Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнетнĕ культура çурчĕ алăкĕсене уçрĕ

18 октября 2019 г.

Октябрĕн 15-мĕшĕнче района ĕçлĕ визитпа ЧР культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев килнĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа пĕрле Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхне çитсе курнă.
Юнашарах вырнаçнă икĕ ялта — Çĕнĕ Кипеçпе Тĕвенешре — 300 çынна яхăн пурăнать. Ялти культура çурчĕ вĕсемшĕн — чăн-чăн культура вучахĕ, ял пурнăçĕн паллă кунĕсем пурте унпа çыхăннă. Кунта тĕрлĕ çивĕч ыйтăва татса пама пуçтарăнаççĕ, уявсене паллă тăваççĕ, концертсене хатĕрленеççĕ. Ял халăхĕ «Шанчăк» фольклор коллективне хаваспах çÿрет. Ача-пăча вара ташă тата вокал кружокĕсенче пултарулăхне аталантарать. Çавăнпа та тĕпрен юсанă культура çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçни ял çыннисемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ.
ЧР культура, национальноç-сен тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Геннадий Волков, Василий Григорьев подрядчик тата Анна Можаева культорганизатор çак паллă пулăм ячĕпе ял çыннисене ăшшăн саламларĕç, кашни уяврах пĕрле пуçтарăнса савăнма сунчĕç.
Константин Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Чăваш Енре «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ 6 клуба туса пĕтерсе пыраççĕ, тепĕр 43 культура вучахĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине уявлама хатĕрленмелли республика программипе Çĕнĕ Кипеçри культура çуртне юсама 4 миллион ытла тенкĕ уйăрнă пулнă. Ĕçсене О.Ю.Григорьева индивидуаллă предпринимателĕн ĕçченĕсем пурнăçланă: çуртăн тăррине, чÿречисене улăштарнă, урайне, стенисене, хутса ăшăтмалли тата çутатмалли тытăмсене юсанă, çурта тул енчен те, шал енчен те çĕнетнĕ.
Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн хăнасемпе ял çыннисем çĕнетнĕ культура çуртне кĕрсе юсав ĕçĕсен пахалăхне хак пачĕç. Çак кунах кунта пĕрремĕш уяв та иртрĕ — ял çыннисем аслă ăру çыннисене Ваттисен кунĕ ячĕпе саламларĕç. Куракансене ялти пултарулăх ушкăнĕсем тата Нĕркеç вăтам шкулĕнче ăс пухакансем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов Валентина Ксенофонтовăна, Аркадий Маркова, Анатолий Петрова, Ольга Павловăна, Серафима Журавлевăна тата Римма Уткинана ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн Хисеп грамотисем парса чысларĕ.
Концерт хыççăн ветерансем чей ĕçсе ĕçре пулнă самантсене аса илсе ларчĕç, хăйсен çамрăклăхĕнчи юрăсене шăрантарчĕç. Мероприятипе пурте кăмăллă юлчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

      

 

 

Система управления контентом
429149, Чувашская Республика, д.Полевой Сундырь, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 30-2-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика