Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача сачĕпе шкул - пĕр тăрă айĕнче

29 октября 2019 г.

Районта Вĕрентекен кунне паллă тунă чухне Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорне Светлана Едифановăна "Раççей Федерацийĕн воспитанипе вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" паллăпа чысларĕç. Светлана Витальевна ертỹçĕре 15 çул ĕçлет. Маларах вĕрентекенре, шкул директорĕн çумĕнче тăрăшнă.

Вĕрентỹ учрежденине 1-9 классене 33 ача, шкул сакки çине ларма хатĕрленекен 15 пепке çỹрет. Ача сачĕн çурчĕ кивелнĕрен пĕчĕккисене те пĕр тăрă айне куçарнă.

- Район администрацийĕн пулăшăвĕпе çитĕнекен ăру валли тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшрăмăр. Шкул пурнăçне хăнăхма майсем пур кунта. Паян кĕрхи уяв ирттеретпĕр. Çавна май ачасем пĕринчен тепри капăр тумланнă. Зала та ылтăн кĕркунне пуянлăхĕпе илемлетнĕ. Ывăл-хĕрĕн пултарулăхне курма ашшĕ-амăшĕ те килнĕ,- терĕ С. Едифанова.

Вырăнта ача сачĕпе шкул пуррине ырламалла. Вĕсене тытса тăма майĕсене тупаççĕ-ха. Кадрсем çителĕклĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче шкула пĕр çамрăк специалист та килнĕ. Вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л. Владимирова, А. Матвеева педагогсем ачасене чăваш чĕлхипе литература, физика предмечĕсемпе ăс параççĕ. А. Иванова урокне пирĕн районта математика, информатика предмечĕсен республикăри фестивальне ирттернĕ чухне итленĕ экспертсем тивĕçлĕ хакланăччĕ тата ытти те.

- Ача йышĕ сахалрах ĕнтĕ. Кашнийĕшĕнпе уйрăмшарăн тенĕ пекех ĕçлеççĕ педагогсем. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 9 каччăпа хĕр алла аттестат илчĕç. Вĕсенчен пĕри - Е. Урмакова - "пиллĕк" паллăсемпе çеç пĕлỹ пухрĕ. Аллăпа Инна Красновăсем икĕ çул маларах вĕренсе тухнăччĕ пирĕн патăртан. Кăçал Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкултан медальсемпе тухрĕç, - тет Светлана Витальевна.

Пултаруллă ачасем кашни кăларăмрах пулаççех ĕнтĕ. Акă, А. Едифанова аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра лайăх 100 выпускник шутне кĕнĕччĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илме те тивĕçнĕччĕ. А. Казеев, медальпе вĕренсе тухнăскер, хĕрлĕ дипломпа вĕренсе ĕçе пикеннĕ тата ытти те.

Тĕрлĕ шăпаллă ача пур. Çавна шута илсе вĕрентекенсем киле панă ĕçсене тепĕр чухне уроксем хыççăн пĕрле ларса тутарни те пулать. Вăхăта усăллă ирттернине нихăшĕ те хирĕçлемест.

Ачасен малашлăх çулĕ хăш енĕпе уçăлма пултарассине палăртма та пулăшаççĕ педагогсем. Çавна май 9 класс вĕренсе тухнисене тепĕр чухне техникумсене кайма сĕнеççĕ.

Вăрман сывлăшĕ ачасене тĕреклĕ ỹссе çитĕнме май парать. Шкулсем хушшинчи спартакиадăра виççĕмĕш çул малти вырăна йышăнаççĕ. А. Деверинская ячĕпе ирттернĕ республика шайĕнчи чупуран та пĕрремĕшпе таврăннă. Люляри Смирновсен ачисем спортра çитĕнỹпе палăраççĕ. Вĕсем ялти шкултан олимп резервĕсен училищине çул тытнине те ырламалла.

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн филиалĕ ĕçлет вырăнта. Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине тытса пыма М. Прокопьев тренер пиçĕхтерет.

Педагогика коллективĕ ачасен ашшĕ- амăшĕпе тачă çыхăнура. Ашшĕсен канашĕ (председателĕ В. Краснов) пулăшу кỹме яланах хатĕр. В. Кутузов фермер та нихăçан та хирĕçлемест.

Ял ачи ĕçе хăнăхса ỹстĕр тесе те тăрăшаççĕ шкулта. Н. Юркина педагог уроксенче тĕрлĕ япала хатĕрлеме вĕрентет. Çыхасси, тĕрлесси хĕрупраçа кирлех. Хăмаран, хутран, хăваран савăт-сапа ăсталама пĕлни савăнтарать.

Демографи лару-тăрăвĕ япăхраххи çеç кăмăла пăсать. Çулталăка пĕр е икĕ-виçĕ ача çуралнипе ача садне те, шкула та тулли комплектлă тăваймастăнах. Çакă вара ял халăхĕнчен хăйĕнчен çеç килет.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика