Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики Минтруда Чувашии в Комсомольском районеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Вĕренни ĕçре пулăшать

11 октября 2019 г.

«Аслă ăру» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пенси ÿсĕмне çывхарса пыракан граждансем хушма специальноç илме тата професси квалификацине ÿстерме пултараççĕ. Ку проекта тĕрлĕ организацисенче тăрăшакансен ертÿçĕ направлени парсан хутшăнма май пур. Унсăр пуçне ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтма пыракансем те çак проектпа усă курса вĕренме пултараççĕ. Пенси ÿсĕмне çывхарса пыракансен шутне тивĕçлĕ канăва кайиччен 5 çул юлнă граждансене кĕртеççĕ.
Çак проекта пенси çулне çывхарса пыракан 30 ытла çын хутшăннă та ĕнтĕ. Вĕсем бухгалтера, тракториста, экскаватор машинистне, хуралçăна вĕренеççĕ. Кухня ĕçченĕсем вĕренÿ организацийĕсенче диетăллă апатланăва йĕркелес енĕпе, социаллă ĕçченсем выртса тăракан çынсене пăхас енĕпе хушма пĕлÿ илеççĕ. Вĕренÿ вĕçленсен квалификацие ÿстерни çинчен калакан удостоверени е çĕнĕ профессие алла илни çинчен калакан диплом параççĕ.
Т.ВОЛКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика