Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тумалли нумай: сăмахпа ĕç пĕрлĕхĕшĕн çине тăмалла

24 сентября 2019 г.

Тумалли нумай: сăмахпа ĕç пĕрлĕхĕшĕн çине тăмалла

(Районти ветерансен VIII пленумĕнче çырса пынисенчен) Иртнĕ эрнекун, авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Красноармейскинчи Культура çуртĕнче районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн VIII пленумĕ пулчĕ. Унта асăннă канашпа президиум членĕсем, вырăнсенчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) организацийĕсен ертỹçисем, актив хутшăнчĕ. Пленум виçĕ сехете яхăн тăсăлчĕ — ку хăех тумалли нумаййине çирĕплетет. Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн председателĕ Г. Ефимов хăйĕн докладĕнче “Сăмахпа ĕç пĕрлĕхĕшĕн çине тăмалла” тени те витĕмлĕн янăрарĕ. Çакна ăнланмалла та, мĕншĕн тесен çĕнĕ вăхăт çĕнĕ задачăсем кăларса тăратать, вĕсене вара татса памаллах. “Хальхи пленум Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче мухтавлă Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çывхарнипе çыхăннă, пирĕн пурин те, çав шутрах ветерансен те, сумлă уява тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленмелле”, — палăртрĕ Георгий Леонидович. Чăн та, юнлă вăрçă çăмăллăн килмен, унăн хĕн-терчĕ кашни килех пырса çапнă. Хаяр тытăçусенче паттăр миллионшар салтак ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Калăпăр, Трак енрен çеç тăшманпа çапăçма фронта 6030 çын тухса кайнă, 2162-шĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă, 999-шĕ хыпарсăр çухалнă. Халĕ, ав, вут-çулăмра пулнă Н. Александров (Туçи Чуракасси), Н. Васильев (Пикшик), Н. Карпов (Пулайкасси), В. Ксенофонтов (Чатукасси) фронтовиксем кăна пурăнаççĕ. Тыл ĕçченĕсемпе ĕç ветеранĕсен паттăрлăхне те манăçа кăларма юрамасть: вĕсем те фронта май çитнĕ таран пулăшу кỹме çине тăнă. Афганпа Чечен вăрçисене хутшăннисемпе Çурçĕр Кавказри хирĕç-тăрусенче пулнисен ят-сумне те яланах асра тытмалла (сăмах май, пленума воин-интернационалистсен районти организацийĕн ертỹçин çумĕ А. Аркадьев та хутшăнчĕ). Кăçал, сăмахран, Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа — 30, Германирен кăларнăранпа 25 çул çитрĕ. Германире 1945—1994 çулсенче пирĕн çĕршывăн 8,5 миллион салтакĕ хĕсметре тăнă. Вĕсене сума суса район центрĕнче те стелăсем çĕкленĕ. Хаяр вăрçă вĕçленнĕренпе 74 çул çитнине халалласа, хамăр тăрăхри ялсенче митингсем çеç йĕркелемерĕç. Трак вăтам шкулĕнче, авă, апрельте “Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнчи часовой” ятлă патриотла акци старт илчĕ. Унăн девизĕ — “Эпир Аслă Çĕнтерĕвĕн тĕпкĕчĕсем”. Рейхстаг çине çакнă Хĕрлĕ ялавăн копине асăннă шкул чи малтан тивĕçрĕ. Историри тепĕр паллă пулăм — Ленинград блокадинчи 900 кунри паттăрлăхпа çыхăннă. Районти тĕп вулавăшра “Ленинград. Блокада. Паттăрлăх” ас тăвăм урокне йĕркелесе ирттерни вĕренекенсемшĕн те, аслăрах ăру çыннисемшĕн те пысăк пĕлте-рĕшлĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче иртнĕ çул 1500 экземпляр тиражпа çапăнса тухнă “Красноармейски районĕн энциклопедийĕн” презентацийĕ пулни те — сумлă ĕç. Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн девизĕсем тахçанах паллă, вĕсем — “Пĕрлĕхре — вăй”, “Сăмахпа ĕç пĕрлĕхĕ”, “Тăван ял — пирĕн сăн-сăпат”, “Аякри ялсене — тимлĕх” тата “Кашни çын — хисепре”. Кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ пленумра ахальтен мар тирпей-илем ыйтăвĕпе “Тăван килтен пуçланать тирпей-илем” Чĕнсе калани йышăннă. Çак ыйтупах Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче “Тирпей-илемлĕ пурăнас килет-и — вăй-хална пĕртте ан хĕрхен” темăпа президиум ларăвне вырăна тухса йĕркеленĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Ефимова та, вырăнти депутатсем те, ветерансен канашĕ те çак тата халăхшăн кирлĕ ытти ыйтусене кун йĕркинчен кăлармаççĕ. Ял тăрăхĕнчи 7 çын “Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” ята тивĕçнĕ, кăçал кăна — ЧР халăх артистки Р. Федорова (Очкасси) тата агропромышленность комплексĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн А. Андреев (Яманак). Г. Ефимов пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çултанпа 14-ăн — В. Михайлов, М. Прохоров, В. Гордеева, В. Антонова, Е. Железина, Ю. Ефремова, Н. Ершов, Н. Семенов, П. Яковлев, С. Капитонова, К. Васильева, Л. Семенов, А. Дмитриева, Н. Григорьева — районти ветерансен Чыс кĕнекине кĕме тивĕçнĕ. Ас тăвăм юхăмĕ те вăй илет. Акă, Мăн Шетмĕ, Кĕçĕн Шетмĕ, Упи, Янкас, Карай, Именкасси тăрăхĕсенче Асăну хăмисем уçасси йăлана çирĕп кĕчĕ. Тĕслĕхрен, кăçалхи февральте Анаткасри отставкăри полковнике, писатель-фронтовика Прохор Трофимова, июльте Кушкăри ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Илья Степанов композитора сума суса уçрĕç вĕсене. Тен, ытахальтен мар-тăр çитес çула Раççейре Ас тăвăмпа мухтав çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕç. "Пирĕн тĕп тĕллев —тарнине тивĕçлипе кĕтсе илесси. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, салтак арăмĕсене, воин-афганецсене, хĕрỹ ытти точкăсенче пулнисене пĕртте манма юрамасть, вĕсене çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас çĕре туллин явăçтарма тăрăшмалла. Районти 60-а яхăн палăка типтерлĕ пăхса тăмалла", — терĕ районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн председателĕ хăйĕн докладне вĕçленĕ май. Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа — çак темăпах — Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн председательне Э. Филиппова сăмах пачĕç. "Пирĕн ял тăрăхне кĕрекен 13 ялта 1700 çын пурăнать, çав шутра пенси çулне çитнисем — 450-ăн. Ветерансен канашĕн членĕсем хамăр тăрăхра пулакан мĕнпур мероприятине хутшăнма тимлеççĕ. Çĕнтерỹ кунĕпе çыхăннисене те. 10 палăка пăхсах тăратпăр, Кушарта та çĕкленмелле вăл. Субботниксем йĕркелеме çине тăратпăр. Масарсене те тирпей-илем кĕртме тăрăшатпăр. Çулĕсемпе аслă çынсем тĕрлĕ уявсем те йĕркелеççĕ, вĕсене активлă хутшăнаççĕ. Эпĕ 74 çулта пыратăп. Шкулта ĕçленĕ, çамрăк ăрăва спорта юратма хăнăхтарнă. Хамăн вĕренекен — çĕршыв, Европа, тĕнче шайĕнче палăрнă Сергей Афанасьев спортсмен пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнăшăн чунтан хурланнине пĕлтеретĕп. Ăна сума суса Асăну хăми уçасшăн, çывăх кунсенчех йăлана кĕнĕ спорт ăмăртăвĕ те иртмелле”, — пĕлтерчĕ Эдуард Георгиевич. Кун йĕркине кĕртнĕ виççĕмĕш ыйтупа — Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунне хатĕрленессипе — районти социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Анисимова тухса калаçрĕ. Кунпа пĕрлех Лариса Владимировна ветерансене паракан çăмăллăхсем пирки те тĕплĕн пĕлтерчĕ (ара, районта халĕ пурăнакан 13963 çынран 4715-шĕ пенсионер-çке! Пленумра тухса калаçакансем 8-ăн пулчĕç. Çĕнĕ Выççăлккăри Г. Гурьев, акă, пухăннисен кăмăлне çĕклес тесе-ши, юптару та каласа тĕлĕнтерчĕ. Президиум членĕ, районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ К. Васильева, сăмахран, хăйне Упи ял тăрăхне çирĕплетни çинчен пĕлтерчĕ, ку тăрăхри активлă ватăсене, театр ĕçне хутшăнакан ветерансене ят-хушаматранах ырăпа асăнчĕ. Унăн ĕçтешĕ, “Трак ен — кедр тăрăхĕ” проект ертỹçи С. Мефодьева вара хăй “Кедр тата мир” форума хутшăнни, кашни ялтах “Мирлĕх рашчи” пулмалли пирки каласа пачĕ. А. Николаев Алманч ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕн “тилхепине” çулталăк каярах çеç тытнă пулин те, унăн çак тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем çинчен пухăннисене каласа памалли темĕн чухлех пулчĕ. Пленума хăйпе пĕрле тата темиçе ветерана та илсе килнĕ вăл. Аврам Николаевич, ирттерекен ĕç-хĕл çинчен каласа панă май, “80 çула çитетĕп пулсан та, ĕçĕ нумаййишĕн пĕртте кулянса-туса тăмастăп, çакă савнăç çеç кỹрет. Яланах халăх хушшинче”, — терĕ. Пленумра районти историпе тавра пĕлỹ музейĕн ĕçченĕ В. Тихонова (пĕле-тĕр ĕнтĕ, асăннă музей Именкасси шкулĕн çуртĕнче вырнаçнă — АВТ.) хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Валентина Аркадьевна Афганистанпа Чечня вăрçисенче пулнă ентешсем пирки стенд хатĕрленине палăртрĕ, Аслă Çĕн-терỹ тунăранпа 75 çул çитнĕ май, Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă салтаксем çинчен те çавнашкал стенд тума пăхнине асăнчĕ. Пайсупин ялĕнчи П. Яковлев ветерана ватăсем йĕркелекен мероприятисене çамрăксем хутшăнманни пăшăрхантарать. “Ял 270 çул тултарнă ятпа уяв ирттертĕмĕр, анчах йыхравласан та, çамрăксем хатĕрленỹ ĕçĕсене кỹлĕнме-рĕç”, — палăртрĕ Петр Николаевич. Кĕçĕн Шетмĕри Н. Семенов ветерансен пуçламăш организацине пурĕ 12 çул ертсе пынă. Николай Семенович çемйипе пĕлтĕр килти хуçалăхран патшалăха 10500 килограмм, кăçал 4 тонна ытла сĕт сутни çинчен пĕлтернине те итлеме кăмăллă пулчĕ. Ăна пăшăрхантаракан ыйтусем те çук мар, çав шутра — чăвашлăха аталантарасси тата культурăна тĕреклетсе пырасси. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра вăй хунисен канашĕн председательне В. Егорова Ватăсен кунĕнче пĕрле пухăнса калаçасси (пĕл-тĕр иртмен-мĕн ку евĕр тĕл пулу), райцентрта пурăнакансене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессин пахалăхне лайăхлатасси канăçсăрлантарать. “Эпĕ кунта 1990—2005 çулсенче директорта ĕçлерĕм. Тĕлĕнмелле: унтанпа çак организацире 9 (!) ертỹçĕ улшăнчĕ”, — терĕ Вячеслав Андреевич. Пленумра пулнисене унта район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов хутшăнни, хальхи ĕç-пуçпа тĕллевсем пирки уççăн пĕлтерни те çав тери килĕшрĕ. “Эпир сирĕнтен сĕнỹ-канаш кĕтетпĕр”, — терĕ Александр Николаевич. Пленум сỹтсе явнă ыйтупа тивĕçлĕ йышăну ту-рĕ. Пленумра ветерансен юхăмĕн активисчĕсене тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕç. Пленума хутшăннисене Пикшикри Культура çурчĕ çумĕнчи “Шанчăк” ушкăн (ертỹçи — Л. Иванова) хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

В. Данилов.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика