Сугутское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх хак кирлĕ

01 ноября 2019 г.

Петр НИКИФОРОВ, Патăрьел районĕнчи «Красное Знамя» ЯХПК председателĕ,

Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ,

- Алексей Никифорович çанталăк пирки тĕрĕсех калать. Çапах та вăл кăмăлĕпе кăçал ытти çулхисенчен лайăхрах. Çурла уйăхĕнче çумăр час-часах çунăран комбайнсене ĕçлеме чăрмантарнине палăртмалла. Кашни гектартан çĕр улмине – 235, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 37 центнер /районти чи лайăх кăтартусенчен пĕри/ пухса кĕртрĕмĕр. Севок тухăçĕ лайăх, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр.Куккурус масси аван тухр. Силос сутмалăх та пур.

Кăçал кашни ĕнерен 6500-6700 килограмм сĕт сăвасшăн. Паян 357 пуç ĕне, икĕ çултан кĕтĕве 400-е çитересшĕн. Тырă склачĕ турăмăр, ĕнесене пăрулаттармалли витене, пĕвене

Çĕнетрĕмĕр. Тырра алласа сортламалли комплекс хута ятăмă, строительство енĕпе ытти ĕçе пурнăçларăмăр.Пĕтĕмлетсе çапла калас килет, куллен пĕр пăта çапмасан хуçалăх юхăнма тытăнать.

Çапах та аграрисен умне хăш-пĕр чăрмав тухса тăнине палăртас килет.

Тĕслĕхрен, планламан рынок экономикине пула туса илнĕ пахча çимĕçе, вăл шутра çĕр улмине, лайăх хакпа сутма йывăрланса çитрĕ. Ăна ăнăçлă вырнаçтарма никам та пулăшмасть.Хăй хаклăха саплаштармасан лартни усăсăр. Хальхи вăхăтра кирек хăш культурăран та таса тупăш илме тăрăшмалла. Хĕвел анăç Европăра тахçантанпах капитализм патшалăхĕсем тетпĕр пулин те ял хуçалăх продукцине сутассине планлаççĕ. Пахча çимĕçе ăçта вырнаçтарассине малтанах палăртса хураççĕ. Хальхи вăхăтра патшалăх темшĕн ун пек тĕллев лартмасть. Сăлтавĕ республикăран килмест, Раççей Ял хуçалăх министерствипе, ĕç тăвакан ытти органĕпе çыхăннă.Министерствăн регионсене мĕн чухлĕ вырнаçтарма май пулассине çулталăк пуçламăшĕнчех пĕлтерсе хумалла.Пахча çимĕçе çуркунне çырмана кăларса пăрахас е выльăха çитерсе ярас йăлана пĕтермелле.

Лайăх сутасси ял хуçалăх продукцине çитĕнтерекенсенчен те нумай килет. Пахча çимĕçе акасси-лартассине, пăхса çитĕнтерессине, пухса илессине механизацилесе хăй хаклăха пĕчĕклетмелл, суту-илу организацийĕсене те, аграрисене те тивĕçтерекен хакпа сутмалла.

Çĕр улмине кăçал та пĕтĕмпех пухса кĕртрĕмĕр. Управра пин-пин тонна выртать. Халĕ хуçалăх умне лайăх хакпа сутас ыйту тухса тăчĕ. Кашни килограма 5-6 тенкĕлле сутсан та хăй хаклăха кăна кăлараять. Професси уявĕнче хуçалăхăн аван енĕсене те палăртас килет. ЯХПКра тăрăшакансене кашни уйăхра ĕç укçи вăхăтра паратпăр, производство калăпăшне çуллен устеретпĕр, «Красное Знамя» кооператив иртнĕ çулсенчи пекех тытăнса тăрать.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429356 Чувашская Республика Батыревский район с.Сугуты,ул.Советская,д.1
Телефон: 8(83532) 65-6-30
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика