Алдиаровское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă çул - ял илемĕ

18 октября 2019 г.

Владимир Никифорова Ураскассисем ял старостине суйланăранпа 8 çул çитрĕ. Вăл халăх шанăçне тÿрре кăларса, ял инфратытăмне аталантарма курăмлă ĕçсене пуçăнса, вĕсене пĕрлехи вăйпа пурнăçлама тăрăшать. Тирпей-илем кĕртессине пысăк тимлĕхе хурать, ял çыннисен вăхăтне усăллă ирттерме май паракан тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. 2017 çулта Владимир Николаевич «Республикăри чи лайăх ял старости» ята тивĕçнĕччĕ.

Çак кунсенче Ураскассинче урамсене вак чул сарса хытарас тĕлĕшпе ниме ирттернĕ. Пĕр кунтах ял сăн-сăпачĕ палăрмаллах илемленнĕ. Ял старостин кăçалхи ĕç планĕпе килĕшÿллĕн палăртнă ĕç-хĕле пурнăçлама ирех пуçăннă ял хастарĕсем. Анатолий Григорьев, Александр Васильев, Роман Васильев, Александр Ильин, Сергей Васильев, Владислав Николаев, Анатолий Александров, Сергей Иванов механизаторсем хăйсен транспорчĕпе вак чул турттарса тăнă. Александр Васильев механизатор хăйĕн тракторĕпе ăна якатса хытарса пынă. Геннадий Васильев, Юрий Яковлев, Антон Антонов, Виктор Иванов, Сергей Семенов, Олег Гаврилов, Александр Васильев, Вениамин Васильев та пысăк хастарлăхпа хутшăннă çулсене йĕркене кĕртес ĕçсене. Вĕсем машина-тракторпа турттарса тăкнă вак чулсене сапаласа тăнă.

Пĕр кунта Лесная урама 150 метр, Николаев урамне 100 метр ытларах щебенка тăкса хытарнă. Ял варринчи дамба пуçне те тирпейленĕ. Пĕтĕмпе 90 прицеп вак чул таврашĕ турттарнă ялти çулсене хăтлăлатма. Экскаваторне Канаш хулинчен чĕнсе илни çинчен пĕлтерчĕ ял старости. Вăл хăйĕн транспорчĕпе пулнă ăстасемпе пĕрле. Ĕçсене пурнăçлама сулăм укçипе усă курнине пĕлтерчĕ.

«Çынсен шухăшне шута илсе, ял пурнăçне хăтлăлатас ĕçе малалла та тăсăпăр»,-терĕ В.Н.Никифоров, пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çынсемпе тĕллевсене пурнăçа кĕртме май килнине палăртса.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429293, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Алдиарово, пер. Набережный-13
Телефон: 8(83548) 2-02-07
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика