Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр ирттересси – уй урлă каçасси мар

21 сентября 2019 г.

Пурнăç çулĕ тăрăх пĕр-пĕрне килĕштерсе те куçран пăхсах ăнланса пурăннине 60-мĕш хут паллă туни паянхи кун сайра тĕл пулать. Карапаш ялĕнче пурăнакан Виталий Владимировичпа Нина Григорьевна ЕФРЕМОВСЕМ шăп утмăл çул ĕнтĕ пĕрле пурăнаççĕ.

Çавăн чухлĕ çемье сукмакĕпе утма мăшăрсене çăмăл пулман. Мĕн чухлĕ вăй-хăват, çĕкленÿллĕх, чăтăмлăх кирлĕ пурнăç пĕр кăлтăксăр, такăр ирттĕр тесен.

Виталий Владимировичăн ачалăхĕ йывăр вăрçă вăхăчĕпе тĕл килнĕ. Ашшĕ вăл виççĕре чухнех çĕре кĕнĕ, килти ĕçсене çирĕпленсе çитмен хулпуççисем çине тиеме тивнĕ. Çити-çитми пурнăç тутине тăраничченех тутаннă каччă Нина Григорьевнăна мăшăр пулма авăн уйăхĕн 19 - мĕшĕнче ыйтать. Çемьере тăватă хĕртен чи асли пулнă май Нина Виталие килĕшÿпе хуравлать, 26-мĕш числара çамрăк мăшăр ял Советне кайса çырăнать.

Пĕр тĕллев лартса, пĕр шухăш-кăмăллă пулса, çукран пур туса утнă мăшăр. Виçĕ ача - икĕ хĕрпе пĕр ывăл - çуратса ÿстерсе вĕрентсе кăларнă Ефремовсем, паянхи куна пурте хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ вĕсем.

Ефремовсен çемье йывăççин турачĕ çинче 6 мăнукпа 4 кĕçĕн мăнук ватăсене савăнтараççĕ. «Йыш малалла та хушăнса пырасса шанатпăр, ывăл енчен кĕçĕн мăнуксем чупса çÿрессе кĕтсе илесчĕ-ха. Паянхи куна илсен хурланмалли çук, йывăр чир- чĕр çыпăçман, кил хуçалăхра кĕштĕртетсе çÿреме сывлăхсем çителĕклĕ»,-каласа параççĕ юбилярсем. Ывăлĕн çемйи Карапашрах пурăнни, саккăрмĕш класра вĕренекен Евгения мăнукĕ тăтăшах килсе пулăшса тăни те ватăсен кăмалне çĕклет.

О. ЕФРЕМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика