Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хаçачĕсĕр епле пурăнăн?

01 ноября 2019 г.

Район хаçачĕсĕр епле пурăнăн?

Алманчри çыхăну уйрăмĕн ĕç-хĕлне ырăпа асăнатчĕç. Хăй вăхăтĕнче хаçат-журнал сарассипе малтисен ретĕнче пулнă вăл. Зоя Васильева, Галина Карпова, Николай Игнатьев тата ыттисем ырă йĕр хăварнă. Юлашки çулсенче çыхăну ĕçне Валентина Александрова йĕркелесе пырать. Вăл та тỹрĕ кăмăлпа вăй хурать. Бухгалтери ĕçĕнче тăрăшнăскере пурнăç çулĕ почта уйрăмне илсе çитернĕ. — Çыхăну ĕçне тытăннăранпа — 20 çул. Ял çыннисен шанăçне тỹрре кăларсах пыма тăрăшатăп. Вĕсен патнех чун туртать, — терĕ ертỹçĕ. Çыхăну уйрăмĕ 6 яла пăхса тăрать. Алманчпа Туçи Чуракасси ялĕсенчи çынсем умĕнче Ольга Прохорова почтальонка яваплă. Шывпуç тăрăхĕнчисемшĕн — Марина Иванова. Малтанхи çулсенче Шывпуçĕнче те почта уйрăмĕ ĕçленĕ. Анчах та ĕç укçи кунти ĕçченсене тивĕçтермен урăх ĕçе вырнаçма тивнĕ. Юрать-ха ĕçе юратакан, халăхшăн тăрăшакан, ỹркенмен çын тупăннă. Марина Владимировна 4 яла хаçат-журнал валаçет, пенси-пособисемпе тивĕçтерет. Почтальонсемшĕн халĕ уйрăмах хĕрỹ тапхăр. Çырăнтарăва ăнăçлă ирттересси канăç памасть вĕсене. Çăмăл мар ĕçре чăтăмлăхпа палăракан çынсем кăна ĕçлеме пултараççĕ. Юлашки вăхăтра хаçат-журнал çырăнтарас ĕç пушшех те йывăрланса кайрĕ. Яш-кĕрĕм çырăнасшăнах мар. Пичет кăларăмĕсене ялта пурăнакансенчен аслăраххисем çеç вулама ỹркенмеççĕ. Алманчри почта çыхăну уйрăмĕнчен çын татăлма пĕлмест. Почта халăха нумай тĕрлĕ пулăшу парассипе ĕçлет-çке. Акă, самаях çулланă хĕрарăм çитес çулхи çур çулшăн хаçат çырăнассине вăраха тăсас темен. Унăн ыйтăвне Валентина Александрова хаваспах тивĕçтерчĕ. Çамрăк хĕр вара хăйĕн карас телефонне укçа хурасшăн çитнĕ. Электроэнергипе, газпа, çỹп-çапсемшĕн укçа хывакансем те чылайăн пыраççĕ. Çапла çын хыççăн çын татăлмасть кунтан. Çыхăну уйрăмĕн ертỹçи вара пурне те кăмăлпа йышăнса пулăшу парать. Ольга Прохорова почтальонкăра 25 çул тăрăшать. Яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса вăй хурать. Кашни киле çитсе савăнăç парнелеме тăрăшать. Почтальон ĕçĕ çăмăл мар. Вăл хăть мĕнле çанталăкра та кашни киле çитет, хаçат-журналпа тивĕçтерет, пенси, тĕрлĕ пособи укçи валеçет. Сулăмлă пысăк сумккине алăран ямасть. Çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕ укçине те нумаях илмест, апла пулин те кăмăлпах ĕçлет вăл. Ольга Владиславовна пĕлтернĕ тăрăх, хаçат вулама юратакансем Туçи Чуракассинчен Роза Степанова, Елена Филиппова, Нина Никитина, Алманчри Геннадий Вашуркин, Пальмира Матвеева, Геннадий Васильев çырăнтару вăхăтĕнче яланах икĕ-виçĕ экземпляртан кая мар çырăнаççĕ. Ял çыннисем “Ял пурнăçĕ” хаçата та ытти çулхисенчен кая мар çырăннине пĕлтерчĕ почтальонка. Ку, паллах, пире савăнтарать. Хамăр район хаçачĕсĕр епле пурăнăн-ха. Вулакансемшĕн чун апачĕ вĕт вăл. Çыхăну ертỹçи почтальонсен ĕçĕпе кăмăллă. Ăнăçлăхĕ хăйĕнчен килнине те тĕпе хурать вăл. Ĕçĕ-хĕле тивĕç-липе йĕркелессишĕн кулленех тăрăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ çыхăну уйрăмĕ план-заданисене чыслăн пурнăçласа пырать. Кăçал та лайăх кăтартусемпе вĕçлессе шанаççĕ. А. Николаев.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика