Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турханти волонтерсем тĕнче шайĕнче палăрнă

12 ноября 2019 г.

ÇАК кунсенче Иваново хулинче тĕнчери волонтер-медиксен форумĕ иртнĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Раççейри 85 регионтан, 45 çĕршывран 450 участник хутшăннă. Чăваш Ен чысне А. Кольцов тухтăр ертсе пыракан Турханти вăтам шкулти çамрăк медиксен ушкăнĕ хỹтĕленĕ. Тăватă кун хушшинче ачасем тĕрлĕ темăпа дискуссисемпе диалогсене, мастер-классене хутшăннă. Вăл шутра çĕршывшăн хăрушлăх кăларса тăратакан ВИЧ-инфекцийĕ сарăласран асăрханасси пирки те. Паллă блогерсемпе экспертсем çамрăксем умĕнче ирттернĕ калаçусем, хутшăнусем те волонтерсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Форум итогĕпе хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленĕ "Волонтер-медиксен" Турханти уйрăмĕ "Чи лайăх социаллă проект" номинацире конкурс çĕнтерỹçи пулса таврăннă. Çапла вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнче йĕркеленнĕ волонтерсем тĕнче шайĕнче палăрчĕç! Сăмах май каласан, районти "Авангард" хаçат ирттерекен "Çулталăк çынни" конкурс çĕнтерỹçи, хисеплĕ тухтăр Анатолий Валентинович ертсе пыракан çак ушкăн тирпей-илем, ваттисене пулăшас, çынсен сывлăхне упрас тата ытти ыйтупа чылай пархатарлă ĕç тăвать. Турханти волонтерсем - пуриншĕн те ырă тĕслĕх.

 

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика