Новочурашевское сельское поселение Ибресинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш пăхаттирĕсем малта

13 ноября 2019 г.

Чăваш пăхаттирĕсем малта

Чÿк уйăхĕн 8-10 мĕшесенче Сербире Кире пуканĕ йăтассипе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Унта 33 çĕршыври 500 ытла спортсмен вăй виçнĕ.

 Ăмăртура Раççей чысне Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Самар облаçĕнчи çар чаçĕн прапорщикĕ Джанита Щербина (Павлова), Чăваш ял хуçалăх академийĕн аспиранчĕ Анастасия Александрова тата Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Шуряков хÿтĕленĕ.

Помост çинче Куславкка районĕнчи Тĕрлемес Пикине те ăннă. Анастасия Александрова тимĕр вăййипе ăслă шкула вĕренме кĕрсен туслашнă. ЧР тава тивĕçле тренерĕ Борис Глинкин пулăшнипе чылай ăмăртура палăрнă. 63 тата 68 килограмлă спортсменсен ушкăнĕсенче ăмăртса республика рекордне тăхăр хутчен çĕнетнĕ, юниорсен тата çамрăксен хушшинче Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче малти вырăнсене йышăннă. Хальхи чемпионатра Анастасия хĕрарăмсен ушкăнĕнче 68 килограмлă виçере вăй виçнĕ. Вăл 24 килограмлă снаряда 180 хут сулласа çĕклесе ылтăн медале тивĕçнĕ.

Çав кунсенчех Патăрьелти агропромышленноç техникумĕнчи помост çинче те çивĕч кĕрешÿ пынă. Унта Кире пуканĕ йăтассипе ЧАССРăн тăхăр хут чемпионĕ тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен призерĕ пулнă Федор Моисеева асăнса республика турнирĕ иртрĕ. Федор Петрович районти апат – çимĕç комбинчĕн директорĕнче 14 çул ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70- мĕш çулсенче палăрнă спортсмен çуралнăранпа чÿк уйăхĕн 9- мĕшĕнче 80 çул çитрĕ. Ăна асăнса иртнĕ 25-мĕш уçă турнира Чăваш Енри, Тутарстанри, Самар тата Чĕмпĕр облаçĕсенчи атлетсем хутшăнчĕç.

Европăпа тĕнче чемпионачĕсенче темиçе хутчен малти вырăнсене йышăннă Алексей Иванов (Йĕпреç районĕ, Пучинке) тата Самар облаçĕнчи çар чаçĕнче службăра тăракан Олег Щербин хушшинчи тупăшу уйрăмах хĕрÿ иртрĕ. Пĕрремĕш хăнăхтарура Раççей çарĕн капитанĕ 32 килограмлă икĕ снаряда 73 хут тĕртрĕ. Алексей кăтартăвĕ – 72 хут. Иккĕмĕш хăнăхтарура чăваш пăхаттирĕ вăйларах пулчĕ, спортăн тĕнче класлă мастерĕ 133 очко пухса турнирăн абсолютлă чемпионĕ пулса тăчĕ. Олег Щербин 68 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Палăртма кăмăллă: унăн мăшăрĕ Джанита юлашки тĕнче чемпионатĕнче 58 килограмлă виçере ăмăртса çĕнтерÿçĕн ятне (виççĕмĕш хут) çĕнсе илнĕ. Владимир Шуряков та 75 çултан аслăрах ветерансен хушшинче ылтăн медале тивĕçнĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика