Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĔРЛĔ ДИПЛОМЛĂ КАЧЧĂ

15 ноября 2019 г.

ХĔРЛĔ ДИПЛОМЛĂ КАЧЧĂ

Çамрăксем хушшинче нимĕнпех те уйрăлса тăмасть пек вăл. Вăтам пÿллĕ, çăмăл шăм-шаклă, вăр-вар утăмлă. Кĕре ÿтлĕ, çырă çÿçлĕ. Сăнаса пăхсан... Пурин çине те ăшпиллĕх сапалакан сăн-пичĕ кулнă чух пушшех илемленет, пушшех çамрăкланать. Унра чи ырă пахалăхсем пуçтарăннă тейĕн. Сăпайлăх, ĕçченлĕх, тĕлĕнмелле ăсталăх килĕшсе тăраççĕ унăн илемлĕ сăнĕпе. Шухăшласан, васкамасăр тухакан лăпкă сасси тепĕр ватăшăн та курăмлă. Вăл сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тăрăшать, кашни сăмахне виçсе-шутласа калать. Пĕчĕккипе те, çамрăккипе те, ваттипе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет, унра тараватлăх тапса тăрать. Хăй патнех туртакан темле асамлăх пур тейĕн, çавăнпа-и, тен, унăн тус-тантăшĕсем тем чухлех. Пурте ун пек илĕртÿллĕ, ырă пуласшăн.

Машина çине ларса çил ачипе ăмăртмалла çÿреме мĕн чухлĕ ĕмĕтленмен-ши; «Хурçă утпа» ака-суха ĕçĕсене тума та мăн çынлах шутланă паллах. Çапла, çапла... Техника енне туртăнасси Мăн Ямаш каччин ача чухнех пуçланнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех машина-тракторсăр пурăнайман. Вĕрентекенсен сăмахне пĕр сиктермесĕр итлесе ларнă пулин те алли хăйĕн ĕçнех тунă: тĕрлĕ маркăллă машинăсем ÿкернĕ. Пĕр хутчен кăна мар асăрхаттараççĕ учительсем Димăна, апла пулин те пĕр хăнăхнă йăла – алли каллех хăйĕннех тăвать. Унăн кашни тет- рачĕ – трактор-машинăллă.

Шкултан таврăнсан та ашшĕ патнех туртăннă: техникăна юсама пулăшнă. Хăйне шанса парсан тем пекех савăннă.

Мăн Ямашри Павловсен çемйинче кун çути курнă Дмитрий. Ырă кăмăллă мăшĕнчен – Елена Ильиничнăран – тÿрĕлĕхпе чăтăмлăх, ылтăн алăллă ашшĕнчен - Петр Григорьевичран - ĕçченлĕх, çирĕплĕхпе йĕркелĕх, хăй вăхăтĕнче шурăпа хурана çителĕклĕ курнă аслăмăшĕпе кукамăшĕнчен ăшпиллĕх куçнă ăна. Лайăх çемьере ĕçе хăнăхса, туслăха хакласа, ашшĕ-амăшне итлесе, вĕсем вĕрентнине ăша хывса ÿснĕ Дима.

Ашшĕ ял-йыш шанăçне, хисепне хăйĕн кулленхи ĕçĕпе, тÿрĕ кăмăлĕпе тивĕçнĕ. Тăван ялшăн, ял çыннисемшĕн ĕçлеме хистенĕ ăна вĕри чĕри. Шел, 2019 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче тапма чарăнчĕ вăл (йывăр тăпри çăмăл пултăр). Хуçинчен вара ырă ят юлчĕ хăйне аса илмелĕх. Тата 20 çул ытла кăвакарчăнсем пек килĕштерсе пурăннă Елена Ильинична мăшăрне, çепĕç чунлă Дина хĕрĕпе ăру тăсмалăх çитĕнтернĕ Дмитрий  ывăлне ĕмĕр тăршшĕпех хавхалану, тĕрек     кÿмелĕх вышкайсăр пысăк юрату парса хăварчĕ.

Шкулта «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе пынă Дмитрий Павлов. Обществăлла ĕçсенче, спорт енĕпе хастар пулнă: шкулта çирĕп пĕлÿ илнĕ.

2014 çулта Дмитрий ял хуçалăх академине техника енĕпе вĕренме кĕрет. Студент çулĕсем çав тери савăнăçлă та ытарайми вăхăт. Хăйĕн пултарулăхне кунта та туптать, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Ăçта кăна çитсе курмасть-ши чăваш каччи? Шкулта вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ хулана çитсе курма ĕмĕтленни пурнăçа кĕрсе пырать. Тĕрлĕ наука статйи çырса Раççей шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕсенче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Саранск хулинче иртнĕ Раççей шайĕнчи олимпиадăра çĕнтерÿçĕ, Саратовра иртнĕ халăхсем хушшинчи олимпиадăра призерсен шутне лекет. Шупашкарта регионсем хушшинчи «Юность большой Волги» фестиваль-конференцире лауреат пулса тăрать. Ку та хăйне евĕр çитĕнÿ. Çапла, пултаруллă каччă пур çĕрте те хăйĕн ăс-хакăлĕпе тĕлĕнтерет.

Пысăк шайри конкурс-фестивале хутшăннă хушăрах ирĕклĕ кĕрешÿпе Дмитрий Пермь, Хусан хулисене çитсе килнĕ. Ку хутĕнче Чечен, Дагестан çамрăкĕсемпе вăй виçнĕ. Çитĕнÿ çăмăл килмест. Ахальтен-и вăл спортпа туслă: кашни кун тĕрлĕ хускану тăвать, кире пуканĕ йăтать, турник çинче туртăнать, футболла выляма çÿрет. Пултарулăха куллен, тен, сехетрен туптасан кăна вăл тĕллев патне илсе çитерĕ, çăлтăрлă ялкăшĕ.

Анлă тавракурăмне, пысăк яваплăхне кура çамрăка академи преподавателĕсем хавхалантарсах, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума, тĕрлĕ енлĕ ăсталăха туптама пулăшсах пыраççĕ. Тĕлĕнмелле маттур каччă ни- мĕнле йывăрлăхран та хăраса пымасть, пурне те çĕнтерсе малалла ăнтăлать. Дима вĕренÿре те, наукăра та, спортра та, туслăхра та – пур енĕпе те малтисен ретĕнче. Çакна кура хисепĕ те. Вăл – Чă-ваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Кăçал кăна Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн чи пултаруллă ТОП 20 выпускник шутне кĕме пултарнă. Хăйĕн тăрăшулăхне кура студент кашни çулах пур предметпа та «5» паллăлăх ĕлкĕрсе пынă, академие хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Мĕн тери савăнăç!

Алла диплом илнĕ çамрăк тăван ялне таврăнать, салтак ретне тăриччен амăшне кил таврашĕнче пулăшма тĕв тытать. Ял çыннисене тракторпа анкарти, 60 сотăй, гектар çĕрĕсене сухалама, утă çулса пуçтарма та пулăшать. Чуна парса, тăрăшса, юратса пурнăçлать вăл çак ĕçе, çынсен кăмăлне каймалла типтерлĕ тăвать. «Ашшĕ пекех маттур та çыпăçуллă. Çĕре хисеплесе ĕçлет. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест çав», - теççĕ ял-йышра ун пирки.  Сергей Волков фермер патĕнче çĕр улми, купăста ани çинче ĕçлеме те вăй-хăват çитерет каччă. Унта та маттурлăхпа палăрать. Ăна чи хăватлă та мăнаçлă трактор шанса параççĕ. «Ĕç - пурнăç тыткăчи», - теççĕ ваттисем. Çакна тĕпе хурса çутă ĕмĕтсемпе пурăнать те çамрăк.

Çут тĕнче пилленĕ çыннисен тата Дина йăмăкĕн иксĕлми юратăвĕ, академи преподавателĕсен ырми-канми ĕçĕ, паллах, хăйĕн чун çирĕплĕхĕпе вышкайсăр пысăк ăнтăлăвĕ Димăна пултарулăх «анинче» тухăçлă «çимĕç» кÿреççĕ. Техника тĕнчине лекнĕ каччă пĕр кĕвĕçÿсĕр, мăнкăмăллăхсăр, сăпайлăн та чăтăмлăн техника енĕпе ăсталăхне аталантарать, çынсене хавхалану кÿрет, кирлĕ вăхăтра сĕнÿ пама та пултарать. Çирĕм иккĕри çамрăкăн малашлăхĕ те пысăк, ун çути инçете сапаланать...

Çак кунсенче Дима Павлов салтака каять. Турри пулăшса пытăр ăна, сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе каялла таврăнмалла пултăр. Тăнăç пурнăç, янкăр тÿпе пултăр.

Людмила АНДРЕЕВА,

Яккушкăнь ялĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика