Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрешекенсем ăсталăхĕпе палăрнă

01 ноября 2019 г.

Октябрĕн 25-26-мĕшĕсенче олимп резервĕсене хатĕрлекен В. Кочков ячĕллĕ пиллĕкмĕш спорт шкулĕнче 2003-2004 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччăсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе республикăра мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Мероприятие Чăваш Енри хуласемпе районсенчи 200 ытла спортсмен пĕрлештернĕ 18 командăпа хутшăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне 15ĕн хỹтĕленĕ. 45 килограма тата 65 килограма çитичченхи виçеллисенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Р. Вахитов тата Р. Юсупов (тренерĕ - И. Алеев) çĕнтернĕ.

Люляра çуралса ỹснĕ, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕреннĕ, халĕ олимп резервĕсене хатĕрлекен виççĕмĕш спорт шкулĕнче ăс пухакан Е. Смирнов (пĕрремĕш тренерĕ - М. Зейнетдинов) 48 килограмран каярах таякансем хушшинче çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ.

Хăйсен виçе категорийĕсенче Сăкăтри вăтам шкулта пĕлỹ илекен К. Анюров (тренерĕ В. Анюров), Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен М. Ерофеев (А. Клементьев), Ыхра Çырминчи Ш. Вахитов (И. Вахитов) виççĕмĕш тухнă. Р. Вахитовăн (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул), И. Кидановпа (Пăлапуç Пашьел) Д. Шуряковăн (Первомайскинчи вăтам шкул), Д. Кушниковăн (Сăкăт) кăтартăвĕсем те начар пулман.

Чăваш Республикинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен аслă тренерĕ Ю. Алексеев Патăрьел районĕнчи тренерсем кĕрешекенсене хатĕрлессипе лайăх ĕçленине палăртса хăварнă.

(Хамăр корр.) .

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика