Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСАМЛĂ АРТИСТКА

19 октября 2019 г.

АСАМЛĂ АРТИСТКА

Аслă Елчĕкрен нумай паллă çын тухнинчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Кама кăна çитĕнтермен кунти çĕр-аннемĕр: академик, профессорсем, композиторсем, паллă ял хуçалăх ĕçченĕсем… Çак ялăн ят-сумне çÿле çĕкленисен йышĕнче Лидия Шакова артисткăна та кĕртмелле. Театр çулталăкĕнче унăн кун-çулне аса илмесĕр май çуках.

1928 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче Александр Яковлевичпа Евгения Семеновна Шаковсен çемйинче кун çути курнă Лидия. Телейлĕ мăшăрăн пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ. Часах вăл ялти шкула пĕрремĕш класа утнă. Ашшĕ парти членĕ пулнă май хĕр ачан шкултан шкула куçса çÿреме тивнĕ. Иккĕмĕш класа Шупашкарти 6-мĕш номерлĕ шкула кайнă. Унтан пурнăç урапи çемьене каялла хамăр тăрăха илсе çитернĕ. Александр Яковлевич Аслă Таяпа шкулĕнче ачасене истори вĕрентнĕ. Лидия кунта ултă класс пĕтернĕ.

«1941 çулхине пире, Аслă Таяпа шкулĕнчи лайăх вĕренекен 11 ачана, Хусана илсе кайрĕç. Унта çĕрле çитрĕмĕр, ача-пăча паркĕнче пултăмăр. Кам ăçта, çĕр çинчех выртса çывăрса çĕр каçрăмăр. Ирхине пире вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Пирĕн маршрутпа Шупашкара та çитмеллеччĕ, анчах ертÿçĕсем каялла яла илсе килчĕç» /актриса аса илĕвĕнчен/.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах Александр Яковлевич хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Евгения Семеновна тăватă ачине çавăтса Аслă Елчĕке таврăннă.

«Тăван кил-çурт кивелсе кайнă пулсан та темрен те хаклă. Пахча картинчи юпасене, хăмасене веçех çаратса кайнă. Хапха алăкĕ те хăрăк-харăк. Пÿрчĕ те çĕрĕк. Хутсан, хутмасан та пĕр пекех сивĕ. Аттепе анне хăйсем Шупашкара кайнă чухне ĕнене, сурăхсене, чăх-чĕпе колхоза парса хăварнă пулнă. Çапла вара тăван ялта эпир те çынсем пекех пурăнма пуçларăмăр».

Малалла ялти, Елчĕкри шкулсенче вĕреннĕ вăл. Сакăр класс хыççăн районти культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче ĕçленĕ. Тăван ялти шкулта пионервожатăйра, лашасем валли улăм туранă çĕрте тăрăшнă. Музыка училищине те вĕренме кĕнĕ хĕр, выçă пулнăран – пăрахнă. Пĕринче Шупашкартан Канаша пуйăспа «мулкачла» килнине аса илнĕ вăл. Пулас артистка Канашран Елчĕке çуран утнă.

«Выçă. Çул çинче тырă турттаракансем ăнсăртран тăкнă тыррисене пуçтарса, пăрçисене пуха-пуха çисе аран-аран Таяпа Энтрине çитрĕм».

Унтан каллех колхозра тăрăшнă Лидия Шакова. Çапах хăй ачаран артист пулас ĕмĕте çухатман, искусство енĕпе ĕçлекен республикăри управленине çыру çырса янă, артисткăна вĕренес килни çинчен пĕлтернĕ.

«Хăçан, мĕнле илĕртме пуçланă-ши мана театр, актер ĕçĕ? Çак юрату аттерен куçнă пулĕ. Пирĕн кил-йыш театра час-часах çÿретчĕ. Пĕр премьерăна та сиктермен. Акă пĕррехинче, тăххăр тултарсан, Чăваш академи драма театрне «Вĕçев» спектакль курма пĕчченех кайрăм. Чаплă та мухтавлă артистсем – Борис Алексеев, Алексей Ургалкин, Ольга Ырзем вылятчĕç унта. Актерсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе çăвар карса пăхса лартăм. Шăпах çавăн чухне асамлă самантсем хавхалантарчĕç пулĕ çак профессие суйласа илме».

Кăштах вăхăт иртсен управляющирен телеграмма килнĕ. Вăл Аслă Елчĕк хĕрне Чăваш академи драма театрне пыма сĕннĕ. Театр ун чухне Сĕнтĕр районĕнчи /халĕ Муркаш районĕ/ Катькассинче пулнă. Нумай шухăшласа тăман çивĕч пике, халĕччен кайса курман çĕре çула тухнă. Амăшĕ хĕрне кăштах укçа тата хăйĕн икĕ аркăллă кĕпине парса янă. Çул çинчи тĕрлĕ пăтăрмахсене хыçа хăварса йышăну комиссине çитсе хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Ăна театра ĕçлеме илнĕ. Пĕрремĕш гастрольтех Аслă Елчĕк хĕрне колхоз председателĕн рольне шанса панă. «Чăваш коммуни» хаçатра «Колхоз председателĕн рольне ĕненмелле вылять Лидия Шакова» тесе çырса та кăларнă. «Чĕре хушать» спектакльпе артистсем чылай районпа ялта пулнă, халăх вĕсене ăшшăн йышăннă. Çапах та Лидия Александровна драма сцени уншăн маррине ăнланса илнĕ, вара тÿрех Пукане театрне куçнă. Вăл хăйне пуканесене выляттарассинче курнă. Театр режиссерĕ тата директорĕ Сергей Мерзляков мал ĕмĕтлĕ пикене ăшшăн йышăннă, пирвайхи репетицирех хăй çырнă «Следопыты» пьесăри Севка рольне выляма шаннă.

Пилĕк çул ĕçленĕ театра 1952 çул пуçламăшĕнче актерсенчен килмен сăлтавсене пула хупнă. Çапах та артистсем саланса пĕтмен, гастрольсене çÿренĕ. Декорацисене вăкăрсемпе турттарнă, артистсем хăйсем лавсем хыççăн пырса 30 çухрăм е ытларах та утнă, çапах та палăртнă ялта сцена çине тухса халăха савăнтарма вăй-хал çитернĕ.

Чăваш патшалăх пукане театрĕнче ĕçленĕ çулсенче сахал мар сăнар ăсталанă Лидия Шакова. 20 çул хушшинче – Хĕрлĕ Калпак, Марье-Кăвакарчăн, Аленушка, Тухатмăш карчăк… Тĕрлĕ юмахри сăнарсемпе пĕрлех арçын ача рольне те сахал мар калăпланă.

Лидия Александровна Катькассинче ĕçлекен Аркадий Максимов артиста качча тухнă. Çемье йышĕ ÿссе пынă. Сăмах май каласа хăварам, хĕрĕ Эльвира оперăпа балет театрĕн хорĕнче юрланă.

Пурнăç шăпи Лидия Шаковăна Ташкента илсе çитернĕ. Чи малтанах унта мăшăрĕ тухса кайнă. Вăл артистран тухса строитель ĕçне суйласа илнĕ. Ташкентра çĕр чĕтресен хăйĕн ирĕкĕпе хулана ишĕлчĕксенчен тасатма, çĕнĕ çуртсем тума командировкăна кайнă çемье пуçĕ. Йĕппи хыççăн çиппи тенĕрен, Лидия Александровна та упăшки хыççăн инçете çул тытнă. Чăваш Енри паллă актрисăна тÿрех Ташкентри Пукане театрне ĕçе илнĕ. Вăл унта узбек, вырăс, казах, поляк, румын, чех, венгр драматургĕсен пьесисем тăрăх лартнă спектакльсенче вылянă. Театрпа пĕрле Брюссельте, Варшавăра, Индире, Бухарестра, Францире гастрольсенче пулнă. Афганистанра вăрçă пынă 1982 çулта вĕсен труппи унта та хăйсен спектаклĕсене кăтартнă. Артистсене салтаксем хÿтĕлесе, сыхласа тăнине каласа панă вăл Чăвашри тантăшĕсене.

20 çула яхăн ĕçленĕ Лидия Шакова Ташкентри Пукане театрĕнче. Çак тапхăрта вăл тăван ене, театрти тусĕсене манман, тăтăшах çыхăну тытнă. Узбек ССРĕнче вылянă рольсен шучĕ те пысăк. 1975 çулта Ташкентра пулса иртнĕ Вăтам Азипе Казахстан тăрăхĕнчи пукане театрĕсен 2-мĕш фестивалĕнче чăваш хĕрĕ дипломант пулса тăнă. Çав çулхинех Мускаври фестивальте вăл «Улыбнись, Айхон!» спектакльти Майсара ролĕнче палăрнă. Ăна медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе, премисемпе сахал мар чысланă.

Хитре те янăравлă саслă хĕре ытларах тĕп рольсем панă. Ентешĕмĕр 1983 çулта «Узбекистан патшалăхĕн тава тивĕçлĕ артистки» ятне тивĕçнĕ. Упăшки вăхăтсăр çĕре кĕрсен ют çĕрте канăçлăх тупайман Лидия Александровна тăван тăрăха таврăннă. Паллă артисткăна Чăваш театрĕ манман. Мария Бикуловăпа Вера Голубева артист-ентешсемпе туслă пурăннă вăл. Вера Ивановнăпа Лидия Александровна пурнăç тăршшĕпе сцена çинче те, ытти чухне те çывăх тантăшсем пулнă.

Хăйĕн пурнăçĕн 42 çулне театра халалланă артистка 200 ытла сăнар калăпланă. Палăртма кăмăллă: Лидия Александровна перчеткеллĕ тата пăралуклă пуканесене выляттарас енĕпе чи пысăк ăста пулнă. Тăван ене таврăнсан вăл тăтăшах актерсен пултарулăх каçĕсене, премьерăсене, Ваттисен кунĕсене хутшăннă. Пĕр сăмахпа каласан, театр мĕнле ĕçлени, пурăнни ăна яланах кăсăклантарнă, Пукане театрĕнче хăйне нихăçан та ют çын пек туйман. 2008 çулта вăл 80 çул тултарнине халалласа театрта пултарулăх каçне те ирттернĕ.

2011 çулхи май уйăхĕн 3-мĕшĕнче Лидия Шакован чĕри тапма чарăннă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика