Тегешевское сельское поселение Урмарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕре юратса, яваплăха туйса

30 октября 2019 г.

1

Октябрĕн 25-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсем Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă турĕç. Çак уяв тăван çĕре юратса ун çинче яваплăха туйса ĕçлекен мĕн­пур çынна, ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕсене районти Культурăпа кану çуртĕнче пуçтарчĕ. Фойере ял тăрăхĕсенчи ал ĕç ăстисен куравĕ куçа илĕрт­рĕ, кашниех хăйсен кĕтесне хатĕрленĕ. Ялти ал ĕç ăстисен пултарулăхĕ, ăсталăхĕ çулран-çул ÿссе пыни палăрчĕ куравпа паллашнă май.

Уяв çĕр ĕçченĕсене халалланă «Алран кайми аки-сухи» чăваш юррин çеммипе район уй-хирĕсенчи пурнăçа сăнлакан кĕске фильм кăтартнинчен пуçланчĕ. Пурте ура çине çĕкленчĕç çак самантра.

Районти агропромышленноç ата­­ланăвĕпе Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев паллаштарчĕ. Доклада ял хуçалăх ĕçченĕсен пурнăçне сăнлакан слайдсем кăтартса çирĕплетсе пы­чĕç.

Паянхи кун Вăрмар районĕнче 12 ял хуçалăх предприятийĕ, 79 хресчен /фермер\ хуçалăхĕ, вĕсенче 265 çын ĕçлет. Кăçал тата тепĕр çĕнĕ 6 хресчен /фермер\ хуçалăхĕ йĕркеленнĕ.

Кăçал кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ тĕле районти пур категориллĕ хуçалăхсенче 15517 гектар çинчен 41,1 пин тонна тĕштырă пухса кĕртнĕ. Çĕрулмине 656 гектар çинчен 16,8 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ. «Агроресурсы» тулли мар яваплă общество 30 гектар çинчен 565 центнер хăмла татнă. Çитес çул хăмла пахчисене тата тепĕр 4 гектар пысăк­латасшăн. Предприятин машинăпа трактор паркĕ çулсеренех çĕнелсе пырать. Паянхи куна кунта хăмла пуçтаракан 3 комбайн, Чехире туса кăларнă икĕ сушилка, хăмлана пресласа гранула тăвакан производство комплексĕ. Район аграрийĕсем ял хуçалăх техникин парк­не çĕнетессипе тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Кăçал машинăпа трактор паркĕ 39,8 миллион тенкĕлĕх 18 техника единиципе пуянланнă. Кĕрхи культурăсене 3620 гектар çинче акса хăварнă.

Пĕтĕмĕшле илсен районта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ÿсĕмсем пур. Кăçалхи 9 уйăхра сĕт суса илесси 37,5 процент ÿснĕ, 1357,86 тоннăпа танлашнă. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ — 1583, пĕлтĕрхинчен 102 пуç ытларах.

2019 çулта «Чăваш Республикинчи фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшу парасси» тĕллевлĕ программăна хутшăнса Михайлов Сергей Вячеславович 3 миллион тенкĕлĕх, Лавров Владимир Аркадьевич 2,7 миллион тенкĕлĕх грантсем çĕнсе илнĕ. Малашлăхра вĕсем 50-шар пуç ĕне усрамалли вите туса лартасшăн.

2019 çултан патшалăхăн çĕнĕ пулăшу тĕсĕ вăя кĕнĕ. Ку вăл патшалăх енчен грант парса хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелемелли тата ăна аталантармалли проекта пурнăçласси. Тепĕр майлă, кĕскен каласан, «Агростартап» тетпĕр. Ку программăна хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем кăна мар, уйрăм хушма хуçалăхсем те хутшăнма пултараççĕ. Çак пулăшу программине хутшăнса Иванов Дмитрий Юрьевич 2999,7 пин тенкĕ выляса илнĕ. Малашлăхра вăл аш-какай туса илмешкĕн 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх усрамалли вите тума палăртать.

«Иванов В.А.» хресчен /фер­­мер/ хуçалăхĕн пуçлăхĕ Владимир Анатольевич «Ылтăн кĕркунне» Раççей агропромыш­ленноç куравне хутшăнса «Вы­льăх ĕрчетекен чи лайăх çемье ферми» номинацире кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Кăçалхи вырма ĕçĕсене ăнăçлă ирттернĕшĕн, çĕрсемпе тухăçлă усă курнăшăн Энĕшпуçĕнчи «Иванова О.А.» хресчен /фермер\ хуçалăхĕ I степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Кунта пĕр гектартан вăтамран 56,8 тонна тĕш-тырă вырса илнĕ, пĕтĕмĕшле тухăç 2364 тоннăпа танлашнă. Çĕрулми тухăçĕпе районта «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер\ хуçалăхне çитекенни çук. Пĕтĕмĕшле 230 гектар çĕр çинчен вăтамран пĕр гектартан 300 центнер çĕрулми пуçтарса илсе çак хуçалăх I степеньлĕ дип­лома тивĕçрĕ. Хăмла çи­тĕн­терессипе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество I степеньлĕ диплома ти­вĕçрĕ. Кунта вăтамран пĕр гектартан 18,8 центнер хăмла татса пухнă. Аш-какай туса илессипе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО I степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Районта сĕт суса илес енĕпе Кĕтеснерти «Игнатьев А.Ю.» хресчен /фер­мер\ хуçалăхне çитекенни пулман. Кунта кăçал пĕр ĕнерен 5467 литр сĕт суса илнĕ. Хуçалăх пуçлăхне Александр Юрьевича та пĕрремĕш степеньлĕ дипломпа чысларĕç.

Ял хуçалăхĕн аталанăвĕ тĕпрен илсен çынсенче, вĕсен опычĕпе тăрăшулăхĕнче, ĕçе юратнинче. Ахальтен каламаç­çĕ ĕнтĕ ял ылтăн алăллă тата вĕри чĕреллĕ çынсем çинче тытăнса тăрать тесе. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçĕ ирхи 8 сехетрен пуçласа 5 сехетчен кăна тăсăлмасть, чылай ир пуçланса самай каçченех пырать. Комбайнерсемпе механизаторсем уйрăмах пысăк тав сăмахне тивĕç. Вĕсем хушшинче: «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕн комбайнерĕ Вадим Егорович Степанов, вăл 2620 тонна тырă вырса илнĕ; «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра тăрăшакан Алексей Владимирович Крылов комбайнер, 2200 тонна тырă вырса илнĕ; Александр Валентинович Васильев, «Ива­нов В.А.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕн комбайнерĕ, вăл 2470 тонна вырса илнĕ, Алексей Владимирович Яковлев, «Яковлев В.Н.» хресчен /фер­мер\ хуçалăхĕн комбайнерĕ, 1000 тонна вырса илнĕ. «Иванов В.А.» хресчен /фер­мер/ хуçалăхĕн механизаторĕсем Николай Иванович Васильев, Александр Александрович Васильев кĕрхи культурăсем валли 495-шар гектар çĕр сухаласа хатĕрленĕ, акнă. «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕн механизаторĕсем Владимир Васильевич Обручков кĕрхи культурăсем акма 415 гектар çĕр хатĕрленĕ, Сергей Витальевич Иванов çак лаптăк çинче кĕрхи культурăсем акса хăварнă, Эдуард Семенович Макаров çĕрулми кăларнă çĕрте палăрнă. Пурте вĕсем сцена çине хăпарса Вăрмар район администрацийĕн Хисеп грамотине илме тивĕçрĕç.

Çавăн пекех районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер\ хуçалă­хĕ­сенче тăрăшса ĕçлекенсене нумайăшне тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, тав çырă­вĕсемпе чысларĕç.

Уява Вăрмар район артисчĕсен савăнăçлă концерчĕ уйрăмах илем кÿчĕ.

Э.МИХАЙЛОВА.

Ссылка: http://gazeta1931.ru/gazeta/3401-t-van-re-yuratsa-yavapl-kha-tujsa

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОСЕЩЕНИЙ НА САЙТ Тегешевского сельского поселения с 31 мая 2008 года:

Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус! 

Ответственный за информационное наполнение: администратор сайта - заместитель главы Тегешевского сельского поселения Нарсов Валерий Иванович тел.: 8 (835 44) 36-2-31 E- mail: urmary_tegeshevo@cap.ru

Система управления контентом
429408, Чувашская Республика, Урмарский район, д. Тегешево, улица Школьная, дом 4
Телефон: 8(83544) 36-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика