Михаил Васильевич

Темиçе уйăх каярах пирĕн района килсен, республика Пуçлăхĕ хулари Патша сăрчĕ çинчен сăмах хускатнăччĕ. Ăна районшăн тата республикăшăн тупăшлă тăвассишĕн май пур таран тăрăшма чĕнсе каланăччĕ. Тĕлпулура çак ыйтăва тепĕр хут çĕклерĕмĕр. «Патша сăртне туристсем тахçанах пĕлеççĕ. Çав вырăнтан Атăлăн илемĕ питĕ лайăх курăнать. Кунта бизнес ĕçне явăçтарни çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме тата пысăк тупăш илме май парать», - терĕ М. Игнатьев.

Çапла вара иртнĕ тĕлпулу республика проблемисене чи çÿллĕ шайра татса пама тăрăшнине çирĕплетрĕ, апла пулсан кăткăс ыйтусем малашне те куçран çухалмĕç.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429566, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Карабаши, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(906) 385 17 15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика