Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăçа килĕштерет

08 ноября 2019 г.

- Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен куç курманнисен пĕрлешĕвĕнче 127 çын шутра тăрать. Вĕсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăшатпăр. Спортпа сывлăха çирĕплетекен комиссие Сăкăтри Ф. Ларионов ертсе пырать. Федор Петрович хăй те спортпа туслă. Çулленех шашка-шахмат турнирĕсем йĕркелеме тăрăшать. Районта яланах пĕрремĕш вырăна тухать,- паллаштарать хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе куç курманнисен обществин секретарĕ Л. Макарова.

Ку хутĕнче те савăнăçлă хыпар пĕлтермелли пулчĕ вĕсен. Федор Петрович республикăри куç курманнисен обществи йĕркеленĕ шашка турнирĕнче Комсомольски районĕнчи С. Зайцевпа пĕр пек очкосем пухса малти вырăнсене йышăннă-мĕн.

- Тăваттăмĕш çул хутшăнатăп район тулашĕнчи çакнашкал ăмăртăва. Ытти çулсенче те пĕрремĕш вырăнсемпе таврăннăччĕ,-тет Федор Петрович медалĕпе республикăри физкультурăпа спорт министерствин дипломне алăра тытса. Турнира 30 çын ытла хутшăннă. Унтан Ф. Ларионов кăмăллăн таврăннă.

Федор Петрович сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Çитĕнекен ăрăва та çакна хăнăхтарма тăрăшать. 5 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем мăшăрĕпе. Виçĕ хĕрĕ те аслă пĕлỹ илнĕ. Надежда Федоровна ялти шкулта ачасене математика тата информатика предмечĕсене вĕрентет. Светлана Федоровна Тутарстан Республикинчи Матакра çитĕнекен ăрăва чăваш чĕлхипе, литературипе пĕлỹ парать. Лариса Самарăра тĕпленнĕ. Сăмах май çакна та каламалла, унăн 4 çулхи ывăлĕ те кукашшĕпе сĕтел хушшинче шашкăлла выляма кăмăллать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика