Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇ ĂНĂÇЛĂХĔ ПĔРШУХĂШЛĂХРАН КИЛЕТ

18 ноября 2019 г.

Çынсенчен чылайăшĕ вăл е ку япалана туса парасса, укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшасса кĕтме, шанма хăнăхнă. Шĕмшеш тăрăхне тухсан кунта пурăнакансен хастарлăхĕнчен тĕлĕнмесĕр тăма пултараймарăм. Шыв ыйтăвĕ этем пурнăçĕнчи кирек хăш тапхăрта та çивĕч тăрать. Çут çанталăкăн ку пуянлăхĕ çыншăн çеç мар, чĕр чунсемпе ÿсен тăраншăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та ял-салара пурăнакансене çăл, колонка туса парасси, пĕве чавасси чылай чухне вырăнти хăйтытăмлăх органĕ çине тиенет-ха.

Шывпа тивĕçтерекен тытăма çĕнетнĕ

Пиçенерсем вырăнта ял хуçалăх предприятийĕ вăйлă ĕçленĕ тапхăртах яла шыв пăрăхĕсем хурса хăварнă, башня лартнă. Хăтлăрах та канлĕрех пурăнас тĕлĕшпе кашни килех шыв кĕртнĕ. Ăшши те кран уçсанах юхса анать. Шыв кĕртнĕренпе темиçе теçетке çул та иртнĕ. Ял старости Андрей Архипов тата вырăнти депутат Леонид Алякин палăртнă тăрăх, шыв уçлакан башня вăхăт иртнĕçемĕн шăтса юрăхсăра тухнă. Ял çыннин  вăйĕпех темиçе те сапланă, анчах та çĕрĕшнĕскер нумай вăхăт тытăнса тăман. Çавăнпа та ял çыннисем 5-6 çул каяллах Шĕмшеш ял тăрăхне шыв башнине çĕнетес ыйтупа тухнă. Вырăнти ертÿçĕ вара çак ĕçе туса ирттерме сахал мар укçа-тенкĕ кирлине, хăйтытăмлăх органĕн сумми ун чухлĕ çуккине пĕлтернĕ.

- Вячеслав Марков пĕлтĕр пухура пуçарулăх бюджетне хутшăнса шыв ыйтăвне татса пама май пуррине пĕлтерчĕ. Малтанах ял çыннине çĕнĕ ĕçе явăçтарма çăмăлах мар-ха. Çитменнине тата укçа-тенкĕпе, çынсене ĕçлеттерессипе çыхăннă кирек епле ĕç те чăрмавсăр мар. Малтанах турткалашакансем те пулчĕç, - сăмахлать ял старости.

Вырăнти хастарсем кашни çынпах уйрăм калаçни, пĕрлехи ĕçĕн пĕлтерĕшĕ çинчен ăнлантарни усă кÿнĕ. Шывпа тивĕçтерекен тытăма çĕнĕлле ĕçлеттерсе яма вара 192 пин тенкĕ кирлине палăртнă. 33 кил хуçалăхлă ялта кашни кил хуçалăхран 2500 тенкĕ пухма килĕшсе татăлнă. Паллах, çак ĕçрен хулара пурăнакан, ватă ашшĕ-амăшĕн килне пахчалăх усă куракансем те юлман, пĕр ÿпкелешÿсĕрех укçа тÿленĕ. Çапла майпа 38 пин тенке яхăн пухăннă Пиçенерсен. Ыттине вара вырăнти хăй тытăмлăх, республика саплаштарнă. Çу кунĕсенче ятарлă организаци башня çывăхĕнчи çăла çĕнетнĕ, хĕл кунĕсенче шăнса ларасран ăшă тытмалла тунă. Автоматика мелĕпе ĕç-хĕле йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене тĕпе хурса ял варринче гидрант вырнаçтарнă.

Пиçенерсене кура Улăх Шĕмшешсем те шывпа тивĕçтерекен тытăма çĕнетнĕ.

      Пĕвесенчен хур-кăвакал ан татăлтăр

Яккушкăнь ялĕ виçĕ урама пĕрлештерет. Кунта та ытти çĕрти пекех пĕр евĕрлĕрех ÿкерчĕк. Пушă çуртсем, çирĕп хуралтăсем пĕр-пĕринпе черетленсе пыраççĕ тейĕн. Апла пулин те пурнăç хĕлхемĕ сÿнме пуçланă теес килмест. Хастарсемпе пуçаруллисем тăрăшнипе ял çĕнелес шанчăк та пур. Çакна Кăнтăр урамне çитсен ăнлантăм. Вăйпиттисем уйрăмах йышлă ĕне выльăх тытаççĕ. Сăмахран, Виталий Барановсен кил хуçалăхĕнче 4 ĕне усраççĕ, Сергей Беловсемпе Олег Семеновсен вара кĕтĕве 5-шер пуç çÿренĕ, Валерий Барановсен виçĕ пуç янă, ыттисем вара килĕренех 2-шер пуç тытнине пĕлтерчĕç ял çыннисем. Яккушкăньсен ялта хăйне евĕрлĕ Кулибин та пур иккен. Геннадий Белов техника чĕлхине чухланăран, хăй те маçтăрлать-ха ăна. Раиса Баранова вара тĕрлĕ калча ÿстерессипе палăрнă ял-йышра.  

Яккушкăньсем ĕçлеме ÿркенменнипе анчах палăрмаççĕ-ха хăйсен тăрăхĕнче, пуçарулăхĕпе те тĕлĕнтереççĕ ытти ялсене. Ытти çĕрти пекех асăннă ялти Кăнтăр урамĕнче пурăнакансен пĕвисем юшкăнпа тулса ларнă, çитменнине тата татăла-татăла кайнă. Ыйтăва хăйтытăмлăх шайĕнче те татса пама пултарайманнине кура хăйсем пĕвесене юсама шутланă. Калаçса татăлса килĕренех пĕрер пин тенкĕ укçа пухнă, çапла майпа 22 пин тенкĕ янтăланă. Канмалли кун вара пурте пĕр пулса чи малтанах Уçлăх пĕве пуçне çирĕплетме палăртнă. Борис Сидоров килти тракторне тапратса аннă, Сергей Евдокимовпа Петр Александров мотоблоксемпе пĕрлехи ĕçе хутшăннă. Пĕрисем тăпрана пĕве пуçне урапапа турттарнă, теприсем тикĕсленĕ, виççĕмĕшсем шывра шалчасем лартассипе тимленĕ. Шыв-шур çисе каясран шифер тăратнă.

Пĕр пĕве юсанипех çырлахман Яккушкăньсем. Урамăн анат вĕçĕнчи тепĕр пĕве татăлса кайма пуçлани те канăç паман-ха Кăнтăр урамĕнче пурăнакансене. Асăннă пĕве пуçне те тăрпа хурса хăварнă, тăпрапа çирĕп-летнĕ.

Тепĕр çулне вара кĕтÿре çÿрекен ĕне выльăха шăварма майсем пулччăр тесе уйра пĕве картлама калаçса татăлнă. Ку шухăша та хирĕçлекен тупăнман. Каллех пурте пĕр пулса пĕве пĕвеленĕ. Кирек епле çĕнĕ ĕç те сакăлтăклă. Такăнасси, чĕркуççи çине ларасси пулатех. Çапах утăм хыççăн утăм туса малалла ăнтăлмалла палăртаççĕ Яккушкăньсем.

Сăмах май, Чăваш Республикинче пурнăçа кĕрекен пуçарулăх бюджечĕн программипе Шĕмшешсем туллин усă кураççĕ. Чи малтанах çак программа пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине Шафранчăкпа Шуркасси, Этмен ялĕсенче пурăнакансем ăнланса илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса асăннă ялсенче çул сарнă. Коммуналлă хытă каяшсене пуçтарассипе ĕçе тытăнсан та «Инициативлă бюджет» программăпа контейнерсене лартма ятарлă лапамсем  йĕркеленĕ. 28 лапам янтăланă. Кунсăр пуçне вырăнти хăйтытăмлăх органĕ тепĕр 3 лапам хăй шутĕнчен тунă.

Кунпа çеç лăпланса ларасшăн мар-ха Шĕмшеш тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем. Çитес çул Ишпарайкка тата Лутра Пакăш ялĕсен çыннисем ыттисен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса  çул сарма палăртаççĕ. Ку енĕпе ĕçлеме пуçланă та, çынсем укçа-тенкĕ пухса пĕрлехи ĕçе хăйсен тÿпине хывнă.

   Эльвира КУЗЬМИНА. 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика