Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂХĂТРА ТĔРĔСЛЕНМЕЛЛЕ

16 октября 2019 г.

Диспансеризаци витĕр тухни çын пурнăçĕшĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн сывлăхшăн хамăр тăрăшмасан, ăна вăхăтран-вăхăтра тĕрĕслеттерсе тăмасан чир-чĕр çакланасса кĕтсех тăр.

Кăçалхи май уйăхĕн 6-мĕшĕнчен çитĕннĕ çынсен диспансеризаци тата профилактика медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕ йĕркепе 18-39 çулсенчи граждансем виçĕ çулта пĕрре, 40 çулхи тата унтан аслăраххисем çулталăкра пĕрре диспансеризаци витĕр тухмалла. Çав вăхăтрах 18-39 çулсенчисем çулсерен профилактика медицина тĕрĕслевне кĕмелли майсем пур.

Раççей Федерацийĕн территорийĕнче диспансеризаци программи пилĕк çул ытла ĕçлет. Унăн тĕллевĕ граждансен чир-чĕрне малтанхи тапхăрта тата профилактика тĕрĕслевĕсем вăхăтĕнче тупса палăртасси пулса тăрать.

Диспансеризаци вăхăтĕнче граждансем хăйсен сывлăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеме майсем пур. Чи малтанах флюорографи витĕр тухаççĕ, анкета ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ, çÿллĕшне, йывăрăшне, пилĕк ытамне, юн пусăмне виçеççĕ, юнри холестерин, глюкоза шайне тĕрĕслеççĕ, чĕрепе юн тымарĕсен, шала кайнă чирсем пуррипе çуккине палăртаççĕ. Çавăн пекех куçсен шалти юн пусăмне виçеççĕ, ЭКГ витĕр кăлараççĕ, хĕрарăмсем гинеколог патĕнче тĕрĕсленеççĕ.

Диспансеризаци икĕ тапхăрпа иртет. Сывлăхăн хăш ушкăнне кĕртнине кура пациентпа уйрăммăн ĕçлетпĕр. Иккĕмĕш ушкăнрисемпе профилактика тĕлĕшпе калаçу йĕркелетпĕр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма сĕнетпĕр. Тепĕр чухне усал йăларан хăтăлмашкăн вĕрентме те тивет.

Виççĕмĕш ушкăнрисем çинчен вырăнти терапевта пĕлтересси, шала кайнă чирсене шута илесси пĕлтерĕшлĕ.

Анкета чĕре тата юн тымарĕсен, хырăмлăхпа пыршăлăх тракчĕн чирĕсене, усал шыççа, туберкулеза тупса палăртма май парать.

Малтанхи кăтартусене пăхса иккĕмĕш тапхăрне палăртаççĕ. Диспансеризаци вăхăтĕнче чĕре тата юн тымарĕсен, ÿпкен шала кайнă чирĕсемпе, сахăр диабечĕпе, усал шыçăпа нушаланакансене уйрăм ушкăна кĕртетпĕр. Раççейре çут тĕнчерен уйрăлакансенчен чылайăшĕ шăпах çак чирсемпе аптăрани паллă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче онкологин анлă сарăлнă чирĕсене палăртаççĕ.

Инфекципе çыхăнман шала кайнă чирсем çак сăлтавсене пула та аталанаççĕ: рациона пăхăнмасăр апатланни, юн пусăмĕ виçерен пысăкки, сахал хускални, пирус туртни, самăрланни, эрех ытлашши ĕçни, юнри глюкоза шайĕ ÿсни.

40 çултан иртнĕ ĕçлекен граждансене кашни çулах диспансеризаци тухма пĕр кун уйăрса параççĕ. Çак куншăн тÿлеççĕ.

Юлашки уйăхсенче республикăра пĕрлехи диспансеризаци кунĕсем йĕркелени пушшех вырăнлă. Ĕç кунĕнче больницăна килме ерçейменнисем палăртнă шăматкун ятарласа сывлăхне тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Çитес пĕрлехи диспансеризаци кунĕсем ноябрĕн 2 тата декабрĕн 7-мĕшĕсенче иртеççĕ. Сире районти тĕп поликлиникăри 13-мĕш кабинетра кĕтетпĕр.

Хисеплĕ ял çыннисем! Тухтăр чĕнессе кĕтсе ан тăрăр, хăвăрăн сывлăхшăн хăвăр тăрăшса çулталăкра пĕрре тĕплĕ тĕрĕслевсем витĕр тухăр.

Л.ФОМКИНА,
медпрофилактика кабинечĕн медсестри.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика