Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă

25 октября 2019 г.

Пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă

Пирĕн Трак енре нумайăшĕ хăйсен пурнăçне ял хуçалăх производствипе çыхăнтарнă. Вырăнти агропромышленность комплексне аталантарма пысăк тỹпе хывнă çынсем умĕнче пуçăма таятпăр. Шăпах çаксен йышне "Караево" тулли мар яваплă пĕрлешỹре тĕп бухгалтерта вăй хуракан Елена Георгиевна Серафимова та кĕрет. Хамăр районти Дворик ялĕнче 1966 çулхи майăн 29-мĕшĕнче çуралнă. Çакă çут тĕнчере тăван ял-хуларан хаклăрах кĕтес пур-ши? Ăçта кайсан та, ăçта пурăнсан та эпир ачалăха, вăл шавласа иртнĕ тăрăха таврăнма васкатпăр. Кунта хамăра канăçлă, ырă туятпăр. Шăпах çавăнпа та пулĕ 1984 çулта Шупашкарти экономикăпа технологи коледжне пĕтерсе бухгалтер профессине алла илсе çав çулах тăван "Мичуринец" ял хуçалăх производство кооперативĕнче картотечицăна ĕçлеме вырнаçать. Каярахпа 2000 çулччен выльăх-чĕрлĕх енĕпе бухгалтер, аслă экономист, 2000-2011 çулсенче ял хуçалăх производство кооперативĕнче тĕп бухгалтер пулса тимлет. Мăшăрĕпе, Владислав Федоровичпа, ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Ывăлĕ, Александр, пушар хуралĕн ĕçченĕ, çемьеллĕ. Мăшăрĕпе икĕ ача ỹстреççĕ. Хĕрĕ, Людмила, аслă пĕлỹллĕ. Амăшĕ пекех бухгалтер, мăшăрĕпе 2 хĕр çитĕнтереççĕ. 2011 çулхи июль уйăхĕнчен кỹршĕллĕ Карай ялне "Караево" тулли мар яваплă пĕрлешỹре тĕп бухгалтерта вăй хума тытăнать. Тăрăшуллă та хастар ĕçчен ĕçри пултарулăх тĕлĕшпе çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем тума ăнтăлать, тавра курăмне куллен-кун аталантарма тăрăшать. Кунти коллектив та кăмăллă, хисеплеççĕ Елена Георгиевнăна. Вăл пуринпе те пĕр чĕлхе тупма, ĕçлекенсене пур чухне те хавхалантарма тăрăшать. Хастарсен, продукци туса илекенсен пуçарăвĕсене ырлать. Ĕçри пахалăха çĕклес тесе кĕске вăхăтра тĕрлĕ программăсене алла илсе хута яма тимлет. Елена Георгиевна çамрăксене ял хуçалăхне явăçтарассишĕн пĕтĕм чунтан тăрăшать. "Караево" тулли мар яваплă пĕрлешỹре çулран-çул ĕç кăтартăвĕ ỹсет. Çакăнта Елена Серафимовăн тỹпи те пур. Сăмахран, 2014 çулта таса тупăш 1874 пин тенкĕпе танлашнă, 2015 çулта _ 270 пин тенкĕпе, 2016 çулта _ 1509 пин тенкĕпе, 2017 çулта _ 2599 пин тенкĕпе. 2018 çулта налуксене палăртса хăварнă хыççăн тăкаксем 10310 пин тенкĕпе танлашнă. 2019 çулхи сакăр уйăх хушшинче таса тупăш 10 201 пин тенке çитнĕ. Елена Георгиевна ĕç коллективĕпе пĕрле хуçалăхра тупăшсене ỹстерес, тăкаксене сахаллатас тĕлĕшпе нумай вăй хурать. Ĕç укçине вăхăтра тỹлеççĕ, налуксемпе çи-йĕнчех татăлаççĕ. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа, таса чунпа ĕçленĕшĕн Елена Серафимова çак наградăсене тивĕçнĕ: район администрацийĕн Тав çырăвĕ (2002), ЧР Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе Хисеп хучĕ (2014, 2016), ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕ (2018). Елена Георгиевна пĕрле ĕçлекенсем хушшинче пысăк хисепре. М. Романова.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика