Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача çураласси чакнă

28 сентября 2019 г.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн, 2019 çулхи тăхăр уйăх хушшинче вилекенсен шучĕ, çуралнисемпе танлаштарсан,ÿснĕ.

Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче ЗАГС пайĕ ача çурални çинчен 96 акт çырнă. Вăл шутра авăн уйăхĕн 1-19-мĕшĕсенче 7 ача çуралнă. Районти çемьесенче кăçал пурĕ 64 арçын ача тата 32 хĕрача кун çути курнă. Авăн уйăхĕн 1-19-мĕшĕсенче – 6 арçын ачапа пĕр хĕрача.

Çемье çавăракансем те сахал мар. Тăхăр уйăх хушшинче 88 çемье чăмăртаннă (авăн уйăхĕнче – 10). Мăшăрсем пур чухне те пĕр чĕлхе тупаймаççĕ иккен. Çÿлерех асăннă тапхăрта 40 çемье арканнине регистрациленĕ (авăн уйăхĕнче – 6).

Авăн уйăхĕн 1-19-мĕшĕсенче 18 çын вилнĕ, вăл шутра 9 хĕрарăм, 9 арçын. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 19-мĕшĕччен вара 227 çын пурнăçран уйрăлнă. Ку кăтарту çуралнисенчен 2,3 хут ытларах. Халăх йышĕ чакса пыни шухăшлаттарать.

Н. СЕМЕНОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика