Убеевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Упи шкулĕ парнеленĕ тулли ăраскал

18 октября 2019 г.

Упи шкулĕ парнеленĕ тулли ăраскал

Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Упири пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ỹнер, черчени, технологи учителĕнче, “Техникăлла модель тăвасси” вĕренỹ пĕрлешĕвĕн ертỹçинче тăрăшнă, “Ял пурнăçĕ” хаçатăн çывăх тусĕ Иван Петрович МАТВЕЕВ 70 çул тултарчĕ. И. Матвеев 1949 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ — Петр Матвеевичпа Перасковья Степановна — колхозниксем пулнă. Çичĕ ача çуратса панă мăшăрне Перасковья. Шел, вăл вăхăтри вăйсăр медицинăна пула виçĕ ачи çамрăклах çĕре кĕнĕ. Асли, Георгий, ăста хирург, медицина наукисен кандидачĕ. Зинаида Воронеж облаçĕнче ĕçлесе пурăнать, çемьеллĕ. Кĕçĕнни Миша, çемйипе тĕп килте тĕпленнĕ. Анчах унăн пурнăçĕ кĕске килчĕ. Йăван 1957-1961 çулсенче Кушарти пуçламăш шкулта пĕлỹ пухать. Ун хыççăн тỹрех Упири вăтам шкула çул тытать, ăна 1967 çулта вĕренсе пĕтерет. Çав çулах Çĕнĕ Йĕкĕт каччи Шупашкарти пир-авăр техникумне вĕренме кĕрет. 1969 çулта И. Матвеева çара илеççĕ. Çар хĕсмечĕ ракетăллă çарсенче иртет. Каччăн вĕренес туртăм пысăк пулнă çав. 1970 çулта вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет — авт.) хатĕрленỹ уйрăмне вĕренме кĕрет. Çулталăкран аслă шкулăн художествăпа графика факультечĕн студенчĕ пулса тăрать. 1976 çулта И. Матвеев института ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Аслă пĕлỹллĕ специалиста направленипе Упи вăтам шкулне ĕçлеме яраççĕ. Вăл кунта ỹнер, черчени тата ĕç учителĕ пулса вăй хума пуçлать. Тỹрех каласа хăварар: ĕçленĕ хушăрах Иван Петрович КПСС Чăваш обкомĕ çумĕнчи марксизм-ленинизм институтне, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультечĕн географи уйрăмне вĕренсе пĕтерет. “Ĕç пурнăç тыткăчи”, — теççĕ халăхра. Ачасене ĕçе юратма вĕрентесси — шкулăн тĕп задачисенчен пĕри. Чĕмпĕрти чăваш шку-лĕнчех И.Я. Яковлев ачасене ĕçе хăнăхтарнă: шкул мастерскойĕнче тĕрлĕ япаласем ăсталанă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, уй-хирте ĕçленĕ. Çакна И. Матвеев шкулта вăй хума пуçланă кунах чи малти вырăна хунă. Вăл Упи шкулĕнче вăтăр çул ытла “Техникăлла модель тăвасси” вĕренỹ пĕрлешĕвне ертсе пычĕ. Паян та çакă куç умĕнчех. Ачасене ĕçе хăнăхтарасси хĕллехи вăхăтра шкул мастерскойĕнче иртет. Унта тимĕрпе, йывăçпа ĕçлемелли тата ĕç хатĕрĕсене упрамалли пỹлĕмсем вырнаçнă. Токарнăй, фрезер, шăтармалли, йывăçран рейкăсем çурмалли, ĕç хатĕрĕсене хăйрамалли станоксем пур. Ачасем мастерскойĕнчи ĕç урокĕсенче тĕрлĕ япаласем ăсталама вĕренеççĕ, алла тĕрлĕрен инструментсем тытса ĕçлеме хăнăхаççĕ, чертежпа тата техника кăтартăвĕсемпе паллашаççĕ. Вĕсем эрнере икĕ хут пуçтарăнса тĕрлĕрен машинăсен моделĕсене ăсталаççĕ. Вĕренекенсен мастерскойра тата вĕренỹ пĕрлешĕвĕнче ĕçлес туртăмĕ пысăк, мĕншĕн тесен технологи урокĕсенче, пĕрлешỹре хăйсен шухăш-ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме пултараççĕ. Ăсталанă япаласене вара хăйсен куçĕпе курса савăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ хăш-пĕр вĕренекенсем 6-7 çул хушши вĕренỹ пĕрлешĕвне çỹрерĕç. — Ачасене шкулта тĕрлĕ предметсене вĕрентеççĕ. Çакă вĕсен ăс-тăнне аталанма пулăшать те. Çав вăхăтрах кашни предметăн хăйĕн уйрăмлăхĕ. Тĕслĕхрен, вĕренекенсен ăсталăхне ỹстерес çĕрте ĕç урокĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кашни ачах пĕр-пĕр япалана хăй тĕллĕн ăсталасан, чăннипех те, савăнать. Малалла детальсем тунă çĕрте хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхать. Кашни вĕренекен ĕç илемлĕхне туйса тăтăр тетĕп, — тенĕччĕ мана И. Матвеев. Ĕçе эстетикăлла туйăмпа тума вĕрентесси — учителĕн тĕп тивĕçĕ. Урок пуçланиччен ачасене моделĕн тĕслĕхне кăтартатăп. Вĕренекенсем япалан илемлĕхĕнчен те тĕлĕнеççĕ. Çавăн чухне йывăçран тĕрлĕ япаласем тума пултаракан ăстаçăсем çинчен каласа ăнлантаратăп. Çакă ачасене столяр, платник ĕçĕсене татах та хисеплеме вĕрентет. Пуринчен ытла ĕç çине творчествăлла пăхни кирлĕ. Тата ачасене ăсталăха вĕрентес çĕрте танлаштару меслечĕ пысăк вырăн йышăнать. Ĕç урокĕсенче вĕренекенсем пурте пĕр деталех тăваççĕ, анчах пурин те пĕр пек пулаймасть. Эпĕ пĕлсе, лайăх ăсталанисене ыттисене кăтартатăп, танлаштарса паратăп. 45 çула яхăн Упи вăтам шкулĕнче вăй хурса, миçе ачана ỹкерме, столяр ĕçне юратма вĕрент-мерĕ-ши Иван Петрович? Матвеев вĕренекенĕсем хушшинче тĕрлĕ ăмăртусенче палăрнисем йышлă. Акă, унăн вĕренекенĕсем пулнă Иван Степановпа Александр Артемьев “Мир” космос карапĕ” ĕçпе республикăри конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. И. Илларионов (“Подсвечник”, “Кубок”, “Подставка для цветов”, “Вооружение русской армии 1812 года”, “Кун-çулне космос наукине панă”), А. Ефремова (“У омута на речке Пинер”), А. Артемьев, И. Степанов (“Дорога к звездам”, “Оружие Победы — танк Т-34”, “Модель автомата ППЩ, модель ручного пулемета Дегтярева, модель автомата Судаева”) хăйсен проекчĕсемпе республика шайĕнче палăрнă. Темиçе çул каялла Матвеев вĕренекенĕсем республикăри ачасемпе çамрăксен туризмĕн, краеведенин, экологин “Эткер” центрĕ йĕркеленĕ “Человек. Земля. Вселенная” творчествăлла конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă, Диплома тивĕçнĕ. Çакна паян кун та уйрăммăн палăртать Иван Петрович. И. Матвеева хăйне те Дипломпа наградăланă. Чыслă ĕçшĕн, ачасене вĕрентсе воспитани парас çăмăл мар ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн ентеш район, республика, Раççей шайĕнчи вуншар Хисеп грамотипе Диплома типтерлĕ упрать. Унта Мускаври “Çамрăк художник” журнал редакцийĕ панă Диплом та пур. Вăл 2007 çулта приоритетлă “Вĕрентỹ” наци проектне пурнăçлас çĕрте палăрнăшăн район пуçлăхĕн 3 пин тенкĕлĕх премие тивĕçнĕ. Вĕрентекен çулленех районти Ĕçпе юрă уявне — Ака туя ачасен ĕçĕсене тăратнă. Иван Петрович Çĕнĕ Йĕкĕтри “Сиплĕ шыв” çуртне хăй илемлетнĕ. И. Матвеев кунсăр пуçне чылай тапхăр “Ракус” вĕренỹ пĕрлешĕвне те ертсе пынă. Çак тапхăрта вăл вуншар ачана сăн ỹкерчĕксем тума вĕрентнĕ, хăнăхтарнă. Хăй те, вĕренекенĕсем те тĕрлĕрен конкурссене хутшăннă. Акă, унăн вĕренекенĕ пулнă Леонид Кузьмин “Тантăш” хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ “Шкул ачи, хăвна кăтарт”, ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксемпе ĕçлекен министерствăн “Планета детства”, “Тăван енĕм, савнă ен” конкурссенче 2-3-мĕш, “Школьник, прояви себя”, “Юные техники в кадре”, “Край Чувашский, край родной” тупăшусенче пĕрремĕш вырăна тухнă. Ăна Мускав облаçĕнчи çамрăксен лагерĕнче канма тỹлевсĕр путевкăпа ти-вĕçтернĕ. И. Матвеев хăй те темиçе çул районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ ирттерекен сăн ỹкерчĕксен конкурсĕнче палăрнă, Хисеп грамотипе укçан премие тивĕçнĕ. Паян та вăл редакцинчи тупăшăва чылай сăн ỹкерчĕк сĕннĕ. И. Матвеев хăйĕн сăн ỹкерчĕкĕсене тĕрлĕ темăсем çине уйăрса куравсене тăратать. Трак енре пурăнакансем, унăн хăнисем вĕсене питех те ăшшăн йышăнаççĕ. Çавăншăн ентешĕм районти Н. Янкас ячĕллĕ премие тивĕçнĕ. Упи вăтам шкулĕ И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУпа та тачă çыхăнса ĕçлет. Шкул директорĕ ячĕпе пĕр çул çакăн пек Тав çырăвĕ килнĕччĕ. “ЧППУн технологипе экономика факультечĕн технологипе предпринимательлĕхе вĕрентес методикин кафедрин Упи вăтам шкулĕпе килĕштерсе ĕçлет. Пирĕн 5-мĕш курс студенчĕсем сирĕн патăрта педагогика практики ирттереççĕ. Çавна май шкул вĕренỹ процесне аван йĕркелеме мастерскойсемпе тивĕçтерет”. Педагогика практикин методисчĕ пулса И.П. Матвеев педагог тăрăшнă. И. Матвеев вĕренекенĕсем — В. Гаврилов, Н. Архипов, И. Бурзаева, А. Сергеев, А. Леонтьева, И. Клементьев, А. Степанов, А. Ефремова, А. Петров, А. Артьемьев ỹнерçĕ, дизайнер, йывăç касса эрешлекен профессие суйласа илнĕ. Чыслă ĕçĕн хисепĕ пысăк. Ăна педагогикăра нумай çул хушши тăрăшнăшăн, вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче палăрнăшăн “ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ” хисеплĕ ят панă. Анат Кушар çынни педагогика ĕçĕсĕр пуçне обществăлла чылай ĕç те пурнăçлать. Пĕр созывра ăна район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйланăччĕ. Иван Петрович сывлăха сыхлас ĕç, культура, вĕрентỹ, халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссинче вăй хучĕ. Унăн ларăвĕсенче миçе хут тухса калаçман-ши? Тата ял çыннисем хушшинче тирпей-илем ыйтăвĕпе мĕн чухлĕ ăнлантару ĕçĕ туса ирттермен пулĕ? Ĕçлени пĕртте харама кайман. Çав çулсенче районти “Хăйне евĕрлĕ ял” конкурсра Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕ иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Кунсăр пуçне вăл темиçе созыв хушши Упи ял совет депутачĕ пулнă, 10 çул хушши участокри суйлав комиссийĕн председателĕнче тăрăшнă, ăна ĕçтешĕсем шкулти профсоюз комитечĕн председательне суйланă. И. Матвеев 1979, 1989 çулсенче халăх çыравне хутшăннă. И. Матвеев çемьеллĕ. Мăшăрĕ, Валентина Петровна, Алманч, Упи вăтам шкулĕсенче ачасене чăваш тата вырăс чĕлхисене вĕрентнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Мария, педуниверситетра икĕ специальность илнĕскер, паян Красноармейскинчи вăтам шкулта вырăс чĕлхи тата литературине вĕрентет. Саша Шупашкарти электротехникум дипломĕллĕ, халĕ Заволжски ЛПУМГра вăй хурать. Çемьеллĕ. — Паян тивĕçлĕ канура пулсан та пушă вăхăт çукпа пĕрех, — тет Иван Петрович. — Вăл тупăнсанах йывăçа касса эрешлеме, токарь станокĕ умне тăма юрататăп. Алла фотоаппарат илсе уçă çывлăшра пулма васкатăп. Çавăн пек çын вăл Иван Петрович Матвеев, пĕрремĕш категориллĕ учитель, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрен-тĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Упи шкулĕ парнеленĕ тулли ăраскалпа пурăнать вăл. Георгий Борзин.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Убеево, ул.Сапожникова, д.6
Телефон: 8(83530) 33-2-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика