Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ОБЩЕСТВĂЛЛА ВОСПИТАТЕЛЬСЕМ ХИСЕПРЕ

16 октября 2019 г.

ОБЩЕСТВĂЛЛА ВОСПИТАТЕЛЬСЕМ ХИСЕПРЕ

Район администрацийĕнче райадминистраци çумĕнчи çул çитменнисене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пычĕ.

Ларура кун йĕркине кĕртнĕ 6 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа Елчĕк районĕнчи полици пайĕн çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ Людмила Егорова тухса калаçрĕ. Вăл район территорийĕнче кăçалхи 9 уйăхра çул çитменнисем тунă преступленисем тата право йĕркине пăснă тĕслĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. 3 кварталта çул çитменнисем тунă 2 преступление регистрациленĕ. Çав вăхăтрах комисси ларăвĕнче çул çитменнисен тĕлĕшпе пуçарнă административлă 8 протокол /иртнĕ çул – 16/ пăхса тухнă. Вĕсенчен 5 тĕслĕхĕ çул-йĕр правилисене пăснипе, 2-шĕ – обществăлла вырăнта эрех-сăра ĕçнипе, 1 тĕслĕхĕ обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренипе çыхăннă.

«Елчĕк ен» хаçат ĕçченĕсем çул çитменнисене киревсĕр пулăмсенчен асăрхаттарас енĕпе массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем еплерех ĕçлесе пыни, хаçат страницисенче мĕнле темăсене тĕп вырăна хуни пирки каласа кăтартнă.

«Çул çитменнисен чи лайăх обществăлла воспитателĕ – 2019» районти конкурса хутшăнса мала тухнисене дипломсем тата парнесем пачĕç. Малти виçĕ вырăна Алевтина Иванова /Кĕçĕн Таяпа/, Ольга Тихонова /Кушкă/, Ирина Ванюшина /Таяпа Энтри/ тухнине палăртрĕç.

– Преступленисене профилактикăлассинче, «йывăр» тата учетра тăракан ачасемпе, тулли мар тата ăнăçсăр çемьесемпе ĕçлессинче обществăлла воспитательсен тÿпи пысăк. Шăпах эсир тимлĕ пулнинчен, кирек хăш лару-тăрăва пĕлсе, маларах курса тата ăнланса пынинчен, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарнинчен ĕç ăнăçлăхĕ килет, – палăртрĕ вĕсене чысланă май Леонард Левый.

Алевтина Иванова район чысне республикăри конкурсра хÿтĕлеме хатĕрленет.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика