Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар çынсем Ульяновкăна илем кỹреççĕ

28 октября 2019 г.

Район центрĕнчен самай аякра, уй-уй урлă вырнаçнă улăхлă Ульяновкăра час-часах та пулма тỹр килмест. Çапах та çак вăрман тăрăхĕнчи ялта кашни пулмассеренех чунра ырă йĕр хăвармалли сăлтавсем тупăнни савăнтарать. Хальхинче те 50 хуçалăхран сахалтарах йышпа пурăнакансен ял хавалĕ пысăк пулни, вĕсем кашни ĕçе пĕр çын пек пулса кар тăрса пурнăçлани тĕлĕнтерчĕ. Çак шухăшсене çирĕплетме Ю. Семенов староста пулăшрĕ. Сăмах май каласан, Юрий Анатольевич çак статуса йышăничченех обществăлла тивĕçе пурнăçласа пынă. Тĕрĕссипе, ун чухне унăн кăкăр умĕнчи кĕсйинче хĕрлĕ хуплашкаллă пĕчĕк кĕнеки çеç пулман. Паян вара çак удостоверени ял старостин яваплăхне те, хастарлăхне те тата ытларах ỹстерме пулăшать. Юрий Анатольевич ял халăхĕшĕн пурнăçлакан ĕç хальхи вăхăтра çав тери кирлĕ тесе шутлать. "Кĕтỹре те кĕтỹçĕ пулмасан выльăх тĕлли-паллисĕр, унталла та кунталла сапаланма пăхать. Çынсем те ертсе пыракансăр лару-тăрăва урăхла ăнланма, кирлĕ мар шухăшсемпе пăтранма пултараççĕ. Ку тĕлĕшпе Ульяновкăра ĕç-пуç йĕркеллĕ пулса пырать. Ял администрацийĕпе вырăнти халăх хушшинче тачă çыхăну пур",- пуçларĕ хăйĕн калаçăвне вăл.

Чылай чухне ял старостисемпе сăмах пуçарсан чăн малтан (камран та пулин пулăшу кĕтес тĕлевпе-ши) çитменлĕхсем, пăшăрхантаракан ыйтусем пирки калаçу пуçараççĕ: вăл çитмест, ку начар, ăна-кăна тумалла тата ытти те. Ю. Семеновăн вырăнти влаçпа халăх хушшинчи çыхăну çирĕп пулни вара çийĕнчех сисĕнчĕ. Староста чăн малтан ял лидерĕсен, хастарĕсен ятне асăнчĕ: Юрий Семенов депутат, Ольга Никифорова клуб заведующийĕ, Олег Прокопьев, Геннадий Никифоров хастарсем тата ытти те. Пысăк мар йыша пĕр чăмăрта тытакан çак команда (çаплах калас килет) çирĕп пулнăран вĕсем кирек мĕнле ĕçе те кар тăрса пурнăçлаççĕ.

Кăçал халăх пуçарăвĕпе укçа-тенкĕ пуçтарса ял масарĕн йĕри-таврашне сеткăпа тытса çавăрнă, алăкне тирпейленĕ. Çак тĕллевпе пуçарулăх меслечĕпе пĕчĕк ялтан 75 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Никам та турткаланса та тăман, ырă пуçарăва хирĕçлемен те. Сăваплă вырăна пăхса, тирпейлесе тăрасси никамăн та мар, пирĕн, чĕррисен тивĕçĕ-çке! Халăх вăйĕпех ял валли мотопомпа та туяннă. Вут-кăвартан тухакан инкекре пулăшу пама виçĕ тонна кĕрекен цистерна та яланах шывпа хатĕр ларать. Ăна староста хăйĕн яваплăхĕ тесех шутлать. Пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнсах Ульяновкăсем ял-йыш мехелĕпе икĕ кỹлĕ чавнă. Çулла кунта хур-кăвакал ишсе савăнать. Кирек мĕн каласан та ял çынни выльăх-чĕрлĕх усрамасăр пурăнмасть-çке.

Нимене, нимене!Ял-йыш та пускил, нимене!

Ушкăнпа тунă ĕç хисеплĕ те, сумлă та, хаклă та. Халăх хăй вăйĕпе пурнăçланине куçран вĕçертмест, уншăн хăйне яваплă туять, çав вăхăтрах унпа мăнаçланать те... Пурнăç пăрнăçĕнчи сулмаксем пирĕн йăла-йĕркери чылай ырă саманта пăрахăçлани чуна ыраттарать, паллах. Акă, ял халăхĕпе нимелле ĕçлессине илер. Çак меслетпе ĕлĕк каçалăк та вырнă, пỹрт-çурт та хăпартнă, вăрман та кăларнă... Пурне те тỹлевсĕр, ыр кăмăллăхпа пурнăçланă. Кайран йышпах савăнăçа пайланă. Шел, çак ырă йăла-мешехе манăçа тухса пырать. Ульяновкăра ку тĕлĕшпе шанăç тĕппипех пĕтмен, сỹнмен темелле-ха! Ял-йыш кăçал нимелле туса лартнă çурта курсан "туннель" вĕçĕнчи çутă пайăркине асăрханă пекех туйрăм хама. Ара, ку чухне кирек мĕнле ĕçе те эпир кĕмĕл çине куçарса хаклама хăнăхрăмăр-çке... Çав вăхăтрах ырă тĕслĕх те юнашарах. Çак ялта çуралса ỹснĕ В. Ильин хăй хулара пурăннине пăхмасăрах тăван ялта çурт никĕсне яма шут тытнине ялта пурăнакансем ырланă çеç мар, нимелле хăпартса лартма та кар пуçтарăннă. Хăйсем хушшинчех ăстасем те тупăннă. Ял-йышпа кỹршĕ-аршăна нимене пуçтарма сăлтавĕ те пулнă. Историрен çакă паллă: çурт хуçин аслашшĕ - Владимир Ильич Ильинпа тепĕр юлташĕ Захар Николаевич Благовидов - 1934 çулта çак яла пуçласа яракансенчен пĕрисем пулнă. Вĕсем Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш ялĕнчен килсе вăрман варринчи уçланкăра яла никĕслесе янă. Сăмах май каласан, темиçе çул каялла Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк çине (каллех халăх вăйĕпе çĕкленнĕ) те яла никĕслекенсен ячĕсене çырса хăварнă. Ниме йăлине ялта малашне те тăсасшăн. Халăхпа пурăнакан кирек кам та хăйне халсăр ан туйтăр. Сăваплă та пархатарлă ĕçе вара Турă та вырăна хурса хаклĕ. Çынна ырă туни нихăçан та усалпа таврăнмĕ.

"АВАНГАРД" - кĕтнĕ хаçат

Эпир яла çитнĕ вăхăтра Ульяновкăри асфальт çулпа кинемейсем пикенсех Скандинави уттипе вашлаттарса икĕ патакпа утатчĕç. Вĕсене никам та саккăрмĕш теçеткене ваклаççĕ тесе хаклаймĕ. Ватăсемпе сăмахламасăр иртсе каяймарăм. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан Н. Тихоновапа Л. Васильева кулленех çак меслетпе 3-4 çухрăм утса çаврăнаççĕ-мĕн. "Районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра Турханти хастарсем пирки час-час çыраççĕ. Эпир те вĕсенчен юласшăн мар. Утса кĕнĕ хыççăн хамăра тата çамрăкрах туятпăр",- тет кăмăлтан Нина аппа. Хисеплĕ ватăсемпе шăкăл-шăкăл калаçнă вăхăтрах пирĕн пата О. Никифорова почтальонка моторлă велосипедпа пырса чарăнчĕ. Ольга Алексеевна ял халăхĕшĕн культура ĕçченĕ, почтальонка çеç мар, кашни çынна ăнланма, пулăшма тăрăшакан хастар. "Вут та пăрăç, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарать", - терĕ ăна хак парса староста. Хаçат валеçнĕ чухне те почтальонка кашни çыннăн ыйтăвне, нушине, сĕнĕвне шута илет. Кирлĕ пулсан шухăша çийĕнчех ял тăрăх пуçлăхĕ патне çитерет. Ĕçри опытне пуянлатма вара хăйĕн наставникĕнчен В. Семеноваран тĕслĕх илет. Халĕ Валентина Семеновна тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Вăхăтĕнче вара вăл 20 çул ытла почтальонкăра тăрăшнă.

-Ял халăхне çĕнĕ хыпарсене вăхăтра çитерес тесе чунтан тăрăшнă. Ун чухне Ульяновкăпа Ишлĕ хушшинче паянхи евĕр çатма пек çул выртман. Кунне 12-шер çухрăм тулли сумкăпа утнă. Килĕрен темиçешер экземпляр хаçат-журнал çырăнатчĕç. Унсăр пуçне çемьере 3-4 пенсионер пурăннă, вĕсене пенси укçи валеçнĕ. Яваплăхĕ пысăкчĕ ĕнтĕ. "Авангард" хаçата ун чухне те ялтан чылайăн çырăнса илетчĕç. Эпир хамăр та çак "чун апачĕсĕр" пурăнаймастпăр,-терĕ Валентина Васильевна ĕçтешне ăнăçу суннă май.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика